Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

культура сăмах пирĕн базăра пур.
культура (тĕпĕ: культура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультетне кайса студентсене суйларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Шупашкара таврӑнсан мана культура училищине ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Хӗрлӗ Перекоп» фабрикӑн культура керменӗнчи «Чайка» халӑх ташӑ ансамблӗн баянистӗнче ӗҫлерӗм.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Н.К.Крупская ячӗллӗ Мускав патшалӑх культура институтне тухса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Театр Ӗҫченӗсен отчетпа суйлав конференцине ЧР культура министрӗн заместителӗ Вячеслав Оринов, РФ Театр ӗҫченӗсен союзӗн регионсемпе ӗҫлекен пайӗн тӗп специалисчӗ Маргарита Сильянова хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫ, киленӗҫ кӳрекенсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Союз пуҫарӑвӗпе, ЧР Культура министерстви, Республика халӑх пултарулӑх ҫурчӗ пулӑшнипе 2012-2013 ҫулсенче иртнӗ чӑвашла ҫыракан драматургсен республика конкурсне те асӑнса хӑвармаллах.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫ, киленӗҫ кӳрекенсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

ЧР Культура министерствипе ҫулленех йӗркелекен «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурса хӑнӑхса ҫитрӗмӗр ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫ, киленӗҫ кӳрекенсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

ЧР Культура министерстви тата район администрацийӗ панӑ сертификатпа /400 пин тенкӗ/ сасӑ, ҫутӑ хатӗрӗн, компьютер, сцена тумӗ туяннӑ, художество пултарулӑх коллективӗ валли ҫӗнӗ тум ҫӗлетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Пытарма кирлӗ мар: унччен те, халӗ те хӗллехи вӑхӑтра яллӑ вырӑнти культура учрежденийӗсенчен чылайӑшӗнче лӗпрен ӑшӑ мар.

Куҫарса пулӑш

Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Район администрацийӗн культура тата информаципе тивӗҫтерекен пайӑн тӗп эксперт специалисчӗ Татьяна Пупина район архивӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ /ку темӑпа ҫырнӑ материал хаҫатӑн 18 № пичетленнӗччӗ/.

Куҫарса пулӑш

Пӗр пусӑм ҫӗр те акӑнмасӑр ан юлтӑр // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Хӑнасене «Тайпи» фольклор ушкӑнӗ, культура ӗҫченӗсем хаваслӑ юрӑ-кӗвӗпе савӑнтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑварнине анлӑн уявланӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Библиотекӑсем, вӗрентӳ учрежденийӗсемпе культура ҫурчӗсем те пире самай пулӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Культура ҫурчӗн ертӳҫи Юлия Федорова хӑй те тӗрлесе (каҫхине ҫутатакан фосфор ҫипсемпе те усӑ курать) ҫамрӑксен тематикипе ҫыхӑннӑ еплерех картинӑсем тунине курасчӗ сирӗн.

Куҫарса пулӑш

Ушкӑнпа ӗҫлеме те, канма та аван // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

«Мӗншӗн юнашарти культура ҫуртне мар?» - тени вырӑнсӑр.

Куҫарса пулӑш

Ушкӑнпа ӗҫлеме те, канма та аван // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Культура кунта ал ӗҫӗнчен пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

Ушкӑнпа ӗҫлеме те, канма та аван // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Элӗк тӑрӑхӗнчи Питӗшкассинчи культура учрежденийӗ кӑна мар, ял библиотеки те республикӑра чи лайӑххисен шутӗнче.

Куҫарса пулӑш

Чи лайӑххисем – ҫӗнтерӳҫӗсем // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Ҫак шутра 37-шӗ - культура организацийӗсенчен, 24-шӗ - вӗсенче тӑрӑшакансенчен.

Куҫарса пулӑш

Чи лайӑххисем – ҫӗнтерӳҫӗсем // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Муниципалитетсен чи лайӑх культура учрежденийӗсене тата вӗсен маттур ӗҫченӗсене палӑртассипе йӗркелекен конкурса хутшӑнма кӑҫал 61 заявка тӑратнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чи лайӑххисем – ҫӗнтерӳҫӗсем // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Асӑннӑ мероприятие вӑтам шкулта, ялти культура ҫуртӗнче, йывӑҫ комбинатӗнче, Тукай ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче, ача садӗнче тата урамсенче йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннисем кӗнекесемпе паллашнӑ // С.ПЕТРОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Ҫук, тесе хуравламӗҫ, кино курма клуба, культура ҫуртне утӗҫ тесе шухӑшлатӑп.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех