Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хайхи сăмах пирĕн базăра пур.
Хайхи (тĕпĕ: хайхи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗҫсе пырать хайхи турӑ кайӑкӗ тӑмана патне, пырать те ӗнтӗ ҫакскер — пуҫлать калама:

Прилетела господня пташка к сове, гутарит:

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сотня командирӗ казаксене чарӑнса тӑма хушрӗ те взводнӑй офицерсемпе пӗрле хайхи салтак патне пычӗ.

Командир сотни остановил казаков и со взводными офицерами подошел к солдату.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

«Акӑ хайхи. Пуҫланать!» — шухӑшласа илчӗ вӑл; ҫак самантрах чунӗнче хаяр курайманлӑх капланса тӑвӑлчӗ, ҫывхарса килекен хӑрушлӑха сиссе, чӗри йывӑррӑн ыратса килчӗ.

«Вот оно. Начинается!» — подумал он, охваченный ненавистью и сдавленный тяжестью надвинувшихся предчувствий.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗрин ҫумне ларать те, ӑна ыталаса илсе, хӑлхаран тем пӑшӑлтатать, лешӗ вара ҫурӑмӗнчен пулмасан та, аяк пӗрчинчен чышса ярать ӑна, Митька хайхи теприн ҫумне куҫса ларать…

То садился к одной, обнимал, что-то говорил на ухо, за что получал удар по спине или толчок в бок, то перебирался к другой…

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей хайхи Рубцов-Емницкий ҫырӑвне аса илчӗ те, унта мӗн ҫырнине пӗлес килчӗ ун.

И тут Сергей вспомнил о записке Рубцова-Емницкого, и ему захотелось узнать, что в ней написано.

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Акӑ хайхи станица та.

— А вот и станица.

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хайхи хӗр кӑштах савӑннӑ пек пулчӗ.

Это немного развеселило девушку.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫак самантра Ненила патне кухньӑна хайхи ҫӳллӗ, урлӑ хӑлхинчен илемлӗ алка ҫакса янӑ казак мӑнаҫлӑн килсе кӗрет.

В это время на кухню к Нениле ввалился еще по первой встрече знакомый Гришатке казак, тот высоченный, с серьгой в оттопыренном ухе.

Аллине шарт ҫапать Ненила // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Унӑн умне вара Емельян Иванович каласа панӑ хайхи сенкер инҫет, ирӗклӗ пурнӑҫ тухса тӑрать.

И раскрывается перед ним та самая синь-даль и жизнь-свобода, про которую рассказывал Емельян Иванович.

«Инҫе куракан» труба // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Куҫне уҫать ача — турӑҫӑм: хайхи сӑмсасӑр тимӗр тӑлӑллӑ ҫын Гришатка умӗнче тӑра парать.

Вскинул мальчик глаза — господи праведный: тот самый колодник без носа перед Гришаткой.

Чӗри тапма чарӑнчӗ тейӗн Гришаткӑн // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Хайхи лартать мучие пукан ҫине.

Усадил он деда на стул.

Чаплӑ куҫпӑван // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

— Ҫывӑр, ҫывӑр, — пӑшӑлтатать хайхи.

— Спи, спи, спи, — шепчет.

Чаплӑ куҫпӑван // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Ҫынсене вӑл мӗнле ҫывӑрттарса янине, этем ӳт-тирне хурҫӑ йӗппе чикнине курса тӗлӗннӗ хайхи.

Насмотрелся, как тот людей усыпляет, как в человеческое тело иглы стальные вкалывает.

Чаплӑ куҫпӑван // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Хайхи, хӑнасем килме тапратаҫҫӗ.

Стали съезжаться гости.

Ганнибал // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Кӑнтӑрлапа подъезд умӗнче автомобиль нӑртлатса илчӗ те, госпиталӗн яриех уҫӑлса выртакан алӑкӗнчен хӑйне кирлӗ чухлӗ свитипеле хайхи аслӑ ҫын ҫитсе кӗчӗ.

В полдень у подъезда вякнул автомобильный рожок, и в сопровождении должного количества свиты в настежь распахнутые двери госпиталя вошла особа.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хайхи ӗнтӗ, паллашрӑм эпӗ унпала, паллашрӑм та эпир виҫсӗмӗр темле урӑм-сурӑм сентиментальнӑй киревсӗр кинокартинӑна пӑхма кайрӑмӑр.

Так вот, познакомился я с ней, и втроем пошли мы смотреть какую-то сентиментальнейшую чушь.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Ак хайхи», — шутласа илчӗ кашниех.

«Вот оно», — подумал каждый.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Арӑмӗ тухрӗ хайхи.

Жена энта и пошла.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тухать хайхи картишне, тухать те юриех хапхана уҫса хӑварать, пӗтӗм выльӑхсем тухса каяҫҫӗ.

Ночью вышел на баз и растворил нарошно ворота, скотина вся и ходит по базу.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аттепе иксӗмӗр улӑхра утӑ ҫулатпӑр пек те, йӗри-таврах, анкарти хыҫӗнчи шур тӑрӑллӑ чечексем евӗр, ҫӑлтӑрсем сапаланса выртаҫҫӗ пек, — пушмак пӑрӑвӑнни пек ӑшӑ куҫӗсене ҫутӑлтарса калама тытӑнчӗ йӑваш Прохор Зыков; — ҫулатпӑр пек хайхи, курӑкӗ ҫава касса уҫӑлми йӑванса пырать пек…

Будто косим мы с батей сено в лугу, а миру кругом высыпало, как ромашки за гумнами, — говорил, сияя ласковыми телячьими глазами, смирный Прохор Зыков, — косим мы это, трава так и полегает…

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех