Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ ӑна чӗремри сӑваплӑран та сӑваплӑ вырӑнта тытса пӗтӗм ҫӗр тавра йӑтса ҫаврӑнтӑм, вӑл, металран тунӑ ҫак тӗлӗнтермӗш, чӗрӗ чун пек савӑнатчӗ, манпа пӗрле ҫӑлӑнатчӗ, хӗпӗртетчӗ, кунта килсе ҫитме васкатчӗ… —
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Вӑл ҫӗр ҫинчи кӗлӗ чатӑрӗнчен тем пекех аслӑ та чаплӑ, этем алли туман, ку тӗнчере пултарман Сӑваплӑран Сӑваплӑ Вырӑна кӗнӗ, 12. Вӑл унта качака юнӗ е пӑру юнӗ мар, Хӑй Юнне илсе кӗнӗ, Вӑл унта пӗр хут, анчах ӗмӗрлӗхе кӗнӗ те ҫынсене ӗмӗрлӗхе хӑтарнӑ.
Евр 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Иккӗмӗш чаршав хыҫӗнче «Сӑваплӑран Сӑваплӑ» теекен тепӗр пӳлӗм пулнӑ; 4. унта ылтӑн тӗтӗркӗч тата ӑшне те, тулашне те ылтӑн сӑрнӑ саккун арчи пулнӑ, арча ӑшӗнче манна тултарнӑ ылтӑн савӑт, Ааронӑн ҫулҫӑ сарнӑ туйи тата саккунӑн чул хӑмисем пулнӑ.
Евр 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Амӑшӗсемпе ача ӗмӗртекенӗсем вара тин ҫуралнӑ ачисене унта та кунта — хӑшне килӗнче, хӑшне урамрах хӑварса сӑваплӑран та сӑваплӑ Турӑ Ҫурчӗ патне чупнӑ.
3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Иерусалима ҫитсессӗн, вӑл аслӑ Турра парне кӳнӗ, тав тунӑ тата сӑваплӑ вырӑнта тума килӗшӳллӗ ытти ӗҫсене тунӑ; 10. унта кӗрсессӗн, вӑл унти чаплӑлӑхпа илемлӗхрен ҫав тери тӗлӗннӗ, Турӑ Ҫурчӗн ырӑ тирпейлӗхӗнчен тӗлӗннипе, Сӑваплӑран та Сӑваплӑ пӳлӗме те кӗрсе курасшӑн пулнӑ.
3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Йывӑр айӑпа сирме, ҫылӑхсене ҫӗтерме, йӗркесӗр ӗҫсене каҫарттарма, ӗмӗрлӗхе тӳрӗлӗхе ҫирӗплетме, курӑнупа пророкла калани ҫине пичет хума, Сӑваплӑран Сӑваплине ҫу сӗрсе яма санӑн халӑхупа санӑн сӑваплӑ хулу валли ҫитмӗл ҫичӗҫуллӑх палӑртнӑ.
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӗсене сӑваплӑ лаптӑкран ҫак ҫӗр, сӑваплӑран та сӑваплӑскер, левитсен чиккипе юнашарскер, тивӗ.
Иез 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫак шутран ҫирӗм пилӗк пин шалча тӑршшӗ, вунӑ пин сарлакӑш ҫӗр виҫсе ил, ҫакӑнта Сӑваплӑ вырӑн, Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм, вырӑнаҫӗ.
Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӗсем йӗрӗхсене иленнӗ халӑха ӗҫлесе тӑчӗҫ, Израиль килне йӗркесӗрлӗх енне илӗртрӗҫ, ҫакӑншӑн Эпӗ вӗсем ҫине аллӑма ҫӗклерӗм, ӗнтӗ вӗсене хӑйсен айӑпӗшӗн хаса ҫитӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ; 13. вӗсем Ман патӑма ҫывӑхараймӗҫ, апла Ман умӑмра кӗлӗ тӑваймӗҫ, Манӑн сӑваплӑ япаламсем патне, Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм патне пыраймӗҫ, хӑйсен намӑсне, хӑйсем тунӑ йӗрӗнчӗк ӗҫӗсене хӑйсемех йӑтӗҫ.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Турӑ Ҫурчӗн саккунӗ ҫакӑ: ту тӑрринчи пӗтӗм уҫлӑх, Турӑ Ҫурчӗн пӗтӗм тавралӑхӗ — Сӑваплӑран Сӑваплӑ Вырӑн; Турӑ Ҫурчӗн саккунӗ ҫакӑ!12. Вот закон храма: на вершине горы все пространство его вокруг - Святое Святых; вот закон храма!
Иез 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Шалта виҫрӗ: Турӑ Ҫурчӗн тӑршшӗ ҫирӗм чике, сарлакӑшӗ ҫирӗм чике пулчӗ, унтан мана каларӗ: «ку — Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм» терӗ.
Иез 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗмрен тухнӑ чухне халӑх хушшинче вӑл епле чаплӑн курӑнса тӑнӑ!5. Как величествен был он среди народа, при выходе из завесы храма!
Сир 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Священниксем ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине хӑйӗн вырӑнне, Турӑ Ҫурчӗн Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗмне, херувимсен ҫуначӗсем айне, лартса хунӑ.
2 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Соломон ҫапла вара Турӑ Ҫурчӗ валли кирлӗ пур япалана та туса ҫитернӗ: ылтӑн парне вырӑнӗ, парне ҫӑкӑрӗсем хумалли сӗтелсем, 20. таса ылтӑнран тунӑ ҫутаткӑҫсемпе вӗсен лампадисем, йӗрке тӑрӑх, Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм умӗнче ҫутмаллискерсем, 21. ылтӑнран, чи таса ылтӑнран, тунӑ чечексемпе лампадӑсем, 22. чи таса ылтӑнран тунӑ ҫӗҫӗсемпе тӗтӗркӗчсем, алтӑрсемпе ӑскӑчсем, Турӑ Ҫурчӗн алӑкӗсене вара — Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме кӗмелли шалти алӑксене тата сӑваплӑ пӳлӗме кӗмелли алӑксене — ылтӑнран тунӑ.
2 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме икӗ херувим туса лартнӑ, вӗсене касса кӑларнӑ, ылтӑнпа сӑрнӑ.10. И сделал он во Святом Святых двух херувимов резной работы и покрыл их золотом.
2 Ҫулс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм тунӑ: унӑн тӑршшӗ, Ҫурт сарлакӑшне кура, ҫирӗм чике пулнӑ, сарлакӑшӗ те ҫирӗм чике пулнӑ; ӑна чи лайӑх ултҫӗр талант ылтӑнпа сӑрнӑ.
2 Ҫулс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Аарона ятарласа Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм валли уйӑрса илнӗ, унӑн тата унӑн ывӑлӗсен ӗмӗр-ӗмӗрӗпех Ҫӳлхуҫа умӗнче ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелле, ӗмӗр-ӗмӗрӗпех Ӑна ӗҫлесе тӑмалла, Унӑн ячӗпе пиллесе тӑмалла пулнӑ.
1 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Ааронпа унӑн ывӑлӗсем вара парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесем кӳрсе тӑнӑ, тӗтӗрмелли парне вырӑнӗ ҫинче ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ; вӗсем Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗмри таса ӗҫсене тунӑ тата, Турӑ чури Моисей вӗрентсе хӑварнӑ пек, Израиль халӑхне ҫылӑхӗсенчен тасатса, уншӑн кӗлтуса, парне кӳрсе тӑнӑ.
1 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Священниксем Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине хӑйӗн вырӑнне — Турӑ Ҫурчӗн Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗмне, херувимсен ҫуначӗсем айне — лартса хунӑ.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Соломон Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи пур япалана та туса ҫитернӗ: ылтӑнран тунӑ парне вырӑнӗ, парне ҫӑкӑрӗсем хумалли ылтӑн сӗтел; 49. таса ылтӑнран тунӑ ҫутаткӑҫсем — вӗсем Ҫуртӑн кайри уйрӑмӗ умӗнче пиллӗкӗшӗ сылтӑм енче, пиллӗкӗшӗ сулахай енче пулнӑ; ылтӑнран тата чечексем, ҫу савӑчӗсем, хыпкӑчсем, 50. тирӗксем, ҫӗҫӗсем, алтӑрсем, ӑскӑчсем, тӗтӗркӗчсем тунӑ, шалти Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме кӗмелли алӑк тӑпсисене те, Ҫурт алӑкӗсен тӑпсисене те ылтӑнран тунӑ.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2