Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ахан (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
36. Эпӗ ҫапла хуравласа каларӑм: чӑн малтанах Авраам Содом ҫыннисемшӗн кӗлтунӑ; Моисей пушхирте ҫылӑха кӗнӗ ашшӗсемшӗн кӗлтунӑ; 37. ун хыҫҫӑн Иисус вара Ахан вӑхӑтӗнче Израильшӗн кӗлтунӑ; 38. Самуил ӗнтӗ Саул вӑхӑтӗнче — халӑхшӑн, Давид — мур чирӗпе вилекенсемшӗн, Соломон — Турӑ Ҫуртне тасалӑх тивлечӗ кӳме пынисемшӗн; 39. Илия — ҫумӑр кӗтекенсемшӗн тата вилнӗ ачана чӗртсе тӑратассишӗн; 40. Езекия — Сеннахирим вӑхӑтӗнче халӑхшӑн; тата ыттисем те кӗлтунӑ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Паян эсир Ҫӳлхуҫана хирӗҫ тӑратӑр, ыран вара [Ҫӳлхуҫа] Израилӗн пӗтӗм халӑхне ҫилленӗ; 19. ытах та сире хӑвӑр тытса тӑракан ҫӗр таса мар пек туйӑнать пулсассӑн, эсир Ҫӳлхуҫа ҫӗрне, Ҫӳлхуҫанӑн кӗлӗ чатӑрӗ ларакан ҫӗре, куҫӑр та пирӗн хушшӑмӑрта еткер ҫӗр илӗр, анчах Ҫӳлхуҫанӑн, хамӑр Туррӑмӑрӑн, парне вырӑнӗсӗр пуҫне тепӗр парне вырӑнӗ туса, эсир Ҫӳлхуҫана хирӗҫ ан тӑрӑр, пире хирӗҫ те ан тӑрӑр; 20. Зара ывӑлӗ Ахан тупаланӑ япалана илсе, пӗр-пӗчченех усал ӗҫ тумарӗ-и? ҫилӗ вара пӗтӗм Израиль халӑхӗ ҫине ӳкмерӗ-и? йӗркесӗр ӗҫӗшӗн вӑл хӑй пӗччен кӑна пӗтмерӗ, тенӗ.
Нав 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ахан ҫине темӗн ҫӳллӗш чул купи купаласа хӑварнӑ, вӑл халичченех сыхланса юлнӑ.26. И набросали на него большую груду камней, которая уцелела и до сего дня.
Нав 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Иисус ҫынсем янӑ та, лешӗсем чатӑра [тапӑра] чупса кайнӑ; хайхи япаласене пурне те Ахан чатӑрне пытарнӑ пулнӑ, кӗмӗлӗ чи аялта пулнӑ.
Нав 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ахан Иисуса хуравласа каланӑ: чӑн, эпӗ Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче ҫылӑха кӗтӗм, ҫапла-ҫапла турӑм: 21. туртса илнӗ япаласем хушшинче эпӗ питех те илемлӗ Сеннаар тумтирӗ, икҫӗр сикль кӗмӗл тата аллӑ сикль таякан ылтӑн катӑкӗ куртӑм; ӗнтӗ кӑмӑла кайрӗ те — илтӗм; ӑна хамӑн чатӑрта ҫӗр айне пытарса хутӑм, кӗмӗлне чи аяла [пытартӑм], тенӗ.
Нав 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Тепӗр кунхине Иисус ирех тӑнӑ та Израиль халӑхне йӑхӑн-йӑхӑн пухӑнса пыма хушнӑ, кӑтартни Иуда йӑхӗ ҫине тухнӑ; 17. Иуда йӑхне ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе пыма хушсассӑн, кӑтартни Зара ӑрӑвӗ ҫине тухнӑ; Зара ӑрӑвне кил-йышӗ-кил-йышӗпе пыма хушсассӑн, кӑтартни Завдий [кил-йышӗ] ҫине тухнӑ; 18. Завдий кил-йышне пӗрер ҫыннӑн пыма хушсассӑн, кӑтартни Ахан ҫине — вӑл Иуда йӑхӗн ҫынни, Хармий ывӑлӗ пулнӑ; Хармий вара — Завдий ывӑлӗ, Завдий — Зара ывӑлӗ пулнӑ — тухнӑ.
Нав 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ахан — Иуда йӑхӗн ҫынни, Хармий ывӑлӗ пулнӑ; Хармий вара — Завдий ывӑлӗ, Завдий — Зара ывӑлӗ пулнӑ — тупаланӑ япалана илнӗ, ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсене питӗ хытӑ ҫилленнӗ.
Нав 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1