Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӗпчевҫӗсем шаннӑ тӑрӑх вӗсем калӑпӑшӗпе Ҫӗр чӑмӑрӗн уҫлӑхташне ҫывӑх Европа сийӗ ҫинчен тухакан тапса тӑракан шыв юписене сӑнама тивӗҫ.
Juno аппарат Юпитерӑн пӑрлӑ уйӑхӗ патне ҫывхарнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/33058.html
Кӗҫнерникун NASA-н Juno (Юнона) космос аппарачӗ Юпитерӑн Европа уҫлӑхташӗнчен 357 ҫухрӑмра вӗҫсе иртнӗ.
Juno аппарат Юпитерӑн пӑрлӑ уйӑхӗ патне ҫывхарнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/33058.html
Япӑх ҫанталӑк Хӗвеланӑҫ Европа ҫийӗн иртсе кайнӑ.
Италире вӑйлӑ ҫил тавралӑха сӑнамалли урапана ҫавӑрттарнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32693.html
Пӗтӗм край вара Европа пек аслӑччӗ.
«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html
Январӗн 12-мӗшӗнче «Уникс» Европа Кубокӗн ушкӑн тапхӑрӗсен юлашки матчӗнче «Ховентуд» Испани командипе тӗл пулса ӑна 75:78 шутпа выляса ячӗ.
Спорт хыпарӗсем // Сувар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 3 стр.
Кунсем сисӗнмесӗрех иртрӗҫ; Европа ҫинчен, Нил пуҫламӑшӗ-ҫӑл куҫӗсем, Гент планӗсем пирки калаҫусем вӑхӑта хӑвӑрт кӗскетрӗҫ; акӑ ҫула тухмалли кун ҫитсе тӑчӗ.
XVIII. Ливингстонпа сыв пуллашни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Чӑннипех те — ҫул ҫӳревҫӗсен нумай-нумай тӗслӗхре пӗтме пӳрнӗшӗн Европа обществи айӑплӑ мар-и-ха!
XVIII. Ливингстонпа сыв пуллашни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ҫак вӑй халиччен никам кӗмен чӑтлӑхсенелле хӑюллӑн ӑнтӑлать-ыткӑнать, шывсен юхӑмне тӗпчесе палӑртать, наян пирӗншӗн паллӑ мар мӗн пур юхан шыв-кӳлле уҫать, тусене виҫет те шутласа тухать, флорӑна фаунӑна тӗпчет, Европа музейӗсене пуянран та пуян коллекцисемпе пуянлатать, тискер йӑхсен мӗн пур юррине те кӗввине нотӑсене куҫарать, вӗсен юмах-халапне, легендисене ҫыра-ҫыра илет, вӗсен йӑли-йӗркине, вӗрӳ-суру чӗлхине тишкерет, вӗсене ал ӗҫне, ремесласене вӗрентет, ҫӗрпе тӗрӗс усӑ курма хӑнӑхтарать.
XVI. Аслӑ ӗмӗт // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Европа витӗмӗ анлӑрах та анлӑрах сарӑлать.
VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Хӑй вара хуласем, ҫуртсем, Европа ҫыннисен культурине йӑли-йӗрки ҫинчен, машинӑсем, ҫут ҫанталӑк, кӑмӑл-сипет пирки хапӑлласах каласа кӑтартать.
VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ҫавӑнпа та, промышленноҫри темиҫе кризис Европа ҫыннисене пекӗпе хурҫӑ калем темиҫе пус йӳнӗрехпе туянма май туса парсан, тавҫӑруллӑ ҫынсем векселӗмсене туянса пӗтерсен, — ҫак пӗтӗм лару-тӑру вара манӑн управляющие виле пытарнӑ чухнехи сӑнпа юлашкинчен ман пата кӗме хистесен, — вӑл мӗн хыпарлама пултарнине, урӑхла каласан — 1864 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнчи вунӑ сехет те аллӑ пилӗк минутра эпӗ ҫука тӑрса юлнине лӑпкӑн итлесен — унпа чунӑмри чаплӑ концерт хыҫҫӑнхи кӑмӑл-туйӑма аса илтерекен тӗлӗнмеллерех ҫутӑпа уйрӑлтӑм.
III. Сив чир // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Тӗтреллӗ сывлӑш ҫӗрӗшекен ӳсен-тӑранпа йӗпе чечексен усал-йывӑр шӑршипе тулсах ларнӑ, вӗсен тӗлӗнмеллерех капашӗсемпе тӗсӗсем Европа ҫыннисене темлерех туйӑмсемпе аптӑратаҫҫӗ; ку — тропик Африкин сывлӑшӗ.
II. Стэнлипе Гент // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Телеканал программисемпе ҫавна май республикӑра пурӑнакан ҫынсем кӑна мар, ҫавӑн пекех Раҫҫейӗн Европа пайӗнче пурӑнакан телекуравҫӑсем те паллашма пултарӗҫ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Юлашкинчен Европа пирки пуплеме пикенчӗҫ, — Тортон хӑйӗн ашшӗпе тин-терех ҫеҫ унтан таврӑннӑ-мӗн.Наконец заговорили об Европе, откуда недавно вернулся со своим отцом Тортон.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Чи тӗплӗ тӗпчевре вара Ази, Европа, Австралипе АПШ-ра пурӑнакан 47,4 пин ҫын даннӑйӗсемпе усӑ курнӑ.
Кунне 10 пин утӑм тумалли норма — халап кӑна // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31263.html
Ленин хӑй умӗнче «свидетельсен» сӑнӗсене — чапшӑн ниҫта кайса кӗрейми ҫӑтӑхакан, ытти мӗнпур ренегатсем пекех, йӑплака та йӗрӗнчӗк Григорий Алексинские курать; хӑй нихҫан никама вӗлермен пулин те, хӑйне «революционер-террорист» тесе вӗҫкӗнленекен, лапӑрчӑк сухаллӑ, пӗчӗк те йӑрӑ куҫлӑ этемккен — Бурцевӑн лӗкӗллӗ пиншакне курать; чапа хапсӑнакан, авкаланма-хӑлаҫланма юратакан тата анархистла юрлакан Борис Савинков дендие курать; ӗлӗкрех марксист пулнӑ Потресова тата большевик пулса пӑхнӑ Мешковские курать; Ленин ҫав мӗнпур «пулнӑ» ҫынсене, вӗсен профессорсенни майлӑ сухалӗсемпе кӳпшек пичӗсене йӑлтах курать, вӗсем ҫав тери вӗчӗрхенсе те сехӗрленсе каланӑ сӑмахсене илтет, ответ парать, вӗсем икӗпитленсе хуҫкаланнине, суйнине, намӑссӑрланнине, революцие курайманнине, массӑсенчен хӑраса ӳкнине, вӗсем вырӑс рабочи класӗ ҫине йӗрӗнсе пӑхнине, пролетари демократине ним вырӑнне те хуманнине тата Европа демократийӗ умӗнче — унти нӑйӑлти рабочи союзсемлӗ тата «марксистла» хупахсемлӗ буржуаллӑ демократи умӗнче пылаккӑн пуҫ тайнине тӑрӑ шыв ҫине кӑларать!
5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Чӑнах та, Европа хулисемпе сӑрт-тӑвӗсем тӑрӑх вӑл пайтах ҫуран ҫӳрерӗ, унӑн юханшывӗсемпе кӳллисенче чылай ишрӗ, конькипе чупрӗ, велосипедпа ярӑнчӗ.
1 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Ҫак тӑнлӑ та асӑрханса ӗҫлекен халӑха хирӗҫ вӑрҫӑ пуҫарса яма шухӑшличчен, вӗсем патне хӑйсен ҫыннисене хамӑр пата ҫителӗклӗ таран ярса пама ыр кӑмӑллӑн ҫырупа ыйтса ярсан та ҫителӗклӗ тесе шутлатӑп, мӗншӗн тесен вӗсем, чыслӑх, тӗрӗслӗх, чӑнлӑх, чӑтӑмлӑх, пӗр кӑмӑллӑх, паттӑрлӑх, туслӑх, ыр кӑмӑллӑх, шанчӑклӑх прависене пӑхӑнса пыма вӗрентсе, Европа цивилизацине ҫӳле ҫӗклеме пулӑшнӑ пулӗччӗҫ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫирӗм пин гуигнгнм Европа ҫарӗ варрине кӗрсе каяссине, вӗсем ҫар стройне аркатса ярассине, ҫар обозӗсене ӳпне-питне ҫавӑрса пӑрахассине, хӑйсен урисенчи чӗрнисемпе вирлӗн ҫапса салтаксенчен какай туса хурассине аса илни те ҫителӗклӗ пулӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Эпир, инҫетри ҫӗршывсене кайса ҫӳрекенсем, Европа ҫыннисемпе акӑлчансем сайра хутра кӑна ҫитсе куракан ҫӗршывсенче тинӗсре тата типӗ ҫӗр ҫинче пурӑнакан тӗлӗнмелле чӗрчунсем ҫинчен ҫӑмӑллӑнах ҫырса панӑ пулӑттӑмӑр.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.