Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

акма (тĕпĕ: ак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене хальлӗхе 41 000 ытла гектар ҫинче акма ӗлкӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ака пырать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60883

Кунта иртерех акма май парать.

Куҫарса пулӑш

Ака пырать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60883

— Аллӑма хӗҫ вырӑнне пуртӑ тытса вут касас, хул урлӑ укҫу вырӑнне пӑтавкка ҫакса уя тухас килет, тырпул акма ҫӳрес килет.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑнтан вара ҫак Улӑпӑн аслӑ ачи ыраш акма вӗренсе кайнӑ, ӳрӑх йӑх ҫынни пурнакан яла Улатырӑ тесе ят панӑ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Капла пулсан ҫӗр часрах типет, вара унӑн вӗҫӗ-хӗррисӗр уйӗсене тепре акма та пулать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Анчах куратӑр, мӗн чухлӗ манӑн ӗҫ: кӑштах та пулин чумиза тата кукурус акма манӑн каҫчен ҫак сӑрта чавса якатмалла.

— Но видите, как много у меня работы: до вечера я должен разровнять этот бугор, чтобы посеять хотя бы немного чумизы и кукурузы.

Асамлӑ кетмен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1307

Кӑҫал виҫ-тават утарҫа фацели акма ӳкӗте кӗртрӗм-ха, — терӗ те Тӑхти, унӑн ҫырӑ куҫӗсенче каллех чее, ӑслӑ кулӑ ҫиҫме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тепре — эпӗ кӑҫал акма хатӗрленӗ сӗлле халиччен пӗр чӑваш та, акса курман-ха…

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

«Ҫара уран пусмалӑх тӑпра ӑшӑнсан, сӗлӗ акма юрать», — тетчӗ атте.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вара, пӗлсех тӑр, ҫур акине тухма, сӗлӗ акма вӑхӑт.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫапах мана ӳкӗте кӗртрӗҫ-кӗртрӗҫех: эпӗ ҫултан ҫул кукуруза нумайрах акма тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Колхозсем халичченхи тырӑ акмалли, пахча ҫимӗҫ лартмалли плансенчен ирттерсе, ятарласах оборона фончӗ валли тырӑ акма, ҫӗр улми лартма йышӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Унсӑрӑн вӗсем акма юрӑхсӑр пулма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Пӗлтӗр ҫак вӑхӑта ултӑ пин гектар акма ӗлкӗрнӗччӗ, — тет Василий Викторович.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Сан, кум, акма каймалла.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсӗ акма хӑвӑртрах тухса кай, — терӗ Ҫтаппан кумӑшне, хӑй Уҫка енне ҫаврӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан пырса кӗнӗ ҫӗре вӑл, тырӑ акма кайма хатӗрленнӗскер, Уҫка килессе кӗтсе тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Янгорчино» хуҫалӑхра кукуруза акма тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрулми лартаҫҫӗ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10678-c- ... mi-lartacc

Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи хыҫҫӑн илсе килнӗ, пур ҫӗрте те акма тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пултӑранпа кӗрешеҫҫӗ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10759-pu ... -k-reshecc

Акма вӑрлӑх, сухалама лаша парас пирки.

Куҫарса пулӑш

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех