Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Юри сăмах пирĕн базăра пур.
Юри (тĕпĕ: юри) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Те вӑл пирӗн кӑмӑла чистиех уҫса ярасшӑн юри ҫапла турӗ?

Куҫарса пулӑш

Ҫул // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Урамра юри пир ҫапма ху-улӑн каска хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрсем пир ҫапаҫҫӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпӗ ӑспа ҫавӑрма та ӗлкӗреймерӗм — ҫакскер, ҫитсе, ҫӑпана: «Ак сана!» — тенӗ пек, мана янахран, «ҫӗрӗк хӗрлӗ суханран» пӗр сантиметр мар, пӗр миллиметр та супӑнмасӑр-пӑрӑнмасӑр, ша-а-а-ап! шаплаттарчӗ (хирӗҫли командӑри тахӑш «Ворошилов стрелокӗ» урипе мечӗке юри шӑп та шай манӑн чуна илекен ҫӑпана тивертмелле кӳплеттерсе-панклаттарса янӑ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

3. Анекдотсем калама веб-камерӑсем вырнаҫтарнӑ юри кӗтессем уйӑрас.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Тавралӑхра йӑшӑлт та илтӗнмест, курӑксем хӑйсен ешерлӗхне ҫухатнӑ ӗнтӗ, вӗсем ҫине такам юри тӗллӗн-тӗллӗн сивӗ кӗл сапаланӑ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Марина туй сӗтелӗ хатӗрлес тӗллевпе чи малтанах ҫенӗкри маччаран ҫакса янӑ тӗтӗмпе вӗтеленӗ пулӑ ҫыххине ҫӗҫӗпе касса ӳкерчӗ (амӑшӗ юри деликатеса ача-пӑча алли ан ҫиттӗр тесе ҫапла ҫакнӑ пулнӑ).

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Вӑл, пире асӑрхамасӑр (тен, юри асӑрхамана печӗ?) брюкин хыҫалти кӗсйинчен самаях хулӑн укҫа пачки ывӑҫласа кӑларчӗ (купюрисем пурте ҫӗр тенкӗлӗххисем иккен), вара, тем илесшӗн укҫа тӳлесе, чек ҫаптарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Кӗҫех унта, сӗтел ҫинче, пӳрт анлӑшне тӑван ен шӑршине сарса ӑшӑ, паш хӑпарса пиҫнӗ ҫӗнӗ ҫӑкӑр та, сив апат-ҫырткаламаллисем те, тин ҫеҫ вӗри кӑмакаран кӑларнӑ ашпа ҫӗрулминчен пӗҫернӗ кукӑль та, вӗри яшка чашӑкӗ те, чӑп тулли тултарнӑ килте вӗретнӗ сӑра кӑкшӑмӗ те («ҫутти-симӗсси», «йӳҫҫи-хӑватли» таврашӗ ку хутӗнче юри «вӑхӑтлӑ» пулмарӗ) хӑйсен вырӑнӗсене йышӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Халӗ мана вӗсем вӑхӑтлӑха ҫеҫ, юри венчет ҫи-пуҫне тӑхӑнтартса, сана хӑйсене майлӑ ҫавӑрма, хӑйсем патне астарса, йӑпӑлтатса-улталаса илсе пыма кӑларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗр енчен, ҫӗр ҫинчи терт-нушашӑн, танмарлӑхшӑн эпӗ хушман ӗҫсене туса, хӑйсен чӑрсӑр ирӗкне ман саккунсемпе чикӗлемесӗр ҫылӑха кӗнӗ пӗрремӗш мӑнкӑмӑллӑ ҫынсем — Адампа Ева — та айӑплӑ, тепӗр енчен, ҫӗр ҫинчи пурнӑҫ (вӑл ман сӑмахӑмпа ҫуралнӑскер, ман вӑйпа (энергипе), эп хывнӑ ҫирӗп йӗркесемпе тата саккунсемпе ҫеҫ аталанса пырать) тӗрлӗ енлӗ пултӑр тесе эпӗ йывӑҫне-курӑкне те, выльӑхне-чӗрлӗхне те, кайӑкне-кӗшӗкне те, ытти чӗрӗ чунсене те юри тӗрлӗ турӑм.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эпӗ пӗртен-пӗр кӑна, анчах Сатана Дьявол ҫынсен мана ӗненӗвне юри пӗр-пӗринпе хирӗҫмелле вакласа-пӑтраштарса пӗтернине пула ҫынсем те мана ҫав «вак» тӗнсенче тӗрлӗ ятран чӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унччен те пулмин ӑс-тӑнӗпе чӑлханса ӳкнӗ Ула Тимӗр сасӑ илтӗннӗ еннелле пӗтӗм кӗлеткипех палт! ҫаврӑнчӗ те, юри такам ӗнсерен ярса тытсах малалла чикелентернӗн чӗркуҫҫийӗ ҫине ҫӑкӑнса анчӗ, хӗрес хывахыва шуйхӑнчӑк куҫне пӗлӗтелле вичкӗнлетсе, чунтан-вартан йӑлӑнса тилмӗрчӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Паллах, вӑл тавар хакне ҫухатни ҫинчен юри хут (акт) ҫырса ҫирӗплетмелле.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сасартӑк вӑл, «сӑнамасӑр пырса», ури айӗнче йӑваланса выртакан урай хӑми таткинчен (паҫӑр ӑна Анатолий юри ҫак тӗле пӑрахнӑччӗ) талт! такӑнчӗ, сулахаялла сулӑна-сулӑна кайрӗ те, ҫӑкӑнса, миххи мӗнӗпех цементлӑ платформа ҫине ла-а-а-ач! лачлатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Апла-и, капла-и, пурнан пурнӑҫра этем тӗрлӗ пӗлӳсемпе пуянланмасӑр (юри вӗренсе-и, «ҫула май» ҫеҫ-и) пултараймастех ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр, шурӑ кӗпе, хӑйне шӑпах хӑмӑр костюм, хӑмӑр путинкка тӑхӑннӑскер, хӑйне апла-капла йӗркене кӗрткелерӗ те, чун хавалне «ҫӑтӑ ҫавӑрса ҫыхнӑ» именчӗкпе иккӗленӳ «кантрине» самант «татса ывӑтса», такам юри старт панӑ пек, хиврен малалла, Полина патнелле яртлатса утса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак Полина (кунта та «ҫимӗк уявӗнчи вӑйӑ тапратса калакан») ҫӗкленчӗк, юрӑ-кӗвӗ ӑсталӑхне юри вӗреннине пула та уҫӑмланнӑ кӗмӗл саспа юрӑ пуҫласа ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Утӑ капанӗ умнех ҫитсе ӳксен Полина темрен такӑнчӗ (тӗрӗссипе юри такӑнҫи турӗ) те палтӑрт пуҫ хӗрлӗн йӑваланса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тискер кайӑк та юри дрессировка тумасан, ҫын пек охо-хо-хо-холама пултараймӗ…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ку чунсӑрлӑхпа пӗр-пӗр урапа-машина тавраш чупакан мӑн ҫул ҫинче янкӑр кун ҫутинче тӗл пулнӑ пулсан Ула Тимӗр, ӑна чӗрене те хывмасӑр, ун ҫине, тен, алӑ та сулнӑ пулӗччӗ, халь ҫинче вара, шав вӑрмана каҫ хупласа килнӗ вӑхӑтра, шофер ӑна юри киреметленӗ, инкек ланкашкине ла-ап! тапса хӑварнӑ пек туйрӗ, вара хӑй те сиссе юлаймарӗ — савӑлламан савӑла савӑлламан савӑлпах ҫапса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех