Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Аллисем (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тымар аллисем ҫӗр ҫине тӗрӗннӗ те, ӳкесрен сыхланарах урисене ҫӳлелле ҫӗкленӗ.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Аллисем ирӗксӗрех чӑмӑртанчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аллисем тесен — ылтӑн.

Куҫарса пулӑш

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Пулчӗ, тӗкӗр ҫине пӑх ӗнтӗ, — хӑйӗн аллисем ӑстипе савӑнса каларӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аллисем вара чӑннипех ылтӑн алӑсем.

Куҫарса пулӑш

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарӑхса халтан кайнипе хашкама ернӗ Сахар аллисем лӗштӗрех усӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак самантра Тилӗ ҫӗлӗкӗ тухса шӑвӑнасшӑн пулчӗ, анчах Иванӑн вӑйлӑ аллисем ӑна мӑйӗнчен пӑвса тытрӗҫ те, лешӗ сасӑ та кӑлараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗтӗм пичӗ-куҫӗ, аллисем пӗҫерме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫырӑнатӑп // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ваҫка кайри урисем ҫине тӑчӗ, пуҫне силлекелесе сулкаларӗ — хӑй ҫинчи юланутҫа ҫӗре ывӑтасшӑн пулчӗ, анчах кӑлӑхах тӑрмашрӗ: Антунӑн ҫирӗп аллисем ӑна ытлашши пӑркаланма та, тапӑртатма та памарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ак ҫакӑн тӑршшӗ! — аллисем сарӑлма пултарнӑ таран хӑлаҫланса кӑтартрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пит-куҫран хаваслӑ хӑй, анчах аллисем кӑшт чӗтреҫҫӗ пек.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ун аллисем — ылтӑн.

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аллисем ав, аллисем, мӗнрен начар вӗсем?

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Офоня аллисем тем тума та хӑнӑхса ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Микулай аллисем тимӗр клещесемпе пӗрех.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Тутана каччӑн тути ҫунтарса ячӗ, аллисем ҫирӗпрех те ҫирӗпрех пӑчӑртарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Унӑн аллисем ҫине пӑхсан, кирек кам та вӑл мӗнле ӗҫпе пурӑннине чухлама пултарать: кӑмрӑк тусанӗ ӳт хушӑкӗсене ҫуса тасалмиех кӗрсе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Ҫавна пулах ӗнтӗ Иван Сергеевичӑн аллисем халӗ те кӗпе ҫумалли тукмак пекех, хул мускулӗсем те тумтир витӗрех палӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Элекҫи татах пӑшалне авӑрларӗ, Тарӑхнипе унӑн аллисем чӗтрерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Халь тин эп ун аллисем хӑмӑл чикнипе шӑйӑрӑлса пӗтнине, тӗллӗн-тӗллӗн пӗчӗк шурӑ пӳрлешкесем пуррине асӑрхарӑм.

Куҫарса пулӑш

VIII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех