Шырав
Шырав ĕçĕ:
Смольнӑй институтне полковникрен тата чӑн-чӑн статски советник чинӗнчен кая мар ҫынсен хӗрӗсене хысна шучӗпе тата йӑхран йӑха пыракан дворянсен хӗрӗсене ҫулталӑкшар тӳлемелли майпа йышӑннӑ, вӗсене патша ҫуртӗнчи ӗҫлесе пурӑнмашкӑн тата светски пурнӑҫ валли хатӗрленӗ.
Смольнӑй институчӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%BC%D ... 1%87%C4%95
Хӑвах шутла-ха: хӑр тӑлӑх кӗтӳҫӗ ачи генерала, статски советник чинне ҫитме пултарнӑ вӗт!
XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Александр атте, хӑйӗнчен килес пулсан, Пазухина тахҫанах шкултан кӑларса ярӗччӗ, анчах ӑна Чӗмпӗр шкулӗн пуҫлӑхӗ хытӑ хӳтӗлет, унпа, статски советникпе, хирӗҫме Левашов ухмах мар-ха.
XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Хӑрушлӑхсем, ҫапӑҫура чакмалла пулнисем, ҫӗнтерӳсем, Наполеон ҫарӗпе тата ют ҫӗршывсемпе тӗл пулнисем — ҫаксем пурте вӗсен характерӗсене ҫирӗплетсе ҫитернӗ; хӑюллӑ, ырӑ кӑмӑллӑ, анчах инҫетех курайманскерсем, дисциплинӑна, ҫаклатса хунӑ тӑхасене нимрен те мала хураканскерсем, кунпа пӗрлех чыса та ҫирӗп упраканскерсем, вӗсем Российӑна хӑйсен аллинче Николайӑн ҫар чиновникӗсемпе статски салтакӗсен ӑрӑвӗ ӳссе ҫитӗниччен тытса тӑнӑ.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Тепӗр кунне Столыгин статски советникран вӑрӑм ҫыру илнӗ; вӑл Михайло Степанович чее сӑмахсемпе улталаса унӑн хӗрне пӗтермелле туса хуни, унӑн хӑйӗн юлашки шанчӑкне, юлашки ӗмӗтне пӗтерни ҫинчен калакан хыпар ӑна, старике, чӗреренех пырса тивни ҫинчен пӗлтернӗ; эсир илӗртнӗ жертва пурнӑҫӗ пирки иккӗленмелле ӗнтӗ, тенӗ.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
«Статски советник хӗрӗ Марья Валерьяновна Трегубская…»
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Статски советникӑн кухарки, Столыгин ӑна пӗр шурӑ хут укҫа тата хӑлха ҫаккисем пама пулнӑшӑн пулӑшса пынӑскер (чӑн та, Столыгин вӗсене ҫаплах илсе пырса паман-ха), сасартӑк кайран-малтан мӗн пулса тухассинчен хӑраса ӳкнӗ те, пӗр каҫхине, кӑштах ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ хыҫҫӑн, ашшӗне пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ҫак ӗҫ пирки тӑрӑшса ҫӳреме Столыгин ун чухне Мускавра ҫав тери пысӑк чапра тӑнӑ стряпчие, отставкӑна тухнӑ статски советнике, Валерьян Андреевич Трегубскине хушнӑ.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Пирӗн арҫын — ахаль арҫын ҫеҫ мар, вӑл ҫар ҫынни е статски; вӑл ҫирӗм ҫултан пуҫласах хӑйӗншӗн хӑй хуҫа мар; вӑл ялан ӗҫре: ҫар ҫынни — вӗренӳсенче, статски — протоколсем, выпискӑсем ҫырать, арӑмӗсем вара ҫав вӑхӑтра пӗтӗмпех купӑста-хӑяр тӑварлас е варенисем пӗҫерес ӗҫе парӑнмасан, французсен романӗсене вулаҫҫӗ.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Действительнӑй статски советник арӑмӗ.
«Уйӑхлӑ каҫ» соната // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
— Действительнӑй статски советник арӑмӗпе «эсир» тесе калаҫма ыйтатӑп эпӗ, — мӑнаҫлӑн асӑрхаттарать Мария Александровна.
«Уйӑхлӑ каҫ» соната // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Чӗмпӗр обществи умӗнче халӗ ӗнтӗ вӑл действительнӑй статски советникӗн тӑлӑх арӑмӗ мар, патшалӑх преступникӗсен амӑшӗ.
Ҫыру // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
— Ӑҫта кирлӗ ҫавӑнта сире, Иван Владимирович, действительнӑй статски советникӗн тӑлӑх арӑмӗ Мария Ульянова Таса Станислав орденӗн паллисене илме килӗшмест тесе пӗлтерме ыйтатӑп.
Таса Станислав орденӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Ҫакӑнта Действительнӑй Статски Советник тата Кавалер ИОГАННА ГЕНРИХОВИЧ ШТОКК ВЫРТАТЬ.Здесь ПОГРЕБЕН Действительный Статский Советник и Кавалер ИОГАНН ГЕНРИХОВИЧ ШТОКК.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Сӑмса хӑй вырӑнӗнчен уйрӑлса тӗрлӗ ҫӗрте статски советник чинӗпе ҫӳрени тӗлӗнмелле пулни ҫинчен каламалли те ҫук ӗнтӗ.
III // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.
Тепӗр чух ӗненмелле те мар, сасартӑк ҫав статски советник пулса хула тӑрӑх ҫӳресе мӗнпур хулана пӑхӑнтарнӑ сӑмса хӑйӗн вырӑнне, Ковалев майорӑн икӗ питҫӑмарти хушшине ним пулман пекех вырнаҫса ларнӑ.
III // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.
Ман паллакан ҫынсем нумай: Чехтарева статски советница, Подточина штаб-офицерша… тепӗр тесен, вӑл ҫакӑн пек хӑтланнӑ хыҫҫӑн эпӗ унпала полици урлӑ ҫеҫ калаҫатӑп-ха.
II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.
Кашни кӗҫнерникун эпӗ Чехтарева статски советница патӗнче хӑнара пулатӑп; Подточина Палагея Григорьевнӑпа унӑн пике пек хӗрӗ мана лайӑх пӗлеҫҫӗ, эсир хӑвӑрах шутласа пӑхӑр, манӑн малалла мӗн тумалла…
II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.
— Мӗнле майпа тарнине каласа пама пултараймастӑп; анчах халь вӑл, хӑйне статски советник вырӑнне хурса, хула тӑрӑх лавпа ҫӳрет.
II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.
Манӑн паллакан ҫынсем нумай: Чехтарева статски советница, Палагея Григорьевна штабс-офицерша…У меня много знакомых: Чехтарева, статская советница, Палагея Григорьевна Подточина, штаб-офицерша…
II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.