Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лайӑх вылякан команда членӗсене палӑртса хӑварасшӑн: команда капитанӗ — Гера Смирнов, вратарь — Саша Антонов, вылякансем — Гера Дмитриев, Коля Гаврилов, Алеша Яковлев, Петя Хораськин, Гена Хораськин, Веня Чернов, Миша Иванов, Леня Хораськин, Минсеит Купиров, Минсагит Купиров, Ринат Мухаметзянов.
«Сӑран мечӗк» пӗрлештернӗ // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d1%81a%d1% ... 80%d0%bde/
«Чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ» ята Фарит Сафиуллин («Кубня»), «Чи лайӑх ҫыхӑнтаракан» ята Даниил Кузнецов («Скала»), «Чи лайӑх тапӑнса вылякан» ята Адель Каюмов («МетПласт»), «Чи лайӑх вылякан» ята Иван Карзаков («Спартак-Исаково») ҫӗнсе илнӗ.
Йӑлана кӗнӗ ӑмӑрту иртнӗ // С.ОРЛОВ. http://kasalen.ru/2022/10/28/%d0%b9a%d0% ... 82%d0%bde/
Ҫапла ӗнтӗ ҫӗрлехи нӳрлӗхрен тата тропикре чӗреслетсе ҫӑвакан ҫумӑрсенчен хӳтлӗх тунӑскер, вӑл малалла каять, хӑй тӗлӗнче мӑльт-мӑльт! туса вылякан ҫӑлтӑрсем пек, ним чӗнмесӗр, хӑй тум-тирӗн хутламӗсемпе вылякан ҫеҫенхирти ҫил пек, ним хуйхӑсӑр каять.
Пролог // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ҫак хура куҫлӑ пӗчӗкҫӗ ача кирек ӑҫта пырсан та — ҫерем ҫинче нимӗн хуйхӑсӑр ларакан, вылякан окябреноксем хушшинче, уҫланкӑра, пуҫсӑр маттур ачасем хусахла, вӑрӑ-хурахла выляма чупнӑ ҫӗрте-и, ӳссе ҫитнӗ комсомолецсем алхаса-алхаса волейболла вылякан площадкӑра-и, — пур ҫӗрте те ӑна пит хавас пулнӑ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Залра юмахри тӗрлӗ персонажсене талантлӑ вылякан ҫамрӑк артистсене пурте алӑ ҫупнӑ.
Пишпӳлекри 1-мӗш вӑтам шкул ҫумӗнчи лагерьти юмахпа спорт кунӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... un-3811922
Ачасем каласа пачӗҫ мана эсир вылякан вӑйӑ ҫинчен.
Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77
— Кун та иртмест пулӗ ху епле тӑрӑшни ҫинчен пире пӗлтерменни, — шахмӑтла вылякан Толя Миргалим енне ҫаврӑнса пӑхрӗ.
XIV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Акӑ каччӑн кӑвак куҫӗсенче сиксе вылякан хаваслӑх хӗлхемӗ ҫухалчӗ.
VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Ҫӑра вӑрӑм курӑка сире-сире, тайга тӑрӑх ҫулсӑр-мӗнсӗр утрӗ, юлашкинчен, шавлӑ Сухахэ хӗррине пырса, пӗр вӑхӑт хӗвел ҫинче ялтӑртатса вылякан таса ҫутӑ шыв ҫине пӑхса тӑчӗ.
VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Сӗтел хушшинче хӗрсе картла вылякан шурфовщиксем, апат ҫиме пуҫтарӑннӑ Тольӑпа Игоре, пӑрӑнса, вырӑн пачӗҫ.
V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Урамра шавласа вылякан ача-пӑча сасси ман шухӑшсене татрӗ.
VIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
1957 ҫулхи акан 20-мӗшӗнче «Сент-Луис чӗмӗ» кӗнекене (ӑна Линдберг вӗҫевӗ 30 ҫул тултарнине халалласа кӑларнӑ) экранизациленӗ, Линдберга унта Джеймс Стюарт актёр вылянӑ, вӑл та АПШ СҪВ хӗсметӗнче тӑнӑ тата хӑй вылякан герой званийӗпех (бригада генералӗ) отставкӑна тухнӑ пулнӑ.
Чарльз Линдберг // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A7%D0%B0%D ... 1%80%D0%B3
Меллӗ самантпа усӑ курса Артемий Васильев тапӑнса вылякан шайбӑна хапхана площадка варринченех вӑркӑнтарчӗ: 4:2!
«Яльчики» командӑн тренерӗ — Патреккелтен // Елена ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %82%d0%b5/
Ял илемӗ пулнӑ вӑл купӑспа вылякан ҫын.
Геннадий Борисова – 75 ҫул // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/1 ... %83%d0%bb/
Хӑв тӑхӑнтартни ҫитмен тата, урамра вылякан ачасене пурне те ӑна пӗрер те икшер «шлепке» тӑхӑнтартма ирӗк панӑ эс.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Ахӑртнех, вӑл вылякан ачасене йыхӑрать пулас, унсӑрӑн лешсем шуйланмӑччӗҫ.
Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.
Те Хусанта ӑста ӳкернӗрен, те хӑй кинора вылякан артистсем пек фотоаппарат умӗнче ларма пӗлнӗрен, ӳкерчӗкӗсене вӑрахчен алӑран ярас килмест.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Сехмет-и? — тепӗр хут асӑнса илчӗ те Дуся, ун пит-куҫӗнче вылякан савӑнӑҫ ҫухалчӗ.
XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хайхискерсем ун-кун пӑхкаласа илчӗҫ те хӗрсемпе вылякан Ҫеруш патне пычӗҫ, кӗскен тем пирки калаҫрӗҫ.
Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.
Пачӑшкӑ ӗнӗрлесе кӗлӗ вулани, ҫунакан ҫуртасем ҫӑтӑр-ҫатӑр туса илни, кинемейсем пачӑшкӑна пулӑшас тесе ун хыҫҫӑн юрлама хӑтланни, тӗне кӗртме илсе килнӗ ачасем хӑраса шӑппӑн е кас-кас хыттӑн йӗни, хӗрлӗ тӗспе сӑрланӑ урай тӑрӑх ахаль ҫынсен хура, сарӑ, хӑмӑр пушмакӗсем куҫкалани, ӑнсӑртран тухакан тӗрлӗ сасӑ маншӑн килӗшӳллӗ оркестр вылякан асамлӑ, пурне те хӑйӗн вӑйне пӑхӑнтаракан кӗвӗ пекех туйӑнчӗҫ.
Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.