Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Атту сăмах пирĕн базăра пур.
Атту (тĕпĕ: атту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Орёлла укҫа ывӑтмалла вылятпӑр пулсан — тепӗр меслет, атту вӗт пур енчен те куҫкӗрет атака курӑнса тӑрать.

Кабы в орлянку играли — другое дело, а то по всему видать — лобовая атака.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

 — Сан хыҫран эпӗ, Нестеренко, атту тахӑшӗ хӗсӗнсе кӗрет унта!.. —

— Нестеренко, я за тобой, а то втискался в борщ якой-ся овощь…

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

— Эпир, Павлуша, япаласемпе сан вырӑнна куҫатпӑр, — терӗ Михал Михалыч, — атту ку анкӑ-минкӗ, юрасшӑн тӑрӑшса, вӑрҫӑллӑ коммунизм йӗркипе тата тем туса хурӗ.

— Мы, Павлушка, перебазируемся на твою площадь, — сказал Михал Михалыч, — а то этот услужливый балбес еще чего-нибудь набедокурит.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Атту ак, сӑмахран, эсӗ пӗлетӗн ӑна, Павлуша… (хушаматне уйӑрса илеймерӗм эпӗ).

А то вот, к примеру, Павлушка, ты его знаешь (следовала какая-то фамилия, я не разобрал).

Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Атту курма пӳрни ҫинчен калас тенӗ ҫӗртенех темле шухӑша пырса тӑрӑнасси пулӗ…

А то хотел про неизбежность, а завел оглоблями в скирду соломы…

Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Атту вӗсене эпир ҫичҫӗрминне яратпӑр.

А то зашлем их в тартарары.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

— Каяр, — терӗ Сучилин, — атту ҫав анкӑ-минкӗ Никита лашасемпе ҫӳле кайӗ тата…

— Пойдем, — сказал Сучилин, — а то этот обормот Никита угадает с конями наверх…

Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ку пӗрремӗш кӑна пулсан та пырӗччӗ хуть, атту вӗт эсӗ кунашкал мыскарана, ман шутпа, тӑваттӑмӗш хут турӑн ӗнтӗ…

Если бы это было впервые, а то подобный трюк ты повторял уже, по-моему, четыре раза…

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Атту сасартӑк кайӗҫ те.

А то вдруг уедут?

Тухса кайнӑ кун // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Атту сана юр ҫапать унта!

 — А то тебя снегом засекет!

Тухса кайнӑ кун // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

— Юр тасатма кӗреҫе парӑр-ха, атту хапха уҫӑлмасть.

Дайте лопату снег расчистить, а то ворота не открыть.

Тухса кайнӑ кун // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Серёжа хӑйӗн кӗпи йӗпеннине кӑтартмарӗ, атту вӗсем шӑв-шав ҫӗкленӗ пулӗччӗҫ, тепӗр кӗпе тӑхӑнтартса вӑрҫнӑ пулӗччӗҫ.

Сережа скрыл, что у него мокрая рубашка, а то бы они подняли свой шум и стали его переодевать и ругать.

Ӑнланма май ҫук япала // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Атя тӑкӑрлӑк урлӑ каятпӑр, атту Лида ҫыпӑҫма пултарать.

Идем через проулок, а то Лидка увяжется.

Ваҫкӑпа унӑн пиччӗшӗ // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Атту санӑн ялан «пуль» те «пуль», вӗренӳ ҫулӗ ҫитет те ак, каллех сана сӗтӗрме пуҫлаҫҫӗ…

 — А то «наверно» да «наверно», а учебный год начнется — и пойдет твоя волынка опять сначала.

Женька // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Анчах пысӑк ачасен унпа ярӑнма юрамасть, терӗҫ слесарьсем; атту вӑл каллех ҫӗмӗрӗлсе каять.

Только чтоб большие ребята на нем не катались, сказали слесари; а то он опять развалится.

Велосипед туянаҫҫӗ // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

— Пӑрӑнӑр, атту эп сире таптаса каятӑп!

 — Отойдите, а то я вас задавлю!

Велосипед туянаҫҫӗ // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Атту пулсан хамӑн пӗтӗм кил-йыша боецсем умне, кӑларса тӑратӑттӑм та, чи аслӑ командирне ҫапла калӑттӑм: сана, командир тата санӑн пур боецсене те куҫран тӳрӗ пӑхма пултаратӑп.

А то вывел бы я все свое семейство перед бойцами и самому старшему командиру сказал бы: Могу тебе, командир, прямо в глаза смотреть и всем твоим воинам.

10 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

— Эп пӗлетӗп ӑна… атту пулсан эп килес те ҫук…

— Я знаю… а то бы я не пришла…

8 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Атту, хӑваласа ҫитес-тӑккин, ман тӗле пиҫетчӗ-ха пӗр-пӗр ӗнсе кукли.

А то, если б догнал, не сдобровать мне.

4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Ӑна сывлӑшра силлесе тарӑхтармалла мар, атту вӑл вӗҫев ҫинчен тарӑхса ҫеҫ асӑнма пултарать.

А не трепать его в воздухе так, чтобы он вспоминал о полете с отвращением.

Автортан // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех