Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Алексейпе (тĕпĕ: Алексей) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫапах та эсир, тусӑмсем, халлӗхе ман пичче ҫинчен те, Алексейпе ман ҫинчен те никама та ан калӑр-ха.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Ан пытар-ха пиртен: Алексейпе ятлаҫмарӑн пуль вӗт?

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

– Эпир Алексейпе пурнӑҫри мӗнпур йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пултартӑмӑр, яланах пӗр-пӗриншӗн тӗрев пулма тӑрӑшаттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Бриллиант евӗр ҫирӗп мӑшӑр // Ирида НОВИКОВА. https://ursassi.ru/articles/professi-ynn ... -n-3389069

Ӑна Владимировка ялӗнче Алексейпе Иван, Сафронпа Александр, Василийпе Виталий тата Зинаида аппашӗ ӑшшӑн кӗтсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эпӗ Турӑ курасса шанатӑп...» // Руслан ХАФИЗОВ. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... -p-3388934

Алексейпе Андрей Шадриковсем, Юрий Кашкӑр, Ульяна, Наталийӑпа Вениамин Муллинсем тарӑн шухӑшлӑ хайлавсемпе пӗр ҫӗклентернӗ, пӗр куҫҫульлентернӗ куракансене.

Куҫарса пулӑш

Ентешлӗхӗн черетлӗ уявӗнче // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d0%b5%d0%b ... %87%d0%b5/

«Ирӗклисен» йышӗнче Михаил Миллина (Елчӗк), Тимофей Антонова (Элекҫей Тимеш) тата Алексейпе Виталий Порядковсене (Хӑвӑлҫырма-Шупашкар) ҫитекенсем пулман.

Куҫарса пулӑш

Ентешсене асӑнса // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%b5%d0%b ... %81%d0%b0/

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ кӑларнӑ «Чӑваш Республикинчи нумай ачаллӑ ҫемьесен социаллӑ пурнӑҫ шайне ӳстересси пирки» саккунпа килӗшӳллӗн пӗлтӗр нумай ачаллӑ икӗ ҫемье - Сӑкӑтри Алексейпе Оксана Сулагаевсем тата Каншелӗнчи Юрийпе Надежда Шмаковсем - пурӑнмалли ҫурт-йӗр условине лайӑхлатма май паракан сертификата илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ улшӑнусем куҫ умӗнче // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44129-yr-ul ... uc-um-nche

Ыран тухса каяс тенӗ чухне вӗсем патне Хаят пычӗ, вара Алексейпе амӑшне ирӗксӗрлесех хӑйсен патне илсе кайрӗ, Алексее вӑл хӑйӗн Галимджанне хӑналанӑ пек хӑналарӗ, калаҫнӑ хушӑра унӑн мӗнпур ҫыруне вулаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ашшӗ тухса кайсан, Укахви патне Липа пырса ҫитрӗ, вара вӗсем Алексейпе нумайччен калаҫса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сӑнран хурарах пулнӑран-и е тутарла пӗр такӑнмасӑр калаҫнӑран, Атӑл тӑрӑхӗнчен килнӗ ҫынсем Алексейпе Даниил Адашева тутар тесе шутлаҫҫӗ, курнӑ-курман вӗсемпе тутарла калаҫма тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ашшӗ хыҫҫӑн, ун хӳттипе, Сильвестрпа Макарий пулӑшнипе, Алексейпе Даниил ҫӗкленчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эпир Алексейпе ҫавӑн пирки нумай калаҫкаланӑ.

Мы с Алексеем много про это говорили.

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Наследник шутланнӑ Алексейпе пӗрле унӑн тетӗшӗ — флот кондукторӗ Деревянко, Нагорный матроспа француз-гувернер Жильяр пулаҫҫӗ.

С бывшим наследником Алексеем отправляется его дядька — кондуктор флота Деревянко, матрос Нагорный и француз-гувернер Жильяр.

14 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Алексейпе иккӗшӗн ҫинчен мӗн те пулин пӗлекенсем институтра сайралсах пычӗҫ.

В институте все меньше оставалось тех, кто что-то знал о них с Алексеем.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Чкалов котельщикӑн та ачисенчен тӑваттӑшӗ кӑна: Аннӑпа Софья ятлӑ икӗ хӗрӗ, Алексейпе Валерий ятлӑ икӗ ывӑлӗ ҫеҫ пурӑннӑ.

Из всех детей котельщика Чкалова выжили только четверо: две дочери — Анна и Софья, да два сына — Алексей и Валерий.

Пӗрремӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.

Ирхине Алексейпе Залкинд хӗвелпе пӗрлех тӑчӗҫ те васкама пуҫларӗҫ.

Утром Алексей и Залкинд поднялись вместе с солнцем и заторопились.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Алексейпе Гречкин йӑл кулнине асӑрхаса каларӗ Василий Максимович.

Заметил Василий Максимович улыбки Алексея и Гречкина.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Гречкин шутланӑ пекех пулса тухрӗ: отчета Алексейпе пӗрле унӑн хатӗрлемелле пулчӗ.

Вышло так, как и предполагал Гречкин: отчет пришлось готовить ему вдвоем с Алексеем.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Женя хӑй ӑшӗнче: ман Алексейпе пулмалла тесе шутланӑ.

Женя решила про себя, что она должна быть с Алексеем.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Алексей пӗрле ҫӳреме чӗннине вӑл яланах кӑмӑлласа йышӑнчӗ, Алексейпе пӗрле столовӑя сайра хутра пулса иртекен вечерсене, клуба кинокартинӑсене курма ҫӳрерӗ.

Она откликалась на каждое его приглашение, ходила с ним в столовую, на редкие вечера и киносеансы в клубе.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех