Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Юрат сăмах пирĕн базăра пур.
Юрат (тĕпĕ: юрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: тата тепре кай, аскӑнланса ҫӳрекене, анчах упӑшки юратакан хӗрарӑма, юрат, эсӗ ӑна Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсене юратнӑ пек юрат, вӗсем вара урӑх турӑсем енне ҫаврӑнаҫҫӗ, ҫавсенӗн иҫӗм ҫырли пашалӑвӗсене юратаҫҫӗ, терӗ.

1. И сказал мне Господь: иди еще, и полюби женщину, любимую мужем, но прелюбодействующую, подобно тому, как любит Господь сынов Израилевых, а они обращаются к другим богам и любят виноградные лепешки их.

Ос 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Пӗр-пӗрне юратассисӗр пуҫне эсир никама та нимӗнпе те кивҫене ан юлӑр; ҫынна юратакан ӗнтӗ саккуна пурӑнӑҫланӑ, 9. мӗншӗн тесессӗн ҫак ӳкӗтсем — аскӑнланса ан ҫӳре, ан вӗлер, ан вӑрла, ҫын ҫинчен суя ан кӳнтеле, ҫыннӑнне ан хапсӑн тата ытти кирек епле ӳкӗт те — ҫакӑ сӑмахра: «хӑвӑн ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат» тенинче.

8. Не оставайтесь должными никому ничем, кроме взаимной любви; ибо любящий другого исполнил закон. 9. Ибо заповеди: не прелюбодействуй, не убивай, не кради, не лжесвидетельствуй, не пожелай чужого и все другие заключаются в сем слове: люби ближнего твоего, как самого себя.

Рим 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Юрат ӑна, ӗмӗр-ӗмӗр ан ман, юрат, юрат ӑна, ан ман тепӗр ҫыншӑн!

Люби его, не забудь во век, люби, люби его, не забудь ради другого!

XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Тен, эпӗ вӑл хӗрте ҫутҫанталӑка, ҫутҫанталӑкри пӗтӗм илемлӗхӗн сӑнарне юрататӑп пуль; анчах та манӑн хамӑн ирӗкӗм ҫук, ман урлӑ ӑна ҫанталӑкӑн темле вӑйӗ юратать, туррӑн пӗтӗм тӗнчи, пӗтӗм ҫутҫанталӑк ҫак юратӑва ман ӑша тӗртсе кӗртсе ҫапла калать: «юрат».

Может быть, я в ней люблю природу, олицетворение всего прекрасного природы; но я не имею своей воли, а чрез меня любит ее какая-то стихийная сила, весь мир Божий, вся природа вдавливает любовь эту в мою душу и говорит: люби.

XXXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

27. Лешӗ ҫапла хуравласа каланӑ: «хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм хӑватупа, пӗтӗм ӑсупа юрат; тата ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат» тесе ҫырнӑ, тенӗ.

27. Он сказал в ответ: возлюби Господа Бога твоего всем сердцем твоим, и всею душею твоею, и всею крепостию твоею, и всем разумением твоим, и ближнего твоего, как самого себя.

Лк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

37. Иисус каланӑ ӑна: «хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм ӑсупа юрат»: 38. ҫакӑ — чи аслӑ та тӗп ӳкӗт; 39. иккӗмӗшӗ те ҫавӑн евӗрлех: «ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат».

37. Иисус сказал ему: возлюби Господа Бога твоего всем сердцем твоим и всею душею твоею и всем разумением твоим: 38. сия есть первая и наибольшая заповедь; 39. вторая же подобная ей: возлюби ближнего твоего, как самого себя.

Мф 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пишпӳлекри 2-мӗш вӑтам шкулта ҫапла калаҫҫӗ: столовӑйра кӑнтӑрлахи апата ҫӗрулми юрататӑн пулсан– лартма та, ҫумлама та, чавма та юрат.

В Бижбулякской средней школе №2: любишь картофель на обед в столовой – люби и посадить, и пополоть, и покопать его.

