Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сашкӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑчӑрсем те, асан чӗпписем те куртӑмӑр, анчах кайӑк-кӗшӗке Сашкӑн Лӑска ятлӑ ула йытти хӳтере-хӳтере вӗҫтерчӗ.

Видели и рябчиков, и тетеревиные выводки, но дичь пугала взятая Сашкой пестрая собачонка Лыско, типичная сибирская лайка.

II // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.

Лена кашнине ӗҫ уйӑрса пачӗ: Чижикӑн, Сашкӑн тата Веселов хӗрӗсен учебниксем ҫыпӑҫтармалла, Петькӑн — таса хаҫатпа чӗркемелле, илемлӗ ҫыракан уксах Алешӑн хуплашки ҫине ҫырмалла.

Лена распределила работу: Чижик, Саша и девочки Веселовы должны были подклеивать учебники, Петька — завертывать их в чистую газету, а Алеша, у которого был красивый почерк, должен был надписывать.

Йӑрӑ Манька тӗнчене урӑхлатни // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Яков хӑйӗн хунарне илнӗ, Оськӑн компас пур, Ивушкин Сашкӑн — бинокль.

Яков захватил свой фонарь, Оська — компас, а Саша Ивушкин — бинокль.

IX сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Ҫав аҫамсӑр тата ҫине хураттарса тунӑ кӗске кӗрӗксӗр пуҫне Сашкӑн урӑх нимле пурлӑх та пулман.

Пожитков, кроме зипуна и дубленого полушубка, у Сашки не было.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑмаран тунӑ кровать ҫинче ут ҫийӗпе витсе хунӑ, чул пек пирченсе кайнӑ утӑ, тата Сашкӑн витӗрех лаша тарӗ шӑрши ҫапнӑ аҫамӗ выртнӑ.

На дощатой кровати лежало прикрытое попоной, сбитое камнем сено и весь провонявший конским потом Сашкин зипун.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех