Шырав
Шырав ĕçĕ:
Агаповӑна (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн арӑмӗ те ҫав тери ӗҫлӗ: вӑл виҫӗ сехет хушши ӗнтӗ ҫӗвӗҫ Аверкипе пӗрле упӑшкин фуфайкинчен Илюшӑна пиншак ҫӗлесе парасси ҫинчен сӳтсе явать, хӑех пурӑпа йӗрлет, Аверки пустава вӑрласран сӑнаса тӑрать; унтан, хӗрсен пӳлӗмне кӗрсе, кунне мӗн чухлӗ чӗнтӗр ҫыхмаллине кашни хӗрнех хушса хӑварать; унтан Настасья Ивановнӑна е Степанида Агаповӑна, е хӑйне ҫывӑх хӗрарӑмсенчен кама та пулин хӑйпе пӗрле ертсе сад пахчине ӗҫпе ҫӳреме каять: панулмисем мӗнле пиҫеҫҫӗ, ӗнерхи, пулса ҫитнӗ панулми ҫӗре ӳкмен-и, ҫавсене пӑхмалла; кунта турат сыпмалла, лере турат иртмелле тата ытти те.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Страницăсем:
- 1