Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пурӑнатчӗҫ унта ирӗкри казаксем, Шухӑран та шухӑ, маттуртан маттур Дон, Гребен, Яик ӑмӑрткайӑкӗсем…Там жили, проживали казаки — люди вольные, Все донские, гребенские да яицкие…
XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Гребен казак хӗрарӑмӗн илемӗ уйрӑммӑнах ҫакӑнпа тӗлӗнтерет: унта черкесла пит-куҫӑн тап-таса тӗслӗхӗ ҫурҫӗр хӗрарӑмӗсенни пек сарлака та тӗреклӗ пӳ-сипе пӗрлешсе ҫыхӑнса тӑрать.
IV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Кунсӑр пуҫне тата яланах йывӑр ӗҫе, арҫын ӗҫне туни, пӗтӗм хуйха-суйха хӑй ӗнсипе чӑтса ирттерме тивни гребен казак хӗрарӑмне уйрӑммӑнах ҫирӗп шухӑш-кӑмӑллӑ пулма май панӑ, унӑн алли-ури вӑйне, ӑс-тӑн ҫивӗчлӗхне тата хӑюлӑхне тӗлӗнмелле вӑйлӑ хӑпартса, ӳстерсе янӑ.
IV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ҫак мӑнтӑр, вӑрманлӑ тата ӳсентӑрансемпе пуян ҫӗр йӑрӑмӗ ҫинче мӗн авалтанпах хастар, хитре те пуян, кивӗ тӗне тытакан вырӑс ҫыннисем, гребен казакӗсем тесе чӗнекенскерсем, пурӑнаҫҫӗ.

- 1