Шырав
Шырав ĕçĕ:
Иерусалимшӑн (тĕпĕ: Иерусалим) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
30. Эй тӑванӑмсем, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра асӑнса, Таса Сывлӑшӑн юратакан кӑмӑлне асӑнса сире хампа пӗрле маншӑн Турра тӑрӑшса кӗлтума тархаслатӑп: 31. манӑн Иудейӑри ӗненмен ҫынсенчен хӑтӑласчӗ, Иерусалимшӑн тӑвакан ӗҫӗм сӑваплӑ ҫынсене кӑмӑллӑ пултӑрччӗ, 32. Турӑ ирӗкӗ пулсассӑн, сирӗн пата савӑнса пырса сирӗнпе пӗрле лӑпланасчӗ.
Рим 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вара Иерусалимшӑн савӑнӑп, Хамӑн халӑхӑмшӑн хӗпӗртенӗп, унта текех йӗни те, ӳлени те илтӗнмӗ.
Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Унӑн тӳрӗлӗхӗ, ҫутӑ пек, ҫӗкленмесӗр, унӑн ҫӑлӑнӑҫӗ, ҫунакан ҫутаткӑҫ пек, килмесӗр Сионшӑн чӗнмесӗр тӑраймастӑп, Иерусалимшӑн калаҫмасӑр чӑтаймастӑп.
Ис 62 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иудея ҫӗрӗнче пурӑнакан Израиль ывӑлӗсем, Ассири патшийӗн Навуходоносорӑн ҫарпуҫӗ Олоферн халӑхсене мӗн кӑтартнине, вӑл вӗсен пӗтӗм таса вырӑнӗсене ҫӗмӗрсе-ҫаратса пӗтернине илтсессӗн, 2. питех те, питех те хӑраса ӳкнӗ, вӗсем Иерусалимшӑн тата хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗн Ҫурчӗшӗн сехӗрленнӗ, 3. мӗншӗн тесессӗн вӗсем нумай пулмасть тыткӑнран таврӑннӑ, нумай пулмасть ҫеҫ пӗтӗм Иудея халӑхӗ пӗрле пуҫтарӑннӑ, ӗнтӗ мӑшкӑл тунӑ савӑтсене, парне кӳмелли вырӑна, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тасатнӑ пулнӑ.
Иудифь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Соломона каланӑ: ҫапла тунӑшӑн, Манӑн халалӑмпа Манӑн йӗркемсене уяманшӑн, хӑвна мӗн хушнине астуса тӑманшӑн санран патшалӑха туртса илетӗп те хӑвӑн чуруна паратӑп; 12. анчах Давидшӑн, санӑн аҫушӑн, ҫакна Эпӗ сан ӗмӗрӳнте тумӑп, патшалӑхна сан ывӑлу аллинчен туртса илӗп; 13. пӗтӗм патшалӑхнех туртса илмӗп: Давид чурамшӑн, Хам суйласа илнӗ Иерусалимшӑн пӗр йӑхне сан ывӑлна парӑп, тенӗ.
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1