Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Иосия — Амон ывӑлӗ, Иудея патши — пурӑннӑ вӑхӑтра Софонияна Ҫӳлхуҫа пӗлтерсе каланӑ сӑмах; Софония вӑл Хусий ывӑлӗ пулнӑ, Хусий — Годолия ывӑлӗ, Годолия — Амория ывӑлӗ, Амория вара Езекия ывӑлӗ пулнӑ.
Соф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Исмаил, Нафания ывӑлӗ, Массифӑран вӗсене хирӗҫ тухса йӗре-йӗре утса пынӑ, вӗсене тӗл пулсассӑн ҫапла каланӑ: Ахикам ывӑлӗ Годолия патне кайӑр.
Иер 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫиччӗмӗш уйӑхра ҫапла пулнӑ: патша йӑхӗнчен тухнӑ Исмаил — Елисам ывӑлӗн Нафанийӑн ывӑлӗ — тата патша улпучӗсемпе тепӗр вунӑ ҫын Ахикам ывӑлӗ Годолия патне Массифӑна пынӑ, унта, Массифӑра, пурте пӗрле ларса апат-ҫимӗҫ ҫинӗ.
Иер 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Анчах Годолия — Ахикам ывӑлӗ — Карей ывӑлне Иоанана ҫапла каланӑ: ун пек ан ту, Исмаил пирки эсӗ тӗрӗс мар калатӑн, тенӗ.
Иер 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах Ахикам ывӑлӗ Годолия вӗсене ӗненмен.
Иер 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫав хушӑра Карей ывӑлӗ Иоанан тата пушхире пытаннӑ ҫар пуҫлӑхӗсем Годолия патне Массифа хулине пынӑ та 14. ӑна каланӑ: эсӗ Аммон ывӑлӗсенӗн патши Ваалис кунта Исмаила, Нафания ывӑлне, сана вӗлерме янине пӗлетӗн-и? тенӗ.
Иер 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Моав ҫӗрӗнчи, Аммон ывӑлӗсен ҫӗрӗнчи, Идумейӑри тата ытти ҫӗршывсенчи иудейсем те Вавилон патши иудейсен пӗр пайне хӑварса вӗсен пуҫлӑхӗ пулма Сафан ывӑлӗн Ахикамӑн ывӑлне Годолийӑна лартни ҫинчен илтнӗ; 12. вара ҫак иудейсем пурте хӑйсене хӑваласа янӑ вырӑнсенчен Иудея ҫӗрне Годолия патне Массифа хулине таврӑннӑ, вӗсен ӗнтӗ ҫуллахи ҫимӗҫӗ те, эрехӗ те ытлӑ-ҫитлӗ пулнӑ.
Иер 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Годолия — Сафан ывӑлӗн Ахикамӑн ывӑлӗ — вӗсене, вӗсен ҫыннисене шантарса ҫапла каланӑ: халдейсене пӑхӑнса пурӑнма ан хӑрӑр, ҫак ҫӗр ҫинче юлӑр та Вавилон патшине пӑхӑнса пурӑнӑр, сире лайӑх пулӗ; 10. эпӗ вара Массифа хулинчех юлӑп та хамӑр патӑмӑра килсе ҫӳрекен халдейсем умӗнче халӑх ячӗпе калаҫӑп; эсир эрех, ҫуллахи ҫимӗҫсем, ҫу пуҫтарӑр, вӗсене хӑвӑр савӑтӑрсене тултарӑр, хӑвӑр йышӑннӑ хулӑрсенче пурӑнӑр, тенӗ.
Иер 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вара Годолия патне Массифа хулине хӑйсен ҫыннисемпе пӗрле Нафания ывӑлӗ Исмаил, Карей ывӑлӗсем Иоананпа Ионафан, Фанасмеф ывӑлӗ Сераия, Нетофафа хулинчен Офи ывӑлӗсем тата Махафа ывӑлӗ Иезония ҫитнӗ.
Иер 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Иеремия вара Ахикам ывӑлӗ Годолия патне Массифа хулине кайнӑ, ун патӗнче, ҫӗршыврах хӑварнӑ халӑх хушшинче пурӑннӑ.
Иер 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Кунта юлас тесессӗн Годолия патне — Сафан ывӑлӗн Ахикамӑн ывӑлӗ патне — кай, ӑна Вавилон патши Иудея хулисен пуҫлӑхӗ туса хучӗ, ӗнтӗ унпа пӗрле халӑх хушшинче юл; е кӑмӑлу ӑҫта туртать, ҫавӑнта кай, тенӗ.
Иер 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Матфан ывӑлӗ Сафатия, Пасхор ывӑлӗ Годолия, Селемия ывӑлӗ Юхал тата Малхия ывӑлӗ Пасхор Иеремия халӑха ҫак сӑмахсене каланине илтнӗ: 2. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ҫак хулара юлакансем хӗҫпе, выҫӑпа, мур чирӗпе вилсе пӗтӗҫ, халдейсем патне тухакансем вара чӗрӗ юлӗҫ, пурӑнӑҫӗ тупӑш вырӑнне пулӗ те вӗсене, вӗсем пурӑнӗҫ.
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эпӗ Иазанияна — Авациния ывӑлӗн Иеремийӑн ывӑлне — унӑн тӑванӗсене, унӑн пур ывӑлне, Рехавӑн пӗтӗм кил-йышне чӗнсе илтӗм те 4. вӗсене Турӑ Ҫуртне, Анан — Турӑ ҫыннийӗн Годолия ывӑлӗн — ывӑлӗсен пӳлӗмне илсе кӗтӗм, ҫав пӳлӗм улпутсен пӳлӗмӗ ҫывӑхӗнче, Турӑ Ҫурчӗн уратине хураллакан Маасейӗн, Селлум ывӑлӗн, пӳлӗмӗ тӑрринче вырӑнаҫнӑччӗ; 5. Рехав килӗн ывӑлӗсем умне эрех тултарнӑ кӑкшӑмпа куркасем лартрӑм та: эрех ӗҫӗр, терӗм.
Иер 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Годолия вӗсен умӗнче тата вӗсен ҫыннисем умӗнче тупа туса ҫапла каланӑ: халдейсене пӑхӑнса тӑрассинчен ан хӑрӑр, ҫак ҫӗр ҫинче вырӑнаҫӑр та Вавилон патшине пӑхӑнса пурӑнӑр, вара хӑвӑрах аван пулӗ, тенӗ.
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вавилон патши Годолийӑна пуҫлӑха лартнине пӗлсессӗн, ҫарпуҫсемпе вӗсен ҫыннисем Годолия патне Массифа хулине пынӑ, вӗсем ҫак ҫынсем пулнӑ: Нефания ывӑлӗ Исмаил, Карей ывӑлӗ Иоханан, Нетофафри Танхумеф ывӑлӗ Сераия, Мааха ҫыннин ывӑлӗ Иезания — ӗнтӗ ҫак ҫынсем тата вӗсен ҫыннисем пынӑ.
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1