Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Юри сăмах пирĕн базăра пур.
Юри (тĕпĕ: юри) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Икӗ арҫын, алӑк тулашӗнче юри сыхласа тӑнӑ пекех» ытла хӑвӑрт кӗни Ҫтаппана тӗлӗнтерчӗ пулсан та, вӗсем мӗн шухӑшланине тавҫӑрайман пирки, хӑй хутне кӗрессӗн туйӑнчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мана пуҫран кӗреҫепе ҫапнӑ чиканӑн икӗ аллине мӑкшӑ ачисем юри хуҫни пирки те каласа патӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Стенасемпе мачча ҫинчи хӑрӑм, юри якатса сӑрланӑ тейӗн, кӑмрӑк тӗслӗн йӑлтӑртатса куҫа йӑмӑхтарать.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Аа-а, эсир мана улталас шутпа юри ятарласа янӑ иккен вӑл катемпие!

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Пенси илме тивӗҫлӗ ватӑ санитаркӑна эсир хӑвӑр пата юри пилӗк хут килтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Прокуратура ҫурчӗ тӗлне ҫитсен, Сехенер юри хытӑрах уксахлама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑлӗ витменнипе // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 32–34 с.

— Ха, епле чее, юри сӑлтав шырать!

Куҫарса пулӑш

Хӑй ирӗкӗпе чӗлхесӗрленнӗ этем // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 26–27 с.

— Ара, эпӗ ун ури ҫине юри пусман вӗт! — парӑнмарӑм эп ҫаплах.

Куҫарса пулӑш

Хӑй ирӗкӗпе чӗлхесӗрленнӗ этем // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 26–27 с.

Вара хӑй ирӗкӗпе юри «чӗлхесӗр» пулни ҫинчен мыскараллӑ истори каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑй ирӗкӗпе чӗлхесӗрленнӗ этем // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 26–27 с.

Пӗр каҫхине автобуса кивӗ юман тукмаккине юри пурте курмалла мекеҫленсе йӑтса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тара ӳкнӗ лашана тӑварса витене хупрӗ те Сятров пӳрте кӗчӗ, кӳршӗ лесникпа калаҫанҫи туса, телефон трубкине юри ҫӗре ӳкерсе аркатрӗ.

Куҫарса пулӑш

43 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Арсентьев мастер Дубов бригадине ӗҫре юри мала кӑларса пырать.

Куҫарса пулӑш

31 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫав вӑрман тӑрӑхне эпир вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче юри касмасӑр хӑвартӑмӑр, поселок илемлӗ пултӑр терӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Курсан та, палласан та юри чӗнмерӗм.

Куҫарса пулӑш

20 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тен, юри пӑрахса утрӗ урӑххи патне?

Куҫарса пулӑш

6 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Атя-ха, Кузнецова, калаҫса татӑлатпӑр санпа иксӗмӗр, — пуҫларӗ вӑл юри пылаклатнӑ сассипе.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сахал хӗненӗ ахӑр, — питне пӗркелентерчӗ офицер, юри хӑйне йӗрӗннӗ пек кӑтартса.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӑлӑх арӑм тавҫӑраймарӗ: ҫакӑ следователь юри шухӑшласа тупнӑ меслет пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Кампа ҫуратас манӑн, упӑшка вӑрҫӑра вилнӗ пулсан? — хӗрарӑм куҫӗсене аллипе хупласа юри ӗсӗклеме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ял сӑмахӗ мӗнле те пулин пакӑлти ҫын ӑнсӑртран е юри персе янӑ пӗртен-пӗр ниме тӑман сӑмахран вӑй илет.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех