Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

автанӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Укӑлчари картасем урлӑ ҫӗнӗ ратлӑ шур автанӑн сарлака та пӗрчӗмлӗ-пӗрчӗмлӗ пысӑк киккирикӗ пек чӑх ҫырли сапакисем усӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

— Аван шӑхличӗ, сасси пирӗн мӑн автанӑн пекех, — текелесе ырларӗ Хӗветӗр.

Куҫарса пулӑш

Ылханнӑ ывӑл // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Автанӑн шуҫтупанӗпе ярӑнасси килет.

Захотелось петушку на коньках покататься.

Тӑхтама пӗл // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 19–21 с.

Совесть текенни автанӑн пачах та ҫук пулас!

Видать, у петуха нет ни капли совести!

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫакӑ автана пушшех тарӑхтарать, вӑл вӗсем ҫине ҫиллессӗн пӑхса илет — унӑн, ҫитӗнсе ҫитнӗ автанӑн, курӑк ҫинче йӑваланма, пӗр айӑк ҫинчен теприн ҫине ҫаврӑнма право ҫук-и-ха вара?

А петуха это просто бесило, и он злобно таращил на них глаза — разве он, взрослый петух, не имеет права поваляться на траве и даже повертеться с боку на бок, если ему охота?

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эпӗ апла та капла: «Тархасшӑн ӳкӗте кӗрӗр, тетӗп, урисем унӑн парне илес тиханни пек, анчах утасса автан юрттипе утать вӑл… утти автанӑн пек унӑн», тетӗп.

Я так, я сяк: «Войдите, говорю, в положение, что у него ноги, как у призового жеребца, но ходит он петушиной рысью… проходка у него петушиная».

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Автанӑн мар, айван этем, манӑн йӑнӑш пулчӗ.

— Да не у петуха, глупый ты человек, а у меня осечка вышла.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Мӗн йӑнӑшӗ пултӑр автанӑн?

— Какая же у петуха может быть осечка?

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех