Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫав вӑхӑтра мӑнаккӑшӗ ҫӗнӗ эмел, «ыратнине лӑплантаракан эмел», пурри ҫинчен илтрӗ, ҫавӑнтах вӑл ҫав эмеле шутсӑр нумай ҫырӑнса илчӗ.
12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Арҫен сунтӑха уҫрӗ те сарӑхнӑ, лачӑркаланнӑ вӗтӗр-шакӑр эмел, препаратсен курупкисем хушшинче кирлӗ эмел шырама пуҫларӗ.
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
ӑ) 38-мӗш позицин пӗрремӗш абзацне «, идентификаци хатӗрӗсемпе, ҫав шутра Федерацин «Эмел хатӗрӗсен ҫаврӑнӑшӗ ҫинчен» 2010 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи 61-ФЗ №-лӗ саккунӗпе килӗшӳллӗн тӗрӗслев (идентификаци) паллисемпе ҫирӗплетнӗ йӗркепе паллӑ тумалли эмел препарачӗсене сутнисӗр пуҫне» сӑмахсем хушса хурас.
Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 88 от 20.12.2019
Ҫитменнине тата, аптекӑран илсе килнӗ эмел те ашшӗ ӗҫнӗ эмел пекех таса тикӗт шаршиллӗ!
5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Анчах вӑл — Гент — короле эмел парать, ҫак эмел усал сывлӑша хӑваласа кӑларать, вара король сывалать, — ыранах сипленсе ҫитет.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Теоремӑсемпе ӑнлантарса панисене пурне те эмел чӗркемелли ҫӳхе те хытӑ хут ҫине тӑрӑшса ҫырса пыраҫҫӗ, ҫырасса вара пуҫ ыратнине чаракан эмелтен тунӑ чернилпа ҫыраҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Тӗрлӗ эмелсемпе те эмеллесе пӑхнӑ хыҫҫӑн килти врач ӑна тата тепӗр тӗслӗ эмел ҫырса панӑ.Домашний врач, испробовав много лекарств, прописал еще одно.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Анна Ивановна пӗр кашӑк эмел ӗҫет те йывӑррӑн сывласа ярать, — эмелӗ питӗ йӳҫӗ пулмалла.Со вздохом Анна Ивановна выпивает ложку, видимо, очень невкусной микстуры.
Маруся, Галя тата Вера ҫухални // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
— Ҫынна эмел парса вӗлерттерме хушаҫҫӗ пулсан — эсӗ эмел парса вӗлеретӗн-и?
XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Дмитрий Любовь Сергеевна патӗнчен шӑлӗсем ҫине темле эмел тумлатса таврӑнчӗ, ку эмеле ӑна Любовь Сергеевна панӑ, шӑл сурни ӑна халь пушшех хытӑрах асаплантарать, ҫакна пула вӑл тата ытларах салхуланса кайнӑ.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Эмел, кирлӗ эмел… мӗн ятлӑ-ха ҫав?
Чир // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Эмел илсе килсен, тухтӑр, пӗр шарламасӑр, йывӑррӑн мӑшлатса, икӗ черкке ҫине эмелне ярса ирӗлтерчӗ те Тёма еннелле ҫаврӑнса:
Экзаменсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Коля амӑшӗ валли чей хатӗрленӗ, чейне сахӑр ярса пӑтратнӑ, аптекӑсене кайса эмел шыранӑ, пуҫ ыратнине сыватма мӗнле те пулин ҫӗнӗ эмел шутласа кӑларман-и, тесе ыйтнӑ.
8 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Василий Иванович ӑсран тухнӑ ҫын пек ҫӳрет, пӗрре пӗр эмел, тепре тепӗр эмел пама сӗнет, ҫаплах ывӑлӗн урисене витет.
XXVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Питӗ пулӑшрӗ мана ҫав эмел, эпӗ ҫывӑраттӑм; анчах вӑл пӗчӗк кӗленчери эмеле тахҫанах ӗҫсе ятӑм ӗнтӗ…Очень мне помогало, и я спала; только теперь давно та скляночка выпита…
Чӗрӗ вилӗ // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 143–155 с.
Укҫипе рецептне илчӗ те вара вӑл алӑкран кӗрекен тарҫине тыттарчӗ, ирпе ирех эмел илме «Американо-азиатски аптекӑна» кайма сӗнчӗ, ҫав аптекӑна кӑна, ма тесен тухтӑр ҫав аптекӑра эмел пурах, терӗ.
Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.
Вӑл шывпа сыватассине пӑрахрӗ, пур эмел таврашӗсене те пӑрахӑҫларӗ, ҫӗнӗ эмеле ҫеҫ шанса тӑма пуҫларӗ.Она забросила водолечение и все остальное и возложила все надежды на болеутолитель.
12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
— Эх, раз, эх, два, — мӗн пулать те мӗн килет, атя! — ҫунатлантаракан, ӑсран тайӑлтаракан темле эмел ӗҫнӗн, чун-варлине ҫавӑтса, алӑксене шӑлтти-шалтти уҫса та хупса, Хурамалкинсен пӳртне хӑюллӑн кӗрсе тӑрать этем; электроҫутӑн алӑк патӗнчи тӳми ҫине шӑч пусать; чӑлт тӑваҫҫӗ лампочкӑсем.
Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Хаваслӑх — чи вӑйлӑ эмел.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Больницӑра мӗнле эмел парассине санран ыйтаҫҫӗ-и?
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.