Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

акма (тĕпĕ: ак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ял хуҫалӑх предприятийӗсем «Мӗн акатӑн — ҫавӑ шӑтать», — тенине асра тытса акма кирлӗ ҫӗнӗ вӑрлӑхсемпе туллин саппасланнӑ, минераллӑ удобренисемпе кирлӗ таран усӑ кураҫҫӗ, акана хутшӑнакан техника тӗлӗшпе те чӑрмав ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ака ӗҫӗсем кая юлнӑ // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... bb%d0%bda/

Палӑртнӑ кун тӗлне кунта 130 гектар ҫинче пӑрҫа тата 120 гектар вика акма ӗлкӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗп контроль кирлӗ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... 80%d0%bbe/

Шӑпах хӗвелҫаврӑнӑш акма хаклӑ ТС-М–4150 А пневматикӑллӑ точкӑллӑ акакан сеялка туянтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ӳсентӑран ӗрчетес ӗҫе аталантараҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... ra-3712273

2024 ҫулта 200 гектар лаптӑка вӑрлӑх валли хӗвелҫаврӑнӑш акма план тӑватпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ӳсентӑран ӗрчетес ӗҫе аталантараҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... ra-3712273

Кӑҫалхи ҫуркунне хуҫалӑхра тырӑ культурисене планпа 1453 гектар ҫине акма хатӗрленеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӳсентӑран ӗрчетес ӗҫе аталантараҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... ra-3712273

Кӑҫал «Родник» агрофирмӑра техника культурисемпе хуратул калчисене нумайрах акма палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӳсентӑран ӗрчетес ӗҫе аталантараҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... ra-3712273

Хуҫалӑхсем 441 гектар ҫурхи культурӑсем акма ҫӗр хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрӳ вӑхӑт пуҫланчӗ // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d1%85%d3%9 ... %87%d3%97/

Уй-хир культурисем акма 4347 гектар ҫӗр хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Хирсенче ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2024/05/07/%d1%85%d0%b ... b%d3%97-2/

Вара тырӑ акма вӑхӑт ҫитрӗ те.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Нумай хресченсен хӑйсене панӑ ҫӗре сухаласа акма лаша пулман.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Тахҫанхи саманасене мар, историллӗ ӗмӗрсене илсе пӑхсан, ҫакӑ курӑнать: чӑваш ҫынни уя суха тума, тырӑ акма кайнӑ-и, улӑха утӑ ҫулма-и, вӑрмана йывӑҫ касма-и, вӑл, йывӑр ӗҫне ҫӑмӑллатас тесе, юрӑ юрланӑ; ӗҫ хыҫҫӑн, пушӑ вӑхӑтсенче, тӑванӗсемпе, юлташ-тусӗсемпе уявсенче, ӗҫкӗ-ҫикӗсенче пулнӑ-и, — ку чухне те хӑйӗн юратнӑ юррисене юрланӑ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Итле, Анук кумапа иксӗмӗр пасарта лаша тата акма вӑрлӑх илтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тырӑ акма ҫитетӗп тесе тухса кайрӗ терӗ Анук.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫынсем кӗҫех тырӑ акма тухӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗҫех акма тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗҫех тырӑ акма тухмалла, унӑн вӑрлӑх та Ҫук.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Акма тытӑнӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӑкӑр тата вӑрлӑх илмелӗх ӗҫлесе тупатӑп та тырӑ акма тухнӑ ҫӗре таврӑнатӑпах…

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тата та пысӑкрах кулянӑвӗ вара тин кӑна йӗркеленнӗ колхоз валли кашни килте тенӗ пек пухса акма хатӗрленӗ тырра Кӑрӑҫ Никанур эшкерӗ килсерен ҫӳресе илсе кайсан пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Ӑҫта хӑй вилӗм ҫеҫ акма, Ҫав суккӑр чунлӑ сӗлӗх.

Куҫарса пулӑш

Асаттесен шкулӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 61–62 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех