Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айӗнчен (тĕпĕ: ай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
32. Шултӑра выльӑхран-и, вак выльӑхран-и, кирек хӑшӗн вуннӑмӗш пайне те — туя айӗнчен вуннӑмӗш пулса тухаканнине пурне те — Ҫӳлхуҫана халалламалла; 33. аваннине е начаррине пӑхса тӑмалла мар, ӑна улӑштарма та кирлӗ мар; кам та пулин ӑна улӑштарас пулсассӑн, улӑштарса яни те, улӑштарса илни те сӑваплӑ япала пулӗ, вӗсене тӳлесе илме юрамасть, тенӗ.

32. И всякую десятину из крупного и мелкого скота, из всего, что проходит под жезлом десятое, должно посвящать Господу; 33. не должно разбирать, хорошее ли то, или худое, и не должно заменять его; если же кто заменит его, то и само оно и замен его будет святынею и не может быть выкуплено.

Лев 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Газ шӑршине туйсан е ҫӗр айӗнчен сас илтӗнсен ҫийӗнчех районти газ службине пӗлтермелле.

Куҫарса пулӑш

Шыв-шур, пушар ан кӑтарттӑр шар // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Ҫӗр айӗнчен каҫса ҫӳремелли вырӑн ыйтӑвне паллах район кӑна мар, республика та татса параймӗ, М-7 – федераци трасси.

Куҫарса пулӑш

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

1-мӗш шкул М-7 трассӑпа юнашар вырнаҫни, ҫӗр айӗнчен каҫса ҫӳремелли вырӑн тивӗҫлӗ шайра пулманни ашшӗ-амӑшӗн чӗрисене шарт сиктерет.

Куҫарса пулӑш

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

ЧР промышленноҫ-строитель-ство комплексне тивӗҫтерме ҫӗр айӗнчен тимӗр мар япаласем кӑлараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ мӗншӗн сахалланать? // Анатолий МАКСИМОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

«Ӗне ҫилли айӗнчен вӑкӑр хӳри пӑрма яла кай», - тенӗччӗ мана пӗр тӳре-шара.

Куҫарса пулӑш

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех