Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Халь сăмах пирĕн базăра пур.
Халь (тĕпĕ: халь) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лесник халь тесен халь ӑна: «Вҫо! Ҫитет тиесе, халь каялла пушатӑр, эпӗ сирӗнпе шӳтлерӗм ҫеҫ», — тесе калассӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Халь акӑ эсӗ ман ҫумра, халь эсӗ тӗлӗкре мар, халь эсӗ…

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Программа халь ҫукки ҫинчен тата малашне мӗн кӗрешсе ҫӗнтерсе илмелли ҫинчен калать пулсан, Конституци вара, пӗтӗмпех урӑхла, вӑл халь мӗн пурри ҫинчен, хальхи вӑхӑтра мӗн кӗрешсе ҫӗнтерсе илни ҫинчен каламалла.

В то время как программа говорит о том, чего еще нет и что должно быть еще добыто и завоевано в будущем, конституция, наоборот, должна говорить о том, что уже есть, что уже добыто и завоевано теперь, в настоящем.

III // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.

Ҫапах та халь ӗҫ унта мар; эсӗ халь ҫеҫ каланӑ сӑмахсене кам та пулин тепӗр ҫын каланӑ пулсан, ҫав ҫын халь вилӗ выртнӑ пулӗччӗ…

Но дело теперь не в этом: если бы кто-нибудь другой, а не ты, которого я всегда любил как брата, произнес слова, сказанные тобой только что, он был бы мертв теперь…

XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

«Ӗлӗк пӗлменшӗн халь пӗлетӗп. Халь йӑнӑшас ҫук ӗнтӗ. Халь пӗлетӗп», — тет.

— Не знал, так теперь знаю. Теперь уж без ошибки. Теперь знаю».

IX // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.

Халь кӑна каларӑм… чей чашкине патока ярса парсамӑр мана… халь кӑна Данлеп йӑмӑка каларӑм, халь кӑна!

Я только что сказала… передайте-ка мне блюдце с патокой… только что я сказала сестре Данлеп, вот только сию минуту!

Хӗрӗх пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

— Питҫӑмартийӗсем унӑн халь, мӑкӑнь чечекӗ пек; халь ӗнтӗ вӑл сухан мар, сахӑр кӑшманӗ, урӑхларах калас-тӑк, вӑл халь хӑй ҫынсене хӑратаканни, хӑй хӗрлӗ свитка».

— Щеки у него расцвели, как мак; теперь он не Цыбуля, а буряк — или, лучше, сама красная свитка , которая так напугала людей.

VII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Челкаш хӑйне лӑплантаракан тӑван сывлӑшӑн ачаш варкӑшӑвӗ перӗннине туйрӗ, вӑл варкӑшу унӑн хӑлхисем патне амӑшӗн ачаш сӑмахӗсене, чунӗ-чӗрине хресчен пулнӑ ашшӗ калакан селӗм сӑмахсене, нумай манса кайнӑ сасӑсене, халь кӑна ирӗлсе тухнӑ, халь кӑна сухаласа пӑрахнӑ, халь кӑна ешӗл-симӗс пурҫӑн пек кӗр калчисемпе витӗннӗ ҫӗр-аннен сӗткенлӗ шӑршине илсе пычӗ.

Челкаш чувствовал себя овеянным примиряющей, ласковой струьй родного воздуха, донесшего с собой до его слуха и ласковые слова матери, и солидные речи истового крестьянина-отца, много забытых звуков и много сочного запаха матушки-земли, только что оттаявшей, только что вспаханной и только что покрытой изумрудным шелком озими…

II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Халь, халь, халь! — терӗ Обломов темиҫе хутчен.

— Теперь, теперь, теперь! — повторил Обломов.

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫӳл тӳпери шап-шурӑ уйӑх, пит-куҫне лаптӑкӑшпех тӑм илтернӗскер, кӗҫ-вӗҫ сирпӗнсе, тӗпренсе каяс кӗленче майлах чӗтренсе тӑрать, ун ҫинчи кӗвентеллӗ хӗр, шыва кайма тухнӑскер, витрине халь тесен халь пӑрахас пек хытса, ҫӗрелле шиклӗн пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ылтӑн кӗрӗн ылтӑн кӗлетне Ылтӑн тырӑ ытлӑн халь хывсан, Ҫӗрӗн-шывӑн аслӑ уй-хирне Чи вӗри тарпа халь шӑварсан, Хулари мӗнпур пек цехсене Юрӑпа, ӗҫпе хӑват парсан, — Эсӗ пулӑн улӑп ман умра, Эпӗ пулӑп паттӑр сан ҫумра.

Куҫарса пулӑш

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Христос хурҫӑ «тихана» пӗртте шеллеменни, халь тесен халь «чунне пӑчӑртаса кӑларасла» ҫирӗппӗн тытса пыни сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тен, ҫавӑнпах хӑюллӑ вӑл халь, тен, уншӑн та мар; тен, Ваҫука ырӑшӑн ырӑпах тавӑрас килет ун халь

Куҫарса пулӑш

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Вӑл та пулин халь тесен халь хӑй йӗрсе ярасла тӑрать.

Куҫарса пулӑш

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Алмазов вӑл халь тесен халь физика урокӗсене «пиллӗклӗх» ӑнлантарса пама пултарать.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ваҫукӑн вара халь тесен халь сиксе ӳкес килет Мишша ҫине, ӑна хаҫат таткине лутӑрканӑ пек лутӑркаса тӑкас килет — алра «X. Абаев» текен хут пурри ҫеҫ тытса чарать.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Халь тесен халь.

Куҫарса пулӑш

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Актай халь тесен халь арифметикӑпа экзамен тытма пултарать.

Куҫарса пулӑш

6 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Кӗрӗччӗ унта халь Ҫимун, хӑюллӑнах пырса кӗрӗччӗ, анчах унта халь кушакки те пурӑнмасть пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лешӗ вара халь тесен халь Ванюш патне чупма, ӑна шеллеме хатӗрччӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех