Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асӑнмалӑх сăмах пирĕн базăра пур.
асӑнмалӑх (тĕпĕ: асӑнмалӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ, асӑнмалӑх сӑнӳкерчӗк яратпӑр хамӑра кӑтартма.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫимуншӑн ҫак кун ӗмӗр асӑнмалӑх асра юлӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пуринчен ытла эсӗ, староста, мана асаплантарнӑшӑн ӗмӗр асӑнмалӑх инкек курӑн-ха!

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫумра тӑракан хӗрарӑм ытла ан йӗпентӗр тесе Красноярскра асӑнмалӑх туяннӑ зонта уҫса ятӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ывӑлӑн та пулсан мӑшӑрлану уявӗ ял халӑхӗ асӑнмалӑх пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Ҫапах, темӗнле сӑпай пулсан та, Иван Алексеевич та хӑй саккунлӑ авланнине ӗмӗр асӑнмалӑх паллӑ тума шутлать.

Куҫарса пулӑш

Радиоевчӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 29–30 с.

«Барак умне йывӑҫ лартам-ха, ара. Хам кунта ӗҫлеме пуҫланӑ ятпа асӑнмалӑх пултӑр-и», — терӗ каччӑ хӑйне хӑй.

Куҫарса пулӑш

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑрнар районӗнчен ку пысӑк ӗҫе хутшӑннӑ тыл паттӑрӗсен ячӗпе уҫнӑ плита умӗнче асӑнмалӑх сӑнӳкерӗнтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫулҫӳрев мӑнаҫлӑх туйӑмне ҫуратрӗ // Кристина АЛЯХОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13451-c ... mne-curatr

Пурте пӗрле тӑрса асӑнмалӑх сӑн ӳкерттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьесем фестивале пухӑнчӗҫ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d2%ab%d0%b ... %97%d2%ab/

Район администрацийӗн ятӗнчен пулас салтаксене асӑнмалӑх сехетсем панӑ.

От имени администрации района будущим солдатам вручили памятные часы.

Пишпӳлекре призывник кунӗ иртнӗ // Неля Сабахова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... tn-3479970

Туристсем артистсемпе пӗрле вӑйӑ картине тӑрса ташларӗҫ, унтан Вероника Иванова тӗрӗ ӑсти хатӗрленӗ куравпа паллашрӗҫ, асӑнмалӑх парнесем туянчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑкӑр кӗперӗпе Китайран килнӗ туристсем паллашнӑ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/09/15/%d0%bca%d0 ... bc-%d0%bf/

Ӑсату Ҫӗнтерӳ паркне кӗмелли хапха умӗнче асӑнмалӑх сӑнӳкерчӗк тунипе вӗҫленнӗ.

Завершились проводы памятным фотографированием на фоне входных ворот в парк Победы.

Офицерсем - пирӗн ҫар мӑнаҫлӑхӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -h-3435892

— Ҫӗнӗ ҫын кепине асӑнмалӑх усратӑп-ха, — именнӗн кулкаласа илет вӑл.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

Пире, кӗтнӗ хӑнасене, тулли пучахлӑ тырӑ кӗлтисене ыталаса асӑнмалӑх сӑн ӳкерчӗк тума сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй-хир ӗҫченӗсене юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/09/08/%d1%83%d0% ... 80%d0%bda/

Тӑрна «ҫыравне» хутшӑнакансем - акци участникӗн свидетельствине, паха хыпарсем яракансем асӑнмалӑх парнесене тивӗҫӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстанра орнитологсем тӑрна «ҫыравӗ» ирттереҫҫӗ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-09- ... re-3416190

Мастер-классен шутне тата квестсем, командӑпа спорт ӑмӑртӑвӗсем, скалолазани, прикладной творчество, биотехника технологийӗсем, программӑсем, пахча ҫимӗҫ туса илессине, асӑнмалӑх сувенирсем тӑвасси, клипсем тӑвассине кӗртнӗ.

В число мастер-классов также включены квесты, командные спортивные соревнования, занятия по скалолазанию, прикладному творчеству, биотехнологиям, программированию, овощеводству, изготовлению памятных сувениров, созданию клипов.

Нацпроект шайӗнче Пушкӑртстанра чапа тухнӑ "Шкул туризмӗ" программӑна ӑсталӑх-классем тӗрлӗлетнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... tn-3416881

1941 ҫулта кунта, правительство йышӑннипе, асӑнмалӑх В. П. Чкалов ячӗпе хисепленекен Культура ҫурчӗ туса лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

В. П. Чкалов музейӗ, халӑх геройӗн — пирӗн вӑхӑтри чаплӑ вӗҫевҫӗн ятне ӗмӗр асӑнмалӑх музей, 1940 ҫулта уҫӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Аслашшӗ, чунӗ тухнӑ самантра, хӗрлӗ ҫӑлтӑрне юратнӑ мӑнукне халалласа парать: «Хӗрлӗ ҫӑлтӑра… эп вилсен… асӑнмалӑх упра…» тет вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Салтак ӳчӗн юлашкисемпе пӗрле унӑн котелокне тата саперсен кӗреҫине, ҫавӑн пекех тивӗҫлӗ наградӑсене илсе ӗлкӗреймен салтаксен паттӑрла ӗҫӗсене асӑнмалӑх ятарласа йышӑннӑ «Шагнувшие в бессмертие» медаль панӑ.

Куҫарса пулӑш

Сакӑр вунӑ ҫул иртсен салтак тӑван кӗтесӗнче ӗмӗрлӗх канлӗх тупрӗ // Ольга АНДРЕЕВА. https://ursassi.ru/articles/patriotizm/2 ... pr-3398106

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех