Шырав
Шырав ĕçĕ:
4. Тепӗр кунне халӑх ир-ирех тӑнӑ та ҫавӑнта парне вырӑнӗ тунӑ, унта пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем, канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ.
Тӳре 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ӗнтӗ пӗтӗм Израиль ывӑлӗ, пӗтӗм халӑх Турӑ ҫуртне кайнӑ та ҫӗре ларса Ҫӳлхуҫа умӗнче макӑрнӑ, ҫав кун вӗсем мӗн каҫ пуличченех типӗ тытнӑ, Ҫӳлхуҫана пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа Ангелӗ Маноя каланӑ: эпӗ арӑмна мӗнрен сыхланма каланӑ, вӑл та ҫавӑнтанах сыхлантӑр; 14. вӑл иҫӗм йывӑҫҫи паракан нимӗнле ҫимӗҫе те ан ҫитӗр; эрех те, ҫиккер те ан ӗҫтӗр, нимӗнле таса мар апат та ан ҫитӗр, эпӗ унӑн амӑшне мӗн хушрӑм, пурне те ҫавӑн пек тутӑр, тенӗ.
Тӳре 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ирхине хула халӑхӗ вӑраннӑ та — акӑ Ваала чӳк паракан вырӑна ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, ун ҫумӗнче ларнӑ йывӑҫа та касса пӑрахнӑ, ҫӗнӗ парне вырӑнӗ ҫинче иккӗмӗш пӑрӑва пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳнӗ.
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫав каҫ Ҫӳлхуҫа Гедеона каланӑ: аҫу кӗтӗвӗнчен пӗр пӑру ил, тата ҫичӗ ҫулхи тепӗр пӑру ил, аҫу пӑхса тӑракан чӳк вырӑнне, Ваала чӳк паракан вырӑна, ҫӗмӗр, унта ларакан киремет йывӑҫҫине те касса пӑрах; 26. [хӑвна] ҫак чул хысак тӑрринче [курӑннӑ] Ҫӳлхуҫа Турру ячӗпе парне вырӑнӗ ту, иккӗмӗш пӑрӑва ху каснӑ йывӑҫ вутти ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳр, тенӗ.
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пухӑннӑ ҫамрӑксем калаҫу вӑхӑтӗнчех Android-лисем ҫине чӑвашла ҫырма май паракан сарӑма лартнӑ.
Хусан ҫамрӑкӗсем пухӑнса хӑйсен смартфонӗсем ҫине чӑвашла сарӑм лартрӗҫ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11974.html
23. Эхер те эпир ҫак парне вырӑнне Ҫӳлхуҫаран [хамӑр Туррӑмӑртан] пӑрӑнас тесе тунӑ пулсассӑн, ун ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне, тырӑ-пулӑ парни, тӑнӑҫлӑх парни кӳрес тесе тунӑ пулсассӑн, пире Ҫӳлхуҫа Хӑй айӑплатӑр!
Нав 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Унтан Иисус Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррине парне кӳмешкӗн Гевал тӑвӗ ҫинче парне вырӑнӗ тутарнӑ, 31. Ҫӳлхуҫа чури Моисей Израиль ывӑлӗсене халалласа хӑварнӑ пек, Моисей саккунӗ кӗнекинче ҫырнӑ пек, парне вырӑнне чутламан пӗр пӗтӗм чул катрамӗсенчен — чулӗсене тимӗр тивертмесӗр — тунӑ; ун ҫинче Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнепе тӑнӑҫлӑх парни кӳнӗ.
Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Рувимпа Гад йӑхӗсене тата Манассиян ҫур йӑхне вара Иисус ҫапла каланӑ: 13. хӑвӑра Ҫӳлхуҫа чури Моисей мӗн каланине аса илӗр-ха, вӑл: Ҫӳлхуҫа Туррӑр сире канӑҫлӑх кӳрсе ҫакӑ ҫӗре пачӗ, тенӗ; 14. сирӗн арӑмӑрсем, ачӑр-пӑчӑр тата выльӑхӑр-чӗрлӗхӗр Моисей хӑвӑра Иордан леш енче панӑ ҫӗр ҫинчех юлччӑр; хӑвӑр вара — вӑрҫа юрӑхлисем — пурте кӑрал тытса тӑванӑрсем умӗнчен пырӑр, 15. Ҫӳлхуҫа [Туррӑр], хӑвӑра тивӗҫтернӗ пек, сирӗн тӑванӑрсене те канӑҫлӑх кӳриччен, вӗсем те Ҫӳлхуҫа Туррӑр паракан еткер ҫӗре иличчен вӗсене пулӑшса пырӑр; кайран хӑвӑрӑн ҫӗрӗре таврӑнӑр та унта — Ҫӳлхуҫа чури Моисей панӑ ҫӗр ҫинче, Иордан леш енчи хӗвелтухӑҫ еннелли ҫӗр ҫинче — хуҫа пулса пурӑнӑр, тенӗ.
Нав 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вара Иисус халӑха пӑхса тӑракансене ҫапла тума хушнӑ: 11. тапӑра кайӑр та халӑха хистесех калӑр: хӑвӑр валли ҫул ҫине апат-ҫимӗҫ хатӗрлӗр: тепӗр виҫӗ кунран сирӗн [аҫӑрсенӗн] Ҫӳлхуҫа Турри хӑвӑра еткерлӗхе паракан ҫӗре илмешкӗн ҫак Иордан леш енне каҫса каймалла пулать, тейӗр, тенӗ.
Нав 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа чури Моисей вилсессӗн, Иисуса — Нав ывӑлне, Моисей ҫумӗнче ӗҫлесе тӑнӑ ҫынна — Ҫӳлхуҫа каланӑ: 2. Манӑн чурам, Моисей, вилчӗ; ӗнтӗ тӑр та ҫак Иордан шывӗ урлӑ каҫса кай: ху та, ҫак мӗнпур халӑх та Эпӗ вӗсене, Израиль ывӑлӗсене, паракан ҫӗр ҫине каҫӑр, тенӗ.
Нав 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Гад ҫинчен каланӑ: Гад йӑхне хунаттарса яракан — мухтавлӑ; вӑл — арӑслан пек, тӑшманӗсен алли-урине те, пуҫне те ҫапса салатать; 21. вӑл хӑйне валли ҫӗрӗн пуҫламӑшне суйласа илчӗ, саккун паракан ӑна еткерлӗх вырӑнне хучӗ, вӑл халӑх пуҫлӑхӗсемпе килчӗ, Ҫӳлхуҫа умӗнче тӳрӗ пулчӗ, Израильшӗн мӗн тумаллине пурне те турӗ.
Аст 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Ҫӳлхуҫа вара Моисее шӑп ҫав кунхинех ҫапла каланӑ: 49. Моав ҫӗрӗнчи ҫак Аварим тӑвӗ ҫине, Иерихон хулипе тӗлме-тӗл ларакан Нево тӑвӗ ҫине хӑпар та Эпӗ Израиль ывӑлӗсене еткерлӗхе паракан Ханаан ҫӗрӗ ҫине пӑхса ил; 50. вара ху улӑхнӑ ту ҫинче, Аарон пиччӳ Ор тӑвӗ ҫинче вилсе хӑйӗн халӑхӗпе пӗрлешнӗ пек, эсӗ те вилсе хӑвӑн халӑхупа пӗрлеш: 51. Син пушхирӗнче, Кадесри Мерива шывӗ хӗрринче эсир Ман умӑмра ҫылӑха кӗтӗр, Израиль ывӑлӗсем хушшинче Манӑн сӑваплӑхӑма кӑтартмарӑр, ҫавӑншӑн санӑн ҫапла вилмелле пулӗ; 52. хӑвӑн умӑнта эсӗ ӗнтӗ Эпӗ Израиль ывӑлӗсене паракан ҫӗре курӑн, анчах ху унта кӗреймӗн, тенӗ.
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эпӗ паян хӑвна мӗн ӳкӗтлесе каланине туса тӑрсассӑн, [Ҫӳлхуҫа Туррун ӳкӗчӗсене итлесессӗн,] Ҫӳлхуҫа Турруна юратса тӑрсассӑн, Унӑн [пӗтӗм] ҫулӗпе ҫӳресессӗн, Унӑн ӳкӗчӗсене, Вӑл хунӑ йӗркесене, Унӑн саккунӗсене тытса пурӑнсассӑн, эсӗ чӗрӗ тӑрӑн, хунаса кайӑн, Ҫӳлхуҫа Турру сана хӑвӑн аллуна илме каякан ҫӗрӳ ҫинче пиллӗх парӗ; 17. эхер те санӑн чӗрӳ Турӑран сивӗнсессӗн, эсӗ итлеми пулсассӑн, аташса кайса урӑх турӑсене пуҫҫапма, вӗсене ӗҫлесе тӑма тытӑнсассӑн, 18. сире паянах каласа хуратӑп: эсир пӗтсе ларатӑр, хӑвӑн аллуна илме Иордан урлӑ каҫса каякан ҫӗр ҫинче, [хӑвна Ҫӳлхуҫа Турӑ паракан ҫӗр ҫинче,] чылайччен тытӑнса тӑраймӑр.
Аст 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эсӗ [Иордан леш енне хӑвӑра Ҫӳлхуҫа Туррӑр паракан ҫӗр ҫине] каҫса хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑмахне итлесе пурӑнсассӑн, эпӗ паян сана ӳкӗтлесе каланине — Унӑн пӗтӗм ӳкӗтне — тӗрӗс те тӗплӗн туса тӑрсассӑн, Ҫӳлхуҫа Турру сана ҫӗр ҫинчи пур халӑхран та мала кӑларӗ; 2. Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, сӑмахне итлесе пурӑнсассӑн, сана Унӑн ҫакӑ пур пилӗ те ҫитӗ, сан тӗлӗшрен пур пилӗ те вырӑна килӗ.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иордан урлӑ каҫса хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру паракан ҫӗре ҫитсессӗн, пысӑк чулсем лартса хур та вӗсене акшарпа шӑлса тух; 3. Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна паракан ҫӗре — аҫусенӗн Ҫӳлхуҫа Турри сана хӑвна каланӑ пек, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре — кӗмешкӗн [Иордан урлӑ] каҫсассӑн, эсӗ ҫав [чулсем] ҫине ҫак саккунӑн пӗтӗм сӑмахне ҫырса хур.
Аст 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эсӗ Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна еткерлӗхе паракан ҫӗр ҫине пырса кӗрсессӗн, ӑна хӑвӑн аллуна илсессӗн, унта пурӑнма вырӑнаҫсассӑн, 2. хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру панӑ ҫӗрӳ ҫинчен чи малтан пуҫтарнӑ пур тӗрлӗ ҫимӗҫе илсе пӗрнене тултар та Ҫӳлхуҫа Турру Хӑйӗн ятне пуҫҫапма суйласа илнӗ вырӑна кай; 3. ҫав вӑхӑтри священник патне пыр та ӑна кала: эпӗ паян санӑн Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче чунӑма уҫса каласа паратӑп: эпӗ Ҫӳлхуҫа пирӗн аттемӗрсене тупа туса пире пама пулнӑ ҫӗре ҫитсе кӗтӗм, те.
Аст 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Хӑвӑр Египет ҫӗрӗнчен килнӗ чухне Амалик хӑвна мӗн кӑтартнине асӑнта тыт: 18. вӗсем сана ҫул ҫинче мӗнле кӗтсе илнине, эсӗ ывӑнса-ӗшенсе ҫитсессӗн, халтан кайнисене пурне те сан хыҫӑнта Турӑран хӑрамасӑр пӗтерсе тӑкнине ан ман; 19. ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Турру хӑвӑн аллуна еткерлӗхе паракан ҫӗр ҫинче пӗтӗм таврари пур тӑшманусенчен те хӑтарса сана тӑнӑҫлӑх кӳрсессӗн, Амалик ятне ҫӗр ҫинчен пӗтер; ҫакна