Шырав
Шырав ĕçĕ:
Алексевнӑшӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапах та хӗрӗ-ҫке; халӗ ӗнтӗ, Вера Павловнӑна мӗнле те пулин сиен туни Марья Алексевнӑшӑн нихҫан та усӑллӑ пулас ҫукки паллӑ пулсан, амӑшӗ хӗрне чунтанах ырӑ суннӑ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Учителе йӳнӗрех тӳлемелле пулса тӑчӗ (урӑхла каласан, учителе мар, Дмитрий Сергеича), ҫавӑнпа учитель Марья Алексевнӑшӑн татах та лайӑхрах ҫын пек туйӑна пуҫларӗ, Верочкӑна унпа калаҫни усӑллӑ пулӗ, ҫак калаҫусене пула Верочка Михаил Иванычпа венчете тӑма та хӑвӑртрах килӗшӗ, — тесе те шухӑшласа илчӗ Марья Алексевна, — ҫак шухӑш питех те хитре шухӑш пулнӑ, Марья Алексевна ҫак шухӑша хӑй пуҫӗпех шухӑшласа тупас ҫукчӗ те, анчах ӑна пӗр паллӑ ӗнентерӳ тӗл пулчӗ, вара вӑл Дмитрий Сергеичпа Верочка пӗрле пулни Верочкӑшӑн усӑллӑ пулнине асӑрхамасӑр тӑма пултараймарӗ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Кӑна вӑл Верочкӑпа Дмитрий Сергеича, Дмитрий Сергеич халӗ Марья Алексевнӑшӑн шухӑшӗнче те «учитель» мар, «Дмитрий Сергеич» пулнӑ; — Марья Алексевнӑшӑн хӑйӗншӗн вара унӑн сӑмахӗсем виҫҫӗмӗш пӗлтерӗшлӗ пулнӑ, ку вӑл чӑн-чӑн пӗлтерӗше пулнӑ: «ачаш пӑхмалла ӑна; ӑна пӗлни, шельма, вӑл пуйса кайсан, кирлӗ пулма пултарать»; ку вӑл Марья Алексевна валли каланӑ сӑмахсен пӗтӗмӗшле пӗлтерӗшӗ пулнӑ, пӗтӗмӗшле пӗлтерӗшӗсӗр пуҫне вӑл сӑмахсен ӑрасна пӗлтерӗшӗ те пулнӑ: «Ачашшӑн калаҫнӑ хыҫҫӑн эпӗ ӑна: эпир пуян ҫынсем мар, урокшӑн пӗр тенке тӳлеме йывӑр пире» тетӗп.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Страницăсем:
- 1