Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аллинчи (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ассӑн сывлакан хӗрарӑм симӗс куҫне тунсӑхлӑн хӗмлентерсе аллинчи шурӑ тутӑрне хытӑран та хытӑ вӗлкӗштерчӗ, хӑйӗн шухӑшӗнчен хӑй шикленсе тӑтӑшах аяккалла-маяккалла пӑхкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Вӑл аллинчи шап-шурӑ тутӑра пӑртак уҫӑ варкӑш пултӑр тесе пӗрмаях пит-куҫӗ умӗнче сулкалать.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Ан-н-неҫӗм! — кӑшкӑрса ячӗ те хӗр тайӑлса-тайӑлса кайрӗ, аллинчи ҫӗмренӗ те, уххи те ҫӗре ӳкрӗҫ, анчах вӑл хӑй учӗ ҫинче тытӑнса тӑрайрӗ, каллӗ-маллӗ туртӑнса илчӗ те ун ӑмри ҫине выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшал сасси // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Тавтапуҫах сана, ватӑ ӑсчах! — терӗ Тимофей-хусах старик аллинчи ҫӑмарта татӑкне илсе.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл аллинчи ҫӑпатине ҫӗклесе ҫапрӗ те, алӑка шалтлаттарса хупса, урама тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗчӗк пепке, темӗскере тӗллесе, аллинчи чулсене кӳлӗ еннелле ывӑтать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫын аллинчи кукӑль пысӑкрах, курман юман — лапсӑрккарах пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл сылтӑм аллипе ҫӳҫ пӗрчине туртса кӑларчӗ те, ӑна кӑшт ҫӳлерех ҫӗклесе сулахай аллинчи анкарӗ ҫине пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Карчӑк унпа юнашар ним чӗнмесӗр тӑчӗ, аллинчи туйипе ҫӗре шаккакаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл хайхи, светтуй пулас тесе, хӑй аллинчи хур тукмакӗ ҫинчен те мансах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗлсулттан кинемей ватӑ урипеле кӑшӑртин-кӑшӑртин пускаласа картишне тухрӗ те аллинчи курӑк тымарӗсене ниҫта ҫакма аптӑраса унталла-кунталла пӑхкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав хушӑра ун патне аллинчи туйи ҫине таянкаласа Укапи карчӑк йӑкӑштатса пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хирӗҫ тухать патшана христос ячӗпе, Сылтӑм аллинчи ылтӑн хӗреспе Архимантрит унпала юнашар, — Тӗн тӑрӑх ӑна-ҫке пӑхӑнать Шупашкар!

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сылтӑм аллинчи автоматне патак пек ҫӗкленӗ…

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Санюк, ав, нихӑш майлӑ та пулса калаҫмасть, вӑл аллинчи анчӑк курӑкӑн шурӑ чечекӗсене татса ларать.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Аллинчи кӗнекине малалла тӗпчерӗ Липа.

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Йытӑ хуҫи, аллинчи пӗчӗк хунарӗпе ҫутатса, алӑк ҫине «кӗме юрамасть» тесе ҫырса ҫапнӑ хӑма татӑкне курчӗ те тӑпах чарӑнчӗ, чӳрече патне пырса, сӑнама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.

— Сонечка, Со-онек… мӗн пулчӗ, чунӑм? — тесе аллинчи юн тымарне хыпашлама тытӑнчӗ ҫеҫ, арӑмӗ, ахӑлтатса кулса, хоп! тӑрса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сонек С... // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 8–9 с.

Унтан, аллинчи сехетне салтса, вилнӗ пек тӑсӑлса выртрӗ диван ҫине, сылтӑм аллине урайнелле усӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сонек С... // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 8–9 с.

Лешсем нимӗн те каламаҫҫӗ, анчах ашшӗ ывӑлӗ аллинчи сехетне курать.

Куҫарса пулӑш

Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех