Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ампар айӗнчи каштара чӑпар чӑхпа анчах ларакан паттӑр автан, кил хуҫине кунӗпех курманскер, пӗтӗм каса илтӗнмелле, ҫунат ҫапса, авӑтса ячӗ.
Юрать-ха, мунчине сутмарӗҫ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 144–156 с.
Хуҫа автанӗ, кам унта, мӗн ӗҫлен тесе ыйтнӑ пекех, кӑшкӑрса авӑтса ячӗ.
I // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 3–33 с.
Слесарнӑйпа Нагорнӑй урамсенче килпе-ҫуртпа пурӑнакансен автанӗсем шарлаттарса авӑтса ячӗҫ.
Ҫӗрлехи пӑшал сасси // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Аслати кӗмсӗртеттерсе авӑтса ячӗ.
Кам ывӑлӗ пулчӗ-ши?.. // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Акӑ, Сути ватӑ автанӗ те ҫунат ҫапса, шарлаттарса авӑтса ячӗ.
Икӗ хӗрпе пӗр каччӑ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Вӗри ҫумӑрсем ҫунӑ, чарӑнмасӑр аслати авӑтса, аҫа ҫапса, ҫиҫӗм вылянӑ.
Тикӗтленнӗ хурсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Аслати авӑтса ҫумӑр ҫурӗ — вараланнӑ хӗр илемне ҫуса тасатаймарӗ.
Яла ҫуркунне килет // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Ҫав вӑхӑтра, иртетни-и, иртместн-и-и тенӗн, пач кӗтмен чух ки-ки-рикик! тесе вӑрӑммӑн авӑтса ярать автан, вара Вихтӗрсен икӗ чӑххипе картишӗнче курнӑҫланса, пуҫне мӑн кӑмӑллӑн каҫӑртса ҫӳреме пуҫлать.
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Ҫапла майпа мунча умӗнче «хӗрлӗ автан» «авӑтса янӑ».
Пушарта хӗрарӑм вилнӗ // Элӗк районӗ. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/pu ... hrarm-viln
Кунта хурӑнсем те, ҫӑкасем те ӳсмеҫҫӗ, кайӑксем те юрламӗҫ, аслати авӑтса ҫумӑрсем те ҫумӗҫ…
Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Пӑтранса шӑвакан хура пӗлӗтсене кисрентерсе, аслати авӑтса, икӗ хутчен ҫине-ҫине шатӑртатса аҫа ҫапрӗ, ҫӗр чӗтренчӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Кӳршӗсен автанӗ авӑтса яни Анука ӗшентерсе пӑрахрӗ.
XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Сарай тӳпинче автан авӑтса ячӗ.
XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Мӗншӗн вӑл ялти автансем авӑтса ярсанах куҫран ҫухалать?
3 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.
Анчах та ташӑ-юрӑ хӗрсе кайнӑ самантра хӗвел хупланчӗ, пӗтӗм тӳпене хура пӗлӗтсем хупӑрласа илчӗҫ: ҫиҫӗм ҫиҫет, аслати авӑтса таврана кисрентерет — тӗнче пӗтнӗн туйӑнать.
1 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.
Шарр! авӑтса яраҫҫӗ чӗрисем.
Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Чӗтретсех пӑрахатчӗҫ-и ку тӑрисем, ҫав вӑхӑтра ялти автансем шарлаттарса авӑтса ячӗҫ.
Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Чӑвашла шӑпах «авӑтса (алтса) хучӗ», «чавса пытарчӗ» теҫҫӗ.По-чувашски говорят именно «авӑтса (алтса) хучӗ», «чавса пытарчӗ».
Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.
Иван ҫӗлен пуҫӗсене ҫӗре авӑтса пытарчӗ.
Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.
Иван ҫӗлен пуҫӗсене ҫӗре авӑтса хучӗ.
Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.