Ӳстернӗ пахча-ҫимӗҫпе шкул столовӑйӗнче апат хатӗрленӗ чухне усӑ курӗҫ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... ur-3444694

Ваттисен сӑмахӗ тӑрӑх: «Ярӑнма юрататӑн пулсан – ҫунашкасем турттарма та юрат».

Как гласит народная пословица: «Любишь кататься – люби и саночки возить».

Ӳстернӗ пахча-ҫимӗҫпе шкул столовӑйӗнче апат хатӗрленӗ чухне усӑ курӗҫ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... ur-3444694

Юратмастӑн пулсан ан юрат.

Куҫарса пулӑш

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗнпурне вӑл, тӑванӑм, юратни кирлӗ: хӑв ӗҫлекен хатӗр-и вӑл, — сӑмахран, ӑйӑ пултӑр, — ӑна та юрат!

Надо, брат, всё полюбить: инструмент, которым работаешь, — долото, например, — и его полюби тоже!

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

«Юрат ӑна, юрат! — тархасласа ӳкӗтлет вӑл хӗре тунсӑхланипе.

«Люби его, кохай его! — заклинал он в тоске.

XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Эсир илтнӗ пулӗ ваттисен сӑмахне: «Сана юратччӑр тесен — ху юрат», тенине.

Вы не слышали пословицы: «Если хочешь быть любимой — люби»?

Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ярӑнма юрататӑн пулсан, ҫунашкине туртма та юрат!

Любишь кататься, люби и саночки возить!

Петр Тихонович хапха умӗнче тӑрать // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Ун сӑмахӗсене те ӗненетӗп — ҫывӑх ҫынна хӑвна юратнӑ пекех юрат, тенӗ вӑл, — ҫавна ӗненетӗп!..

И словам его верю — возлюби ближнего, яко себя, — в это верю!..

XVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Искусствӑшӑн пурне те чӑт, ӑна мӗнпур чунтан юрат, ҫӗр ҫинчи аскӑн юратупа мар, лӑпкӑ та таса юратупа юрат, унсӑрӑн ҫын ҫӗртен уйрӑлма пултараймасть, хӑйӗн искусствин чаплӑ сассипе чӗресене лӑплантараймасть.

Всё принеси ему в жертву и возлюби его всей страстью, не страстью, дышущей земным вожделением, но тихой небесной страстью; без неё не властен человек возвыситься от земли и не может дать чудных звуков успокоения.

Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Эсӗ Соньӑна чӑннипех юрат, ун пит-куҫӗ те, кулли те, вӑл хӑй те пӗтӗмпех хӑвӑн умра тӑнӑ пек юрат та, ӑна качча ил — вара сирӗн пурте аван пулӗ.

А ты полюби Соню по-настоящему, то есть так полюби, чтобы вся она так бы всегда и стояла перед тобой, да женись на ней — вот тогда все будет и просто и хорошо.

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Шкул саккинчен пуҫласа ҫак тарана ҫитичченех: «Ҫывӑх ҫынна, хӑвна юратнӑ пекех, юрат, пӗлсе тӑр, йӑвашлӑх, итлеслӗх тата ҫӳҫенӳ-шикленӳ — этем чыс-хисеплӗхӗн чи пӗрремӗш тивӗҫӗ», — тӳнккенӗ пире ватӑ ҫӑхансемпе чавкасем.

До этой поры старые вороны и галки вбивали в нас с самой школьной скамьи: «Люби ближнего, как самого себя, и знай, что кротость, послушание и трепет суть первые достоинства человека».

XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Сирӗн, ӗҫӗре пула, юнӑрсем тутӑхса ларнӑ, сирӗн пеккисене юратиччен юпана юрат!

У вас кровя заржавели от делов, а с плохой посудой и сердцу остуда!

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Юрат, юрат, тӑванӑм!

Люби, люби, родная!

4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

14. Пӗтӗм саккун — пӗр сӑмахра: хӑвӑн ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат.

14. Ибо весь закон в одном слове заключается: люби ближнего твоего, как самого себя.

Гал 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех