Шырав
Шырав ĕçĕ:
Арман сули ҫине пырса ҫапӑнсан, кимӗ, каялла кайса, чӳхенме пуҫларӗ, анчах пралукран тытса чӗркуҫленсе ларнӑ ватӑ мельник арман сули карлӑкӗнчен ярса тытрӗ те Йован еннелле ҫаврӑнса: — Малтан икӗ теҫетке тӳле, унтан вара ҫак пӗрене тӑрӑх арман витӗр тухса, пусмапа ут! — тесе хучӗ.
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вара улпут каланӑ: «Эсӗ ҫыру пӗлекен ҫын пулнӑ пулсан, эпӗ сана арман ҫинчен ҫырнӑ кӗнеке панӑ пулӑттӑм. Ӑна вуласан, хӑй тӗллӗн авӑракан арман тума май пуррипе ҫуккине эсӗ пӗлнӗ пулӑттӑн. Ун пек арман тӑвас тесе пысӑк вӗреннӗ ҫынсем те нумай шухӑшланӑ. Хытӑ шухӑшланипе вӗсенчен нумайӑшӗ ухмаха ернӗ», — тенӗ.
Хӑй тӗллӗн авӑракан арман // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Том арман чулӗ ҫине леш хурлӑхлӑ сӑмахсене пӑтапа чӗркелесе парсан, Джима ӗҫе кӳлчӗ — каскӑч вырӑнне пӑта, мӑлатук вырӑнне тимӗр болт — вӗсене эпир ӑпӑр-тапӑр купинче тупнӑччӗ, — тыттарса, ӑна ҫурта ҫунса пӗтичченех арман чулне таккама хушрӗ; унччен ан ҫывӑр терӗ, выртас умӗн арман чулне тӳшек айне пытар та ун ҫине хӑпарса вырт терӗ.
Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ниҫталла пӑхсан та, пӗр арман та курӑнмасть: ҫил арманӗсем те, шыв арманӗсем те ҫук.Решительно нигде не было никаких мельниц: ни ветряных, ни водяных.
XXII. Ҫывӑхри армансем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Кейп-Кодри чи авалхи арман — Истхем арманӗ
Кейп-Код // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B5%D ... 0%BE%D0%B4
Хӑйӗн кӗрпе арманӗн ҫур пайне сутса 1928 ҫулта ҫӑнӑх ҫуракан арман лартать.
Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/
Арманӗ таврара чи пысӑк арман пулнӑран унта ял ҫыннисем ҫеҫ мар, вуншар ҫухрӑмран та килсе ҫӳреҫҫӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Лав ҫинчи тырра пасманана йӑтса пӗтернӗ ҫӗре арман мелникӗ Дормидонт Иванович, арман пӳртӗнчен васкаса тухса кавуса уҫса янӑ та каялла чупнӑ.
«Маннӑ» ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Арман алӑкӗ умӗнче, ҫӗре путса аннӑ пысӑк арман чулӗн катӑкӗ ҫинче, штабра ӗҫлекен икӗ ҫын лараҫҫӗ: пӗри — студент куртки тӑхӑннӑскер, вӗтӗ шӑллӑ, вут-хӗлхемӗ тӗслӗ хӗп-хӗрлӗ сухаллӑ, шурса кайнӑ этем; тепри — ҫара ӳчӗ ҫинчен пальто тӑхӑнса пилӗкне кантра ҫыхса янӑ, сӑмси ҫине пенсне лартнӑ, хулпуҫҫийӗ таранах ӳснӗ вӑрӑм та вараланчӑк ҫӳҫлӗ, монах сӑнлӑ этем.
5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Прожектерсем ӑна шыв арманне пӑсса пӑрахма сӗннӗ, хӑйсем вара ун вырӑнне ту хысакӗ ҫине ҫӗнӗ арман лартса пама пулнӑ.с предложением разобрать эту мельницу и построить новую на склоне горы.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Хупӑрласа илнинчен ҫӑлӑнса тухма тӑрӑшса ҫарсем арман пӗви урлӑ каҫма шутланӑ, анчах артиллерирен персе тӑнипе арманӗ ҫунма пуҫланӑ, ҫул татӑлнӑ.
VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Арман урапи патӗнче Морава кӗрлет; арман чулӗсем пӗр виҫеллӗн кӗмсӗртетни, йывӑҫ тукмакпа ҫапни илтӗнет.Морава с шумом вертела мельничное колесо, слышался тихий, усыпляющий шорох жернова.
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫапла ҫав, Александр вӑхӑтӗнче пулнӑ ӑрӑвӑн пур паха енӗсене те Николай патшан арман чулӗ лутӑркаса, ҫӗмӗрсе, пӑсса тӑкнӑ; вӑл ӑру Руҫӑн пуласлӑхӗ ҫывӑх вӑхӑтрах улшӑнса лайӑхланасса ӗненнӗ пулнӑ; Николай арманӗ вара Польшӑна авӑртса тӑкнӑ, Балтика патӗнчи нимӗҫсене, мӗскӗн Финляндие те пырса ҫапнӑ, тата халӗ те авӑртать-ха, халӗ те авӑртать…
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Арман хапхи ҫине подпольщиксем нимӗҫле «Армана минӑланӑ» тесе ҫырса хунӑ.Подпольщики написали на воротах по-немецки: «Мельница минирована».
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Вара вӑл хӑй пурлӑхне сута пуҫланӑ; ӑна та вӑл пӗтӗмпех арман тунӑ ҫӗре янӑ; арманӗ ҫапах авӑрман.
Хӑй тӗллӗн авӑракан арман // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ҫак ҫын улпут патне кайнӑ та каланӑ: «Эпӗ хӑй тӗллӗн авӑракан арман шухӑшласа кӑлартӑм, ӑна шыв та, ҫил те, лаша та кирлӗ мар. Ӑна пӗрре анчах хускатса ярас пулать, вара вӑл мӗн чарачченех авӑрӗ. Анчах манӑн йывӑҫпа чукун илме укҫа ҫук. Парччӗ мана виҫҫӗр тенкӗ укҫа, эпӗ сана хӑй тӗллӗн авӑракан арман туса парӑп», — тенӗ.
Хӑй тӗллӗн авӑракан арман // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Анчах та шыв арманӗ ачасене пурӑнмалли пӳрт пекех туйӑнать: пуҫ тӗлӗнчи тӗттӗм тӳпе сип-симӗс мӑкланса ларнӑ арман тӑрринчен те хӑрушӑрах.
46 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Юлашки кунсенче Буяновӑн та, ватӑ Бортниковӑн та вӗсене питех те хавхалантарса янӑ ҫӗнӗ план сиксе тухрӗ: вӗсем турбина валне вӑрӑмлатса стена витӗр кӑларма, утв ҫине арман чулӗ лартса, стена тулашӗнче ҫӗнӗ арман тума шухӑшларӗҫ.
2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Армана епле тытать вӑл, арман мар — аптека.
9. Хуратул икерчисем // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Шыв арманне арендӑна паракан Кауфман тепӗр турбина лартрӗ те, арман Выселкӑпа ытти ҫывӑхри ялсене ток пачӗ.
Пробошник // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.