Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Карасикова (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Машина ҫухӑртрӗ те, Натка ура ҫине тӑрса, Ваҫҫа Бубякинпа Карасикова тата ҫак пур лайӑх ачасене, ҫак пӗтӗм шавлӑ ешӗл лагерье ҫапла кӑшкӑрса каларӗ:

Машина рявкнула, и Натка, приподнявшись, крикнула Васе Бубякину и Карасикову и всем этим хорошим ребятам, всему этому шумному, зелёному лагерю:

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Вӑл халӗ ӗнтӗ вырӑнтан тапранмасӑр тӑракан Карасикова курнӑ та, Карасиковӑн ашшӗ шахтёр иккенне аса илнӗ.

Она видела Карасикова, который стоял теперь не шелохнувшись, и вспомнила, что отец у Карасикова — шахтёр.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Анчах хӗпӗртенӗ Карасиков хыҫалтан чупса ӑна виртлеме, «нӑйкӑш-мӑйкӑш!» теме пуҫласан, Алька чарӑнса тӑнӑ та Карасикова чулпа вӑрӑнтарнӑ.

Но когда обрадованный Карасиков припустился было вдогонку и закричал: «Плакса-вакса!», то Алька остановился и швырнул в Карасикова камнем.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Владик Карасикова ҫамкинчен шаклаттарчӗ, Карасиков сӑмах та чӗнеймерӗ, Владик таҫта кайса ҫухалчӗ.

Не успел отщёлканный Карасиков пикнуть, как озорной Владик уже исчез.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

— Е апла мар, — терӗ ҫӗвӗ шухӑш килсе кӗнӗ Владик, Карасикова чышкине кӑтартса.

— Или нет, — охваченный новой фантазией и показывая Карасикову кукиш, продолжал Владик.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Вара вӑл хӑйӗн аллинче хӗҫ пур пекех пит те паттӑрӑн аллипе сулса илчӗ те, нумаях та пулмасть пӗр ура ҫинче сиккелесе, нимӗн хӑрамасӑрах Карасикова «Карасик-ругасик» тесе виртлекен хӗрача ун ҫинелле кӑмӑлсӑрланса пӑхса илчӗ те, тем пулӗ тесе аяккалла сиксе ларчӗ.

И он так воинственно взмахнул рукой с воображаемой саблей, что та самая девчонка, которая ещё недавно, подскакивая на одной ноге, безбоязненно дразнила его «Карасик-ругасик», недовольно взглянула на него и на всякий случай отодвинулась подальше.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех