Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асӑнмалӑх сăмах пирĕн базăра пур.
асӑнмалӑх (тĕпĕ: асӑнмалӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗмӗр асӑнмалӑх тӑн кӗртрӗҫ вӗсене.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Чӑннипе, ҫав салтак — Карӑккасси ҫыннисем Граждан тата Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫисенче вилнӗ янташӗсене ӗмӗр-ӗмӗр асӑнмалӑх лартнӑ палӑк.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Пар-ха мунчалуна, ҫурӑмна ӗмӗр асӑнмалӑх сӑтӑрса кӑтартам, — терӗ вара кӑмӑлсӑррӑн.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Федераци шайӗнчи проекта пурнӑҫа кӗртме витӗм кӳнӗ, спорт ӗҫне хастар хутшӑннӑ 2-мӗш №-лӗ СШОР директорӗн ҫумӗ Наталья Салюкова асӑнмалӑх хисеп паллине тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Йӗлтӗр йӗрӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри чупӑва Олег Николаев старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/13/racc ... nikolaev-s

Ӑмӑртусен программи кӑсӑклӑ пулнӑ, спорта юратакансе 3 тата 5 ҫухрӑма парӑнтарнӑ, мала тухнисене медальсем, дипломсем тата асӑнмалӑх парнесем парса хавхалантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Йӗлтӗр йӗрӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри чупӑва Олег Николаев старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/13/racc ... nikolaev-s

Пӗлтӗр районти ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен кунӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Юрий Зоринпа Леонид Пронин Надежда Разиновнана асӑнмалӑх парнесем, чечек ҫыххи парса чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитсе пыракан ҫутӑ уявпа саламлатпӑр! // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... lamlatpar/

Ӗҫе ӑнӑҫлӑ тӑрланӑ ятпа ӳт-пӗвӗме пӑртак лӑш парас, чун-чӗрене канӑҫлӑх кӳрес килчӗ: хулари хӑш-пӗр паллӑ вырӑнсене ҫитсе куртӑм, пур-ҫук укҫана типӗтсе ҫак хула ҫинчен асӑнмалӑх пӗр-ик алӗҫ япали туянтӑм, пасарта хӗвел ҫинче кӑвӑртнӑ пулӑпа та, ытти анӑш-тӑнӑшпа та тӑкӑнтӑм, вара «киле» таврӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Акцие хутшӑннакансем пурте сертификатсене, ытларах кӗнеке парнеленӗ Ильяс Хайруллов, Виктория Баранова, Александра Майорова асӑнмалӑх парнесене тивӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗнекесем парнелерӗҫ // Е.Савельева. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d0%ba%d3%9 ... %97%d2%ab/

«Института ан парӑр вӗсене, асӑнмалӑх хӑварӑр», — терӗм те, Надежда Константиновна мана: «Апла юрамасть, съезд решенийӗ хушать пулсан, вӑл пуриншӗн те саккун пулмалла», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Пенишора та ыттисем пекех вӑхӑта вӑраха ямасӑр станоксене ватса тӑкасшӑн, Фабиан господина е сӗмсӗр Стурзӑна та пулин — вӑл директорӑн сылтӑм алли вӗт-ха — ӗмӗр асӑнмалӑх тӳнккесшӗн ҫине тӑрса калаҫрӗ.

Пенишора тоже стоял за то, чтобы немедленно разрушить станки, чтобы хорошенько отдубасить Фабиана или хотя бы этого мерзавца Стурзу — он ведь правая рука директора.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Атя, асӑнмалӑх хӑна тӑвам сана пӗрре.

Куҫарса пулӑш

Япшар тус якатать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 13–15 с.

Яш ӗмӗр — ахаль пурӑнса ирттернӗ кунсем мар, ӗмӗр асӑнмалӑх чӗре тӗпӗнче юлнӑ телейлӗ кунсем иккен.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Асӑнмалӑх пулчӗ пуль ҫав.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Унтан эпӗ ҫӗленӗ тапочкисем ҫине пӑхса: «Тӗлӗнмелле ҫын вӑл. Кӑмӑллӑ. Ҫынна ырӑ тума тӑрӑшать. Мӗнле тӑрӑшса ҫӗленӗ, апӑрша. Ҫӗвви тӗрӗ пек вӗтӗ. Нихӑҫан та сӳтместӗп ку саплӑкне, асӑнмалӑх пултӑр», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Сутма пултараймастпӑр, лартӑрах, пирӗн аттепе аннерен асӑнмалӑх ҫав кӑна юлнӑ теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Парни хаклах мар та, асӑнмалӑх пултӑр хӑть.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

— Ку сана асӑнмалӑх пултӑр.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗмӗр асӑнмалӑх ҫунтар!

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑй ӗҫне пӗтерсен, Сахар сӗтел умнерех пычӗ, тулли черккине пуҫӗнчен те ҫӳле ҫӗклесе, пурин ҫине те ӑшшӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ, унтан: — Ытарайми ырӑ тӑванӑмсем, пӗр-пӗринпе сайра хутра ҫеҫ тӗл пулакан пултӑмӑр. Хальхинче эпӗ сире пӗр куна мар, эрне тесен эрне те хӑналама чӗнтӗм. Пурсӑр та кӑмӑл тӑраниччен ӗҫсе ҫийӗр, юрлӑр та ташлӑр, савӑнӑр! Ӗмӗр асӑнмалӑх пултӑр. Пурне те ман пек ӗҫме сӗнетӗп, — терӗ те вӑл, аллинчи черккене пушатса та хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тупа тунӑ хыҫҫӑн воевода ҫыннисем вӗсене кашнине асӑнмалӑх парне тыттараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех