Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Пӗр пичӗ — хӗвел, тепӗр пичӗ — уйӑх.
Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫырминче шывӗ сахал, ара, уйӑх ытла таврара шӑрӑх тӑнӑ та.
Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Уйӑх та ҫук.
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Уйӑх ҫаврӑнать — ҫаврӑн.
Усалпа ҫӳрекен — усал айне пулать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Тӗлӗнипе уйӑх пӗлӗт ҫумне хытсах ларчӗ.
Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫав вӑхӑтра ҫапкаланчӑк пӗлӗт айне пулнӑ уйӑх хӑйӗн пӗр кӗтессине уҫлӑха кӑларчӗ те юланутҫӑ ҫине тинкерсе пӑхса илчӗ.
Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пинер вӗсен патне ҫывӑхах шуса пычӗ те уйӑх ҫутинче курах кайрӗ: ҫыран хӗрринче ҫыхса пӑрахнӑ хӗр выртать.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Уйӑх ҫути самаях ҫутӑ, ҫавӑнпа Пинер вӗсенчен пӗрин, малта пыраканнин, учӗ ҫине такама хунине лайӑхах курчӗ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Уйӑх хӗвел тухасса кӗтет, юлашки вӑйне пухса, савнийӗ пӗлӗте ҫӗклениччен тӳпере юласшӑн.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Уйӑх анчах пӗлӗтрен Кура-кура тӗлӗрнӗ.
IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ҫакӑ вӑл – манӑн пурнӑҫ тупсӑмӗ, – тенӗ уйӑх.
Пурнӑҫ тупсӑмӗ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/485
«Уйӑх витӗр уй курӑнать» — юрӑ сӑмахӗсем каллех аса килчӗҫ, анчах халӗ ҫав салхуллӑ юрӑ сӑмахӗсем мана хурлантармарӗҫ, савӑнтарчӗҫ кӑна.
1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.
«Уйӑх витӗр уй выртать — эпир выртас уй пуль ҫав…»
1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.
Фашистсен полковникне Тарас Янеев рядовой тыткӑна илнинчен пӗтӗм Карели фрончӗ тӗлӗнчӗ, пӗр уйӑх хушши ҫак ӗҫ ҫинчен тӗрлӗ тӗслӗ калаҫрӗҫ, легенда та туса ячӗҫ…
Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.
Сарӑ тулли уйӑх вӗсен каяс ҫулне ҫутатса тӑчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Ҫаврака ӗшне уйӑх ҫутинче юмахри пек илӗртӳллӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Ҫутӑ уйӑх пӗлӗт айӗнчен тухрӗ те пӗтӗм тавралӑха ҫутатса ячӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Уйӑх та курӑнми пулчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Ҫак уйӑх пуҫламӑшӗнче анне ывӑлне ҫар операцийӗнчен иккӗмӗш хут кӗтсе илчӗ.
«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/
Сирирен таврӑннӑ хыҫҫӑн икӗ уйӑх ытла пурӑнсан Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине каймалла пулчӗ.
«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/