Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн арчисенче кӗпе-йӗм, тумтир, хаклӑ япаласем вун-вун пин тенкӗлӗх упранаҫҫӗ; ҫак пурлӑха укҫана куҫармалла, ӗҫ-пуҫ япӑх енне пӑрӑнас тӑк Джесси укҫисӗрех васкавлӑн тухса тарма пулать; Джесси укҫи вара…
XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Вӑл улпут арчисенче мӗн пуррине пӑхса тухнӑ, унти япаласене хут ҫине ҫав тери тӗплӗн ҫырса палӑртнӑ та ӑна приказчик арӑмӗн аллине панӑ; унтан хӑйне кукамай тахҫанах парнеленӗ икӗ пурҫӑн кӗпепе авалхи мӑн тутӑра, асаттен ылтӑнпа капӑрлатса ҫӗленӗ ҫар мундирне, ӑна хӑйне панӑскере, туртса кӑларнӑ.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
«Ытарма ҫук» йӑлтӑр ҫутӑ суллисем ҫут уйӑха кулянтарӗҫ, сар хӗвеле вӑтантарӗҫ, вӗсене ӗлӗк Кӗтерне патшан пӑхӑр нӳхрепӗнче чӑлт-шурӑ кӗмӗлтен шӑратса тунӑ имӗш (кӑвакарса пӑнтӑхнӑ суллисем хӑҫан та тесен кӗмелпе юнашар выртса курнӑ пулӗҫинччӗ, иҫмасса), чӗр ахах куҫлӑ ҫӗррисем ҫав ӑҫтиҫук усламҫӑсен асамлӑ арчисенче кӑна пытанса юлнӑ имӗш, урӑх ҫӗрте шырани те тарам.
VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ун арчисенче ассигнацисен купи ӳснӗҫем ӳсрӗ, ҫакӑн пек парне илнӗ мӗнпур ҫынсем пекех вӑл кичемленме пуҫларӗ, ылтӑнсӑр пуҫне урӑх ниме те юратми пулчӗ, сӑлтавсӑрах хыткукарланса, ҫӑткӑнланса кайрӗ; вӑл ҫут тӗнчере сахал мар тӗл пулакан, чӗре вырӑнне виле пытарнӑ чул тупӑксем евӗр курӑнакан ҫын пулса тӑма тытӑннӑччӗ ӗнтӗ, анчах пӗр ӗҫ пулса иртни ӑна тарӑн шухӑша ячӗ, унӑн чӗрине ыйӑхран вӑратрӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Чуб арчисенче пир нумай, сӑхман та сахал мар, ылтӑн хӑю тыттарса эрешленӗ авалхи кӗпесем те ҫителӗклӗ: унӑн арӑмӗ шукӑль тумланса ҫӳреме юратнӑ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
- 1