Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тӑшмана (тĕпĕ: тӑшман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мартӑн 21-мӗшӗнче И.Кокшинӑн роти 7 сехет хушши тӑшмана пӗр ҫӳллӗшӗнчен хирсе кӑларас, унтан хӑйсем ҫавӑнта ҫирӗпленсе юлас тесе ҫапӑҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Партизан пулса фашистсемпе кӗрешнӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d0%bf%d0%b ... %bd%d3%97/

Манӑн Андрюш та хӗрсе кайса тӑшмана илтерет, татти-сыпписӗр перет.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Ҫапла шухӑшларӑм ӑшра: «Ленинград патне ҫити чакнӑ пулсан та, эпир тискер тӑшмана ҫапса ҫӗмӗрес шанчӑка ҫухатман, вӑл шанчӑк пирӗн кашни атака, кашни ҫапӑҫу хыҫҫӑн ҫирӗпленсе пынӑ. Ҫак шанчӑк мана та тӑшманпа хаяррӑн кӗрешме вӑй-хал кӳретчӗ».

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Тӑшмана кӗтсе илме юнашар окопсенчи юлташсем те хатӗр: вӗсем те малалла тинкереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Левенчукпа Курбангалиев переҫҫӗ — усӑсӑр, тӑшмана лектереймеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Пулеметчиксем тӑшмана парӑнма пурпӗр шутламарӗҫ, шухӑшлама та хӑрушӑ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Вӗсем фашистсемпе хӑюллӑ кӗрешнӗшӗн мухтарӗ, анчах та, малашне хӑйсем тӗллӗн тӑшмана хирӗҫ тухма кирлӗ мар тесе, хытарсах каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ӑна та халь хӑш тӗлерех чупса пынине кураймаҫҫӗ пуль, анчах вӑл хӑш еннелле кайнине илтеҫҫӗ: ура айӗнче хӑрӑк туратсем хуҫӑлни тӑшмана систерет.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тӑшмана ытларах пӗтерес пулать!

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑл хӑйӗн юратнӑ Улькка йӑмӑкӗшӗн тӑшмана тавӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Федя каяс тесе ҫӗкленчӗ, шӑп та ҫав самантра Санюк икӗ хутчен ӳхлетсе илчӗ: Кирукпа Федя ҫавӑнтах тӑшмана кӗтме хатӗрленсе выртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Сире тӑшмана хирӗҫ кӗрешес ӗҫре пысӑккисем ертсе пымалла.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Пире пурӑнма паман тӑшмана канӑҫ пулмӗ!

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Малтанах амӑшӗ вӑрҫӑ вӗсен поселокӗ патне ҫитесси ҫинчен шутламарӗ, тӑшмана хамӑр чикӗрен кӗртсе ярас ҫук тесе шутланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

«Сирӗн тус-юлташӑрсем, пӗлнӗ ҫыннӑрсем, Тӑван ҫӗршывмӑр Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенчи тапхӑрти пекех тӑшмана парӑнтарас тесе хӑйсенчен мӗн килнине пӗтӗмпех пурнӑҫласа пыраҫҫӗ», – тенӗ Олег Николаев, хальхи пурнӑҫ таппинчи паттӑрсен ячӗсене уйрӑммӑн палӑртса хӑварнӑ, Раҫҫей халӑхне тӑнӑҫ пурнӑҫ парнелессишӗн вӑй хунине каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Ен кадет корпусӗнче "Чи кирли пирки уҫӑ калаҫу" урокӗ ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/14/oleg ... he-chi-kir

Раҫҫей ҫарӗ Донбасри мирлӗ халӑха упрассишӗн, вӗсене хӳтӗлес тесе тӑшмана хирӗҫ хар тӑма ялан хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Ен кадет корпусӗнче "Чи кирли пирки уҫӑ калаҫу" урокӗ ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/14/oleg ... he-chi-kir

Вӗсенчен 207-шӗ тӑшмана хирӗҫ паттӑррӑн ҫапӑҫса вӑрҫӑ хирӗнче ӗмӗрлӗхех пуҫӗсене хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул сарнӑ ӑстасене чыс та мухтав! // Галина ТАЛЛЯ. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

А.Ф.Егоров старшина мӗн вӑрҫӑ чарӑничченех 120 миллиметрлӑ миномет расчечӗн командирӗ пулса тӑшмана вутпа ҫунтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Алексей Егоров — пилӗк орден кавалерӗ // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... n-kavaler/

Эпир пурте пӗрле кар тӑрсан, мӗн пултарнӑ таран пулӑшсан ҫеҫ тӑшмана тӗп тума, ҫӗнтерӗве ҫывхартма пултаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

"Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр" акцие кашниех хутшӑнма пултарать // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11801 ... a-pultarat

Тӑшмана автоматран тӑхлан кӳптере-кӳптере, Неван алтӑклӑ-путӑклӑ, санлӑ-тӗмеллӗ шӑннӑ пӑрӗ тӑрӑх пӗтӗм вӑя карӑнтарса чупатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех