Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

анакан (тĕпĕ: ан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫырана ҫурса анакан ҫара шырлансем, йӑшса тӑракан хӗрлӗ хӑйӑр, тӗл-тӗл ӳсекен ҫатӑрка тӗмӗсем…

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Тырри те кунта путлӗ пулман, тӑвайккинчен анакан шыв йӑлт ҫырманалла юхтарса янӑ.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эпӗ тӑрса килхушшинчи чӳречене уҫрӑм — тӳрех ҫӗр ҫине анакан йӑлтӑр ҫутӑ ялтлатрӗ, унтан тепри ҫӗре тӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Ҫтаппан, вӑр-вар икӗ аллине ҫӳлелле ҫӗклесе, хӑй ҫине вӑркӑнса анакан кӳсеке тытса чарчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӑмӑртарах сӑмсин кӑшт мӑкӑрӑларах тӑракан ҫуначӗсемпе сӑмса шӑтӑкӗсем тӗлӗнчен чылай хулӑн тути патне анакан хырмасӑр хӑварнӑ ҫинҫе хура йӗрсем хуҫана уйрӑмах ытарайми илем кӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Малтанхи каҫа вӗсен Атӑлӑн сулахай ҫыранне шыв патнех анакан хыр вӑрманӗнче ирттермелле пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

…Иштерек килӗнче вӑрҫа каякансене пурӑнан пурнӑҫра пӗрремӗш хут ытлашши татӑлса йӗмесӗр, хӑй тӗллӗнех шӑпӑртатса анакан куҫҫульне ҫынна кӑтартмасӑр ӑсатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Атӑлпа анакан мӗн пур ҫынна чарнӑ пекех, вӗсен киммисене хуралҫӑсем тытса чарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кил хуҫи лӑпкӑн курӑнма тӑрӑшрӗ, анчах чӗтресе тухакан сасси, хӑй сисмесӗрех юхса анакан куҫҫуль тумламӗсем ӑна ҫак вырӑна пӑрахса кайма йывӑрри ҫинчен каларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Ҫумӑр юхтарса анакан тӗрлӗ минераллӑ пӗрлешӳсем, азот та, кали те ҫак кӗллӗ тӑпра витӗр тухса арлан тӑпри ҫине пухӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Вӑл, лутра та сарлака пӳллӗскер, хулпуҫҫи ҫине кӑтраланса анакан хура ҫӳҫне вӗлкӗштерсе, хапхаран кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анакан хӗвел пысӑккӑн курӑнать, тавралӑха хӗрлӗ ҫутӑ ӳкерет.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӑхӑр-ха! — кӑшкӑрчӗ пӗри, Паланкассинчен улӑха анакан ҫынсем ҫинелле кӑтартса.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑл шыв ӑсма анакан ҫынсене тыта-тыта ҫинӗ.

Куҫарса пулӑш

Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Янтул ҫыран хӗррине тухрӗ, туран ыткӑнса анакан шыв патне пырса чӗркуҫленсе ларчӗ.

Беглец выбрался на берег, ополоснул лицо в сбегавшем с горы ручье

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Пӗлетӗн-и, апат анакан пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

Лаша ҫулӗ хӗрринех анакан вӑрман сӑмсахӗнче Ухтиван умне сасартӑк Ивукпа Шахрун тухса тӑчӗҫ.

У лесной опушки, выходящей к самой дороге, Ухтивана встретили Ивук и Шахрун.

«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑрӑм сак ҫине йӗркипе ларса тухнӑ шур кӗпеллӗ хӗрсем ҫырма хӗррине анакан хур кӗтӳне аса илтереҫҫӗ.

В белых платьях, они цепочкой уселись на длинных лавках вдоль стен, напоминая гусиный выводок.

Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Майӗпен хӑпарса анакан кӑкӑрӗ кӑна вӑл вилейменнине кӑтартать.

Только едва вздымающаяся грудь говорит о том, что он еще жив.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кашни ҫулах хӑй килнӗ ҫӗре ишӗлсе анакан ӳпли курӑнса кайсан — чупмах тытӑннӑ.

А когда завидел свой полуразвалившийся шалаш, почти припустил бегом.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех