Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Володя сăмах пирĕн базăра пур.
Володя (тĕпĕ: Володя) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алешӑпа Володя революционерсен кружокӗсене ҫӳремен, вӗсем юлташӗсемшӗн куляннӑ.

Алеша и Володя в революционном кружке не состояли, но они переживали за товарищей.

Тӑххӑрмӗш пай // .

— Пирӗн Николай Шелгунова арестлерӗҫ, — пӗлтерчӗ ашшӗне Володя.

— У нас сейчас арестовали Николая Шелгунова, — сказал Володя.

Тӑххӑрмӗш пай // .

— Киле кайма вӑхӑт, атте пӑшӑрханӗ тата, — терӗ Володя.

— Нам нужно идти, а то отец рассердится, — сказал Володя.

Тӑххӑрмӗш пай // .

Яблочков хӑй ҫав ҫуртра пурӑнать тет, кӑмӑл тӑвакансене вара хваттерӗнче хӑйӗн ламписене кӑтартать тет, — хушса хучӗ Володя.

А в квартире каждый день устраивает показ своих ламп для всех желающих, — заметил Володя.

Тӑххӑрмӗш пай // .

Алексей Крыловпа Володя Менделеев та кунтах, Яблочков ламписем кӳрекен ҫутӑпа киленеҫҫӗ.

Алексей Крылов и Володя Менделеев тоже стоят здесь же, любуются лампами Яблочкова.

Тӑххӑрмӗш пай // .

Тӗрӗслев результатне Алешӑпа Володя штурмана пӗлтерчӗҫ, унтан вахта журналне ҫырса хучӗҫ те карап хӑш вырӑна ҫитнине вӗренӳ картти ҫинче ункӑ туса палӑртрӗҫ.

Тогда Алеша и Володя доложили результат штурману, занесли его в свой вахтенный журнал и отметили кружком место корабля на учебной карте.

Саккӑрмӗш пай // .

Володя вӑхӑта паллӑ тӑвать.

Володя отметил время.

Саккӑрмӗш пай // .

Володя секундӑсен йӗппи куҫнине тимлӗн сӑнама пуҫлать.

Володя стал внимательно следить за секундной стрелкой часов.

Саккӑрмӗш пай // .

Алешӑпа Володя Менделеевӑн секстант пулӑшнипе хӗвел мӗн ҫӳллӗшӗнче пулнине, ун тӑрӑх карап хӑш вырӑнта пулнине палӑртмалла.

Алеша в паре с Володей Менделеевым с помощью секстанта должен был измерить высоту солнца и по ней определить место корабля.

Саккӑрмӗш пай // .

Авӑ, пур чухне те хӑйне лӑпкӑ тытакан Миша Глотов тӑрать, пур ӗҫе те тимлӗ шухӑшласа тӑвакан Володя Менделеев, тирпейлӗ Те йӑрӑс Костя Шведе, мухтанчӑк та чӑрсӑр (пурпӗрех лайӑх юлташ) Лев Володин…

Вот во всем умеренный, спокойный Миша Глотов, строгий и вдумчивый Володя Менделеев, аккуратный, подтянутый Костя Шведе, хвастун и забияка Лев Володин — впрочем, хороший товарищ.

Ҫиччӗмӗш пай // .

Горький Володя патне ҫырнӑ ҫыруран эпир шкулти плакат валли пӗр фразине те илсеттӗмӗр…

Одну фразу из письма Горького Володе мы взяли как тему для школьного плаката…

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // .

Доктор вӗсене Горький патне вӑрттӑн яратчӗ те, унтан вара Горькипе Володя ҫырусем те ҫӳрете пуҫларӗҫ вӗт.

Вы знаете, доктор тайком посылал их Горькому, и потом у Володи была переписка с Горьким.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // .

Хӑй мана Володя ҫинчен калаҫма тытӑнсан пӳлнӗ пек пӳлмелле марччӗ-ха ӑна манӑн.

Но мне не нужно было останавливать её, как она остановила меня, когда я заговорил о Володе.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // .

Эпӗ Володя ҫинчен пӗлнине куҫран пӑхсах сисрӗ вӑл, анчах йывӑра асӑнса чунне ыраттарас мар тенипе пайтах вӑхӑт хушши ун ҫинчен каламарӗ, пӗрле тӗл пулсанах, ҫинчех калани мана та хуйха ӳкернӗ пулӗччӗ терӗ пулас, туйрӑм ӑна эпӗ хам та.

С первого взгляда она поняла, что я знаю о Володе, но долго не говорила о нём из того душевного такта, который — я это почувствовал — не позволил ей так сразу, в первые минуты встречи, заставить меня разделить с нею горе.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // .

Кӳршӗ пӳлӗмре Володя ҫепӗҫҫӗн утса иртетчӗ те урай хӑмисем ҫӑтӑртатса илетчӗҫ.

Осторожно поскрипывали в соседней комнате половицы под лёгкими шагами Володи.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // .

Пирӗн ытарма ҫук лайӑх пуранакан ҫуртӑмӑра тем акӑш-макӑш пысӑк чул майсӑр килсе пӑрахнӑ пек пулчӗ, халӗ ӗнтӗ ҫав чул ҫинчен шухӑшламасӑрах калаҫмалла, кулмалла иккен, унтан, Володя пек, вилсе выртмалла пулать.

Точно что-то огромное, каменное, неудобное было внесено в дом, где мы прекрасно жили, и теперь, чтобы разговаривать, танцевать и смеяться, не думая об этом каменном и неудобном, нужно было умереть, как умер Володя.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // .

Анчах эпӗ ҫавӑн пек пысӑк та сарлака хулпуҫҫиллӗ ҫынна ҫав кӑвак куҫлӑ пӗчӗк Володя пулнине ниепле тавҫӑрса илеймерӗм, сӑвӑсем те ҫыратчӗ-ха вӑл, мана пӗрре Буськӑпа Тога йытӑсене кӳлсе лартса ҫӳренӗччӗ.

Но я никак не мог догадаться, что этот огромный, плечистый парень и есть тот самый Володя с детскими синими глазами, который писал стихи и катал меня на собаках Буське и Тоге.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // .

Хуҫалӑх пуҫлӑхӗ вӑл унта, Володя калать вара, унсӑр вӑл, алӑсӑр пекех, тет.

Заведует хозяйством. И Володя говорит, что он без него как без рук.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // .

Володя патӗнче паллашрӑмӑр.

— Познакомились у Володи.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // .

Володя ятлӑ ывӑлӗ ун ҫарта Ленинград фронтӗнче пулнӑ, доктор вара вӑрҫмалла чух шуйттан кӗрекине ларас мар тенӗ.

Его сын Володя был в армии на Ленинградском фронте, и доктор считал, что надо воевать, а не сидеть у чёрта на куличках.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // .

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех