Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тӑшмана (тĕпĕ: тӑшман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн паттӑрлӑхне, тӗллевне пурнӑҫлассишӗн, юратнӑ упӑшкипе тӗл пулассишӗн темле йывӑрлӑха та, кашни тӑшмана та ҫӗнтерме хатӗр пулнине кӑтартса парать автор.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑсен вӗҫӗ пур-ши? // Евгений Турхан. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с. — 4–5 с.

Тишле тӑшмана парӑнса хӑй пурнӑҫне ҫӑлас тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Маскировка сетки - маскировкӑн чи анлӑ сарӑлнӑ тӗсӗ, вӑл тӑшмана улталама, ӑна ориентировкӑсӑр хӑварма, позицисене пытарма май парать.

Маскировочные сети — самый распространенный тип маскировки, который позволяет обмануть врага, лишить его ориентировок, спрятать позиции.

Пӗрле ытларах тума пултаратпӑр // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -r-3475759

Ӑна пӗр унӑн пули кӑна тӑшмана пӗтерсе хурас пек, пӗр унӑн тӗслӗхӗ кӑна юлташӗсене хавхалантарас пек туйӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Усалпа ырӑ кӗрешнӗ чухне ун ҫинчен шухӑшласа та тӑмастӑн пулмалла, ҫак самантра тӗп тӗллев тӑшмана ҫӗнтересси.

Куҫарса пулӑш

«Манӑн ҫапӑҫу хирӗнче пулмалла» // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/articles/-%D1%81%D1%8 ... la-3444550

Ашшӗ те тӑшмана тавӑрма вӑрҫа каясшӑнччӗ.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

Эпир шанатпӑр: тӑшмана ҫӗнтеретпӗрех».

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Ҫак ырӑ сӑнар унӑн вӑрҫӑри паттӑрлӑхне кӑтартса панипе, унпа пӗрле тӑшмана хирӗҫ ҫапӑҫнӑ ҫынсен вӗсен ҫапӑҫура ҫуралнӑ героизмне кӑтартнипе тата ҫутӑрах та илемлӗрех курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Вӗсем кӗрешӳре тем тӗрлӗ йывӑрлӑхсем те тӳссе ирттереҫҫӗ, ҫапах тӑшмана ҫӗнтерсех пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсен юратнӑ писателӗ // Арсений Изоркин. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 79–80 с.

Тӗп шухӑшӗ вара ҫакнашкал: ашшӗ-амӑшне хисеплекен, тӑван халӑхне юратакан, шеллев чунлӑ та сӑпай, тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫын ҫеҫ тӑшмана ҫӗнтерме, ырӑ пурнӑҫ курма пултарать.

А основная идея их такова: только тот, кто почитает родителей, любит свой народ, умеет сострадать ближнему, отзывчив и благороден, кто беспощаден к врагу, только такой человек может быть достойным лучшей жизни.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Эпир пӗлетпӗр: ку пайрӑмсем нараста юмахӗсенче тӗл пулаҫҫӗ, паттӑр юмахӗсенчи йӗкӗт ялан тенӗ пек хӑй вӑйӗпе тӑшмана ҫӗнтерет.

хотя эти детали, как мы знаем, характерны только для волшебных сказок, в богатырских же сказках герой действует без помощи извне, сам, собственными усилиями побеждает врага.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Пирӗн хӗв-шухӑш — ӗҫ пулнӑ, тӑшмана ҫӗнесси…

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫӗршыва кирлӗ пулсан — каймалла, усӑллӑ пултӑр ҫеҫ, часрах тӑшмана ҫӗнтерме пулӑштӑр ҫеҫ…

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ухахви вара ӑнланнӑ: ҫӗршыва ҫӑлса хӑвармасӑр, тӑшмана хӑваласа ямасӑр, никам пичӗ ҫинче те савӑнӑҫ выляс ҫук.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӑрҫӑ пуҫлансан, ялти чылай ытти ачасемпе пӗрлех, Укахви те шкула ҫӳреме пӑрахрӗ: Тӑван ҫӗршывшӑн хаяр вӑрҫӑ пынӑ чух, пӗтӗм халӑх мӗнпур вӑй-халне тӑшмана пӗтерме панӑ чух кунсерен улт-ҫич сехет шкулта, икӗ сехет ҫул ҫинче, юлашкисене — кӗнеке ҫинче ларса ирттерме намӑс пекчӗ Укахвие.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Тӗрӗссипе вара, шӑп та шай ҫак ачасем тылра хастарлӑхпа палӑрнинчен фронтра салтаксем тӑшмана хирӗҫ мӗнле ҫапӑҫасси нумай килнӗ те.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ачисем синкерлӗ кунсен чӗрӗ палӑкӗсем // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/varca-achisem-sin ... kesem.html

Ҫавӑнта тӑшмана хирӗҫ ҫапӑҫса пуҫ хунӑ салтаксен пӗрлехи вил тӑприйӗ ҫинче палӑк ҫӗклесе лартнине, унта манӑн аттен ятне те ҫырса хунине пӗлтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗн вил тӑприне тӑван тӑрӑха илсе таврӑннӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshen-vil-tapri ... ranna.html

Ҫапла пулнӑран усал тӑшмана ҫӗнтернӗ!

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тӑшмана ҫапса аркатчӑр-ха совет салтакӗсем.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Вӑрҫӑра этем вӗҫсӗр-хӗрсӗр тӗтӗм-сӗрӗм витӗр утнӑ, чи хаяр тӑшмана ҫӗнтермелӗх вӑй-хӑватпа хаярлӑх ҫитернӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех