Шырав
Шырав ĕçĕ:
Прохорова тепӗр ик-виҫ эрнесӗр мӗнле те пулин ответ пулассине шанмасть.
6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Пӗр эрнесӗр, тен, килеймӗп.
Урҫа кӑвакал // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 17–18 с.
Икӗ эрнесӗр таврӑнмасть, тет.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
Вӑл эрнесӗр те пулмасть, — кӗскен тавӑрчӗ Нанайцев.
Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Тепӗр эрнесӗр килмест.
Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Мамич-Бердей ӑна Али-Акрама мӗн каламаллине тӗплӗ вӗрентрӗ: нуратдин хан мӗнле ӗҫ хушнине манман, анчах унӑн васкавлӑ ӗҫпе Кӗривӗш вӑрманне каймалла пулчӗ, Кӑкшамара вӑл пӗр эрнесӗр таврӑнаймасть.
17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ашшӗ калать, карт ывӑлӗ Кӑрмӑшран таврӑннӑ чухне юлташӗ патне хӑнана кӗрсе юлчӗ тет, пӗр эрнесӗр ҫитейместӗп тесе каларӗ тет.
15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Рабочисем касса пӗтерсе кайрӗҫ те тепӗр эрнесӗр килес ҫук.
V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Мунчине тепӗр эрнесӗр те хутас ҫук-ха.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Унсӑрӑн пӗр-ик эрнесӗр кӑларса ямастчӗ-ха вӗсене, тыткӑна лекнӗ ҫынсене ӗҫлеттернӗ пек ӗҫлеттеретчӗ.
6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хӗрӳллӗ ҫапӑҫусем тата икӗ эрнесӗр пуҫланас ҫук — вӑхӑт пулать…
8 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Эрнесӗр те выҫас ҫук.
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Пӗр эрнесӗр сирӗнтен тулккине тупас ҫук, кая хӑварма та юрамасть.Раньше, чем через неделю не добьешься от вас толку, и откладывать нельзя.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Эрнесӗр ман тӑма юрамасть, терӗ тухтӑр.Доктор сказал, что мне можно будет встать не раньше чем через неделю.
XXII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ӗнер анчах-ха ашшӗ ӑна ытла сӑнаса пӑхнӑччӗ, чечеке тепӗр эрнесӗр лармасть-ха, тесеччӗ вӑл.Еще вчера папа внимательно его осматривал и сказал, что раньше недели не будет цвести.
Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Ҫавӑнпа та Пироговран шпорсем тума илесшӗн пулманнипе икӗ эрнесӗр туса параймастӑп тесе пӗлтерчӗ.Желая сам отклонить его от заказывания, он объявил, что раньше двух недель не может сделать.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Шӑпах ҫакна шута илсе ӗнтӗ чех писателӗ, коммунист Юлиус Фучик хӑйӗн пӗр статйинче: «Эпир Робинзона Эрнесӗр курасшӑн», тенӗ.
«Робинзон Крузо» // Василий Хударсем. Чӑваш календарӗ – 1969. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 58 с.
Старик малтан ҫакӑн пек иккӗленсе тӑнӑ, анчах Бьюмонт, вӗсем патне ҫӳреме пуҫласан тата икӗ эрнерен, ӑна: завода туянасси тепӗр темиҫе кунсӑр пулмасть, тенӗ хыҫҫӑн ҫав иккӗленӳ иртсе кайнӑ; тен, ун чухлӗ те тӑрӑнмасть пулӗ-ха, тенӗ вӑл: вӗсем, Лотер мистера кӗтмесен те, кирлӗ условисене эрнесӗр туса пӗтереймен пулӗччӗҫ; Лотер мистер вара Петербургра тӑватӑ кунтанах пулать.
XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
- 1