Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аллинчи (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аллинчи турата вӗҫертсе ярса (вӑл ӑна халӗ ниепле те пулӑшма пултараймарӗ), чӑппӑл-чаппӑл тутарса, йӑлхана пӑчӑрт-пӑчӑрт ашса, пӗтӗм вӑйран малалла талпӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫав хушӑрах сулахай аллинчи пакетри эрех кӗленчисем, хивре сулӑма пула пӗр-пӗринпе ҫапӑнкаласа, чанклатса,чанкӑлтатса илчӗҫ, анчах йӑнкӑрянкӑрах ванмарӗҫ, калтах катӑлмарӗҫ пулас-ха.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр аллинчи ҫӑмӑл апат миххине тавар вакунӗнчи (шӑпах ҫав вакуна сахӑр миххисенчен пушатмалла та вӗсен) пӗр ҫӳлӗк ҫине, таса, ҫара вырӑна майлаштарса хучӗ те юлташӗсем патне таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Манман, манман иккен «пирӗшти» тахҫан хӑйӗн аллинчи кукӑле ҫапса ӳкернӗ, кайран туйра пӗрле вылянӑ арҫын ачана.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр хӑй те сиссе юлаймарӗ — Полина аллинчи кукӑль касӑкне аллипе шап! шаплаттарчӗ — кукӑль пичӗ сӗтел айнелле вӑнк! вӑркӑнчӗ, пӗтӗм урайне, чалтӑррр! сирпӗнсе, кукӑль ӑшӗ хупласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Аллинчи сенӗкӗ вылянать кӑна унӑн.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Хӑш-пӗр чухне ҫав тери ҫывӑрас килнипе хӑй сисмесӗрех аллинчи деталӗсене те ҫӗре кӑштӑрт ҫеҫ ӳкерет.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Хӗрача шартах сикрӗ, вӑл аллинчи телейне такам туртса илесрен хӑранӑ евӗр чечек ҫыххине кӑкри ҫумне пӑчӑртарӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Хӗрхенӳсӗр вичкӗн ҫил ҫавна кӑна кӗтнӗ тейӗн, хӗр аллинчи ҫеҫкене вӑйпа пырса силлерӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Кӗтмен хыпара пула Ревлен Петрович пӗр хушӑ чӗлхесӗр ҫын евӗр анӑраса тӑчӗ, унтан аллинчи шлепкине тӑхӑнма мансах пӳлӗмрен вирхӗнсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Хӑй пӗчӗкскер ҫеҫ, аллинчи портфелӗ ҫӗртен сӗтӗрӗнет.

Куҫарса пулӑш

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— О-хо, эсир, хӗрсем, эрнелӗхех пуҫтарӑннӑ пулас, — Лида аллинчи пӗчӗк чӑматан ҫине кӑтартса кулса ячӗ Ревлен Петрович.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Акӑ мӗн, ҫын аллинчи кукӑль яланах тутлӑ курӑнать, илтнӗ-и ҫавна?

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Мӗн аралатса ларан, айта, тӑрса тумлан, — койка ҫинчи хӗр аллинчи кӗнекене илсе сӗтел ҫине хучӗ Лида.

Куҫарса пулӑш

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӑл хӗрсен аллинчи заявленисене тӳрккессӗн илсе сӗтел ҫине ҫилӗллӗн вӑркӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Аннене мӗн-н калас? — пӑшӑлтатрӗ вӑл аран-аран, Ванюк аллинчи хуҫӑк йӗлтӗрӗ ҫине сехӗрленсе пӑхса.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӗрача мӑк-мак тукаласа илчӗ, аллинчи чӑматанне пытарма тӑчӗ, унтан ҫӗре лартрӗ, каллех илчӗ, анчах ӑна та, кӑна та йӗркеллӗн тӑваймарӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӑл аллинчи татӑкне ҫисе яраймасӑрах каялла сеткӑна чӗркесе хучӗ те пуҫне усса шухӑша кайса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Тарӑхса кайнӑ хӗрарӑм Лена аллинчи витрене картах туртса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӑл, таҫта кайма хатӗрленнӗскер, ҫамрӑк кӗрсе тӑрсан, аллинчи хучӗсене сӗтел ҫине хучӗ те каччӑ еннелле ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех