Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Атту сăмах пирĕн базăра пур.
Атту (тĕпĕ: атту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ну, тата тепрер — вара пашалу пӗҫерме чупас пулать, атту ав тато таврӑнать.

Ну, еще разок — и надо бежать печь лепешки, а то вон уже тато возвращается.

Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Лелька каюта тӑрӑх сӗтеле, вырӑна шыва путасран хӑтӑлма пробка тултарса тунӑ пысӑк ункӑсене хыпашласа пӑхса ҫӳрет, амӑшӗ каллех ывӑлне вӗрентсе калать: куккуна итле, мӑн ҫынсемсӗр шыва ан кӗр — турӑ сыхлатӑрах! — пӗчӗк ача пек малтанах тутлӑ кукӑльсене ан ҫи, унччен пӗҫернӗ какай тата хытӑлла пӗҫернӗ ҫӑмарта ҫимелле, унтан — тутлине; пӑрахут тӑрӑх чупса ан ҫӳре, ытла хӗррине ан пыр, шывалла пӑхса ан тӑр, атту пуҫу ҫаврӑнса кайӗ, — пӗр сӑмахпа, кун пек чухне амӑшӗсем мӗн калама пултараҫҫӗ, ҫавна йӑлтах калать, ҫакна пула Костьӑна питӗ кичем пулса ҫитет.

Лелька бродит по каюте и ощупывает стол, койку, пробковые спасательные пояса, а мама опять повторяет наставления: слушаться дядю, без взрослых не купаться — боже упаси! — и не хватать сразу, как маленький, сладкие пирожки, а сначала есть вареное мясо и яйца вкрутую, потом сладкое; по пароходу не бегать, к краю не подходить и в воду не смотреть, а то закружится голова, — словом, все, что в таких случаях говорят мамы и от чего Косте становится невыносимо скучно.

Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Атту тек ҫӑвар анинче тем аванах марччӗ-ха…

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Атту эс Ельккасем-темсем пирки мутасланма пӑхсаттӑн…

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Атту йӑпӑр-япӑрах туртса илӗп каялла!..

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Атту — чисти курорт.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Атту, тем тӗлне тем килетчӗ-ха Дина пурнӑҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Юрать, кунӗ канмалли кун тӗлне пулмарӗ, атту ларса та килейрес ҫукчӗ пуль.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Атту — йӑмӑк, кӗрӳ…

— А то — сестра, зять…

XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Атту — шыва кӗнӗ те анса кайнӑ пулӗ? — тетчӗҫ.

— А то — купался да утонул?

XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Атту еретикех ҫырӑн, — вӑл та ҫӑкӑр-тӑвар тупмалли вырӑн.

А то в самые еретики запишись, — тоже должность хлебная!

XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Атту — ӑсупа шыраса пӑх, ӑҫта эпӗ пытанса таратӑп — шыраса пӑх-ха акӑ!

А то — своим умом поищи, где я спрятан, — поищи-ка вот!

XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

— Пӑрах, атту эпӗ ҫапӑҫас умӗн сан ҫинчен каласа кӑтартӑп!

— Брось, а то я тебя выдам перед боем!

XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

— Тухӑр, што-ли, атту — шанмалла! — тетчӗ.

— Выходите, что ли, а то — зябко!

XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ҫапла каланӑ та, чупсах кайнӑ, унтан ҫыранта юлнӑ ҫынсем еннелле ҫаврӑнса тӑлӑп аркисене хупланӑ та: — Киле ҫитичченех выртсан эпӗ шӑнса пӑсӑлма пултаратӑп вӗт! Атту пулсан выртаттӑм-ха… — тесе хушса хунӑ.

 Сказал и побежал трусцой, а обернувшись к оставшимся и запахнув полы тулупа, добавил: — Я ж застудиться могу, если лежать до самого дому! А то бы лежал…

Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.

Атту вӗт икӗ уйӑх ӗҫсӗр ларатпӑр, анчах пирӗн — ҫемьесем пур…

А то вот два месяца сидим без дела, а у нас семьи…

2 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Ҫук, вӑл ман патӑмра правленире ларса ҫыртӑрччӗ, е мӗнле те пулин диаграмма тутӑрччӗ, эпӗ вара вӑл мӗн ӗҫленине пӑхӑттӑм; атту кун каҫмаллӑхах хире тухса каять те — сывӑ пул!

Нет, пусть бы он сел у меня в правлении да писал или диаграммы какие-нибудь чертил, а я бы посмотрел, чем он занимается, а то уйдет к поле на весь день — и до свидания!

Вунҫиччӗмӗш прохор, шуҫ ӑстисен королӗ // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Тупата шеллетӗп, атту пулсан килместӗмччӗ те.

Ей-право, жалко, а то не пришел бы.

Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.

Вӑл атту, тӗнче япали вӗт! — усаллӑн каларӗ старик.

Это ведь, гляди, мирское! — ехидно сказал старик.

XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ҫиелтен пӑхмашкӑн турӑш чӑнах та строгановски е устюжски, атту Суздаль тӑрӑхӗнче ҫырнӑскер темалле, ну, а шалти куҫпа пӑхсан — фальша!

С виду-те образ будто и впрямь строгановских али устюжских писем, а то — суздальских, ну, а вглядись оком внутренним фальша!

XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех