Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Яхве (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
5. Ҫӳлхуҫа вӑл — Саваоф Турӑ; Унӑн ячӗ — Пурри [Яхве].

5. А Господь есть Бог Саваоф; Сущий [Иегова] - имя Его.

Ос 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Гедеон вара ҫав вырӑнта Ҫӳлхуҫа ячӗпе парне вырӑнӗ тунӑ, ӑна Яхве Шалом# тесе ят панӑ.

24. И устроил там Гедеон жертвенник Господу и назвал его: Иегова Шалом.

Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Вара Ҫӳлхуҫа пӗлӗт ӑшӗнче аннӑ та унта унӑн ҫывӑхне чарӑнса Яхве ятне каласа пӗлтернӗ.

5. И сошел Господь в облаке, и остановился там близ него, и провозгласил имя Иеговы.

Тух 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. [Ҫӳлхуҫа Моисее] каланӑ: Эпӗ Хамӑн пӗтӗм мухтавлӑхӑма сан умӑнтан ирттерсе ярӑп, Яхве ятӑма сан умӑнта пӗлтерӗп, кама каҫармаллине — каҫарӑп, кама хӗрхенмеллине — хӗрхенӗп, тенӗ.

19. И сказал [Господь Моисею]: Я проведу пред тобою всю славу Мою и провозглашу имя Иеговы пред тобою, и кого помиловать - помилую, кого пожалеть - пожалею.

Тух 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Моисей вара [Ҫӳлхуҫана] парне кӳмешкӗн парне вырӑнӗ тунӑ, ӑна Яхве Нисси# тесе ят панӑ.

15. И устроил Моисей жертвенник [Господу] и нарек ему имя: Иегова Нисси.

Тух 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Ҫӳлхуҫа — вӑрҫӑ арӗ, Яхве Унӑн ячӗ.

3. Господь муж брани, Иегова имя Ему.

Тух 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Турӑ Моисее татах каланӑ: Израиль ывӑлӗсене ҫапла кала: Ҫӳлхуҫа [Яхве], аҫӑрсенӗн Турри — Авраам Турри, Исаак Турри тата Иаков Турри — мана сирӗн патӑра ячӗ.

15. И сказал еще Бог Моисею: так скажи сынам Израилевым: Господь, Бог отцов ваших, Бог Авраама, Бог Исаака и Бог Иакова послал меня к вам.

Тух 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫавӑнпа халӗ те: Яхве тӑвӗ ҫинче курӑнӗ, теҫҫӗ.

Посему и ныне говорится: на горе Иеговы усмотрится.

Пулт 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех