Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

арӑмӗн (тĕпĕ: арӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗн каласси пур, хӑюлӑхӗ ҫителӗклӗ ӗнтӗ Тукай арӑмӗн.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ун амӑшӗ патӗнче, — терӗ те Эльгеев, арӑмӗн чемоданне йӑтса, анмалли пусма еннелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Арӑмӗн чун-хавалӗ пӑтраннине туйса, кӑмӑллӑн шӳтленӗ пек сӑмаха пӑрса ячӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чӑнласах юрату туйӑмӗ вӑранчӗ-ши арӑмӗн чӗринче?

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Арӑмӗн чунне тин кӑна туя пуҫларӗ Михаил Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ытла тӳр татнӑ арӑмӗн шӑпине.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Халӗ ӑна кӗтсе илнӗ чухне Детрей арӑмӗн кӑкӑрӗ ҫинчи ахаха асӑрхамӗ текен шухӑш хӑпартлантарать; ҫак тата кунашкал ахах пӗрчисем мӗн пур ҫут тӗнчере те ҫӗр вӑтӑртан ытла мар.

И ее восхищала мысль, что Детрей, встретив ее, не заметит жемчужины на ее груди; таких и подобных им жемчужин на всем земном шаре считалось не более ста тридцати.

XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Детрея арӑмӗн тӑрӑшулӑхӗ савӑнтарать, анчах урҫан канӑҫсӑр пурнӑҫӗ унӑн илеме хакласлӑх туйӑмне самаях сӳрӗклетнӗрен вӑл пӗлнинчен ытларах тӗшмӗртет: Джесси ӗҫӗ — лайӑх.

Детрей был тронут ее усилиями, но беспокойная, холостая жизнь притупила его восприимчивость, и он больше догадывался, чем знал, что сделанное Джесси — хорошо.

XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Шӑпах ҫак тӗлӗшпе упӑшкипе арӑмӗн пурнӑҫ тӗшшине пӗлтермелли меслетсем ҫук, ҫапла вара ҫак тӗшше итлевҫӗ те туяймасть.

Как раз в этом отношении нет способов передать сущность жизни мужа и жены так, чтобы сущность эту ощутил слушатель.

XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Анчах тепӗр хутӗнче унӑн арӑмӗн ҫӗр чӗтреве чӗнсе илмелле-и?

— Но в следующий раз она должна будет вызвать землетрясение?

XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Сениэль ҫука ерсен тата тӳлев кӑна юлсан, — ӑна татма вара укҫа пулман, Гез Сениэле тӗплӗ упракан карапа — арӑмӗн ас тӑвӑмӗ евӗр — сыхласа хӑварма сӗнет; чӑнах та — Биче амӑшӗ «Чупакана» питӗ юратнӑ, унпа пӗрре ҫеҫ мар ҫул ҫӳренӗ; пӗр сӑмахпа — сыхласа хӑварас тесен ӑна капитана харпӑрлӑха памалла: суя хутпа.

После того как Сениэль разорился и остался только один платеж, по которому заплатить было нечем, Гез предложил Сениэлю спасти тщательно хранимое, как память о жене, судно, которое она очень любила и не раз путешествовала на нем, — фиктивной передачей его в собственность капитану.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Арӑмӗн чӑннипех юратнӑ ҫын пуррине пӗлес-тӗк-и?

Куҫарса пулӑш

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Чупуҫӑ сӑнӗ Паран арӑмне нимӗнпе те евӗрлемест, анчах туйӑмӗсен хӑйне евӗрлӗ урмӑшлӑхӗ, арӑмӗн ултавӗ пирки хавшами шухӑшпа минрешсе ҫыхӑннӑскер, хухми пӗтӗмлетӳ патне илсе ҫитерет: Герд ҫав статуйӑра Химена Парана сӑнарланине Грас Паран чӑнласах тата иккӗленмесӗр ӗненет.

Лицо Бегущей ничем не напоминало жену Парана, но своеобразное искажение чувств, связанных неотступной мыслью об ее измене, привело к маниакальному внушению: Паран остался при убеждении, что Герд в этой статуе изобразил Химену Паран.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Куратӑр-и… ӗҫ акӑ мӗнре: Сениэлӗн вилнӗ арӑмӗн йӑхӗ Гель-Гью никӗслевҫисемпе, кунта куҫса килнисемпе хурӑнташлӑ; вӗсене тахҫан-тахҫанах пӗр бригран ҫыран хӗррине кӑларса ывӑтнӑ, ҫав бриг ячӗ пирӗнни пекех «Хумсем ҫинче чупакан» ятлӑ пулнӑ.

Дело, видите ли, в том, что род ныне умершей жены Сениэля в родстве с первыми поселенцами, основателями Гель-Гью; те были выкинуты, очень давно, на берег с брига, называвшегося, как и наше судно, «Бегущая по волнам».

XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— «Арӑмӗн ҫырӑвне вазӑран маларах кӑларса илсе ун вырӑнне «санӑн Акульку» ятпа алӑ пусса пӗр-пӗр киревсӗр сӑвӑ е мӗн те пулин ҫавӑн евӗрлӗ ҫыру пырса хурсан та япӑх пулас ҫук».

Недурно бы женино письмо заранее выкрасть из вазы, а вместо него положить какие-нибудь скабрезные стишки с подписью «твоя Акулька» или что-нибудь в этом роде.

Тавӑру // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7548.html

Тарӑхнӑ, шӑв-шав ҫӗкленӗ, харкашнӑ е ҫапӑҫса та кӗрсе кайнӑ вӑхӑтсем тахҫанах иртнӗ ӗнтӗ; ҫӑмӑлттай арӑмӗн романӗсем ҫине вӑл алӑ сулнӑ, курмӑш пулма хӑнӑхса ҫитнӗ.

Время, когда он возмущался, устраивал сцены, бранился и даже дрался, давно уже прошло; он махнул рукой и теперь смотрел на романы своей ветреной супруги сквозь пальцы.

Тавӑру // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7548.html

Ун ҫине Дюрок мӗнлерех пӑхнине асӑрхарӑм та ӑнлантӑм: вӑл Моллие питӗ хытӑ юратать; вӑл арӑмӗн сапаланчӑк та хыпаланчӑк хусканӑвӗсене еплерех сӑнанине курсан манӑн хӑҫан га пулин Дюрок вырӑнӗнче пулса курас кӑмӑл амаланчӗ.

Я заметил, как смотрел на нее Дюрок, и понял, что он ее очень любит; и оттого, как он наблюдал за ее рассеянными, быстрыми движениями, у меня родилось желание быть когда-нибудь в его положении.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Упӑшкине арӑмӗн еркӗнӗшӗн ҫаратмалла пулса тухать.

Жена должна была обирать мужа ради любовника.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Эпӗ пӑхрӑм та, нӳхреп ҫӑварӗн хуппи пӑртак уҫӑлнине, унтан пӗр хӗрарӑм, хутӑр хуҫи арӑмӗн пуҫӗ тухнине куртӑм.

И тут я увидел, что дверь погреба приоткрыта и оттуда высунулась голова бабы, хозяйки хутора.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Арӑмӗн тачӑ пӑчӑртаннӑ тутиллӗ тата куҫ хупанкиллӗ пичӗ Тинга паллӑ марлӑх пирки, тин ҫеҫ тӳссе ирттернӗ сехӗрленӳ пирки вӑрттӑннӑн та чӗмсӗррӗн евитлет.

Побледневшее, с плотно сомкнутыми губами и веками лицо жены таинственно и безмолвно говорило о неизвестном Тингу, только что пережитом ужасе.

VI. Тинг Блюма хӑваласа ҫитет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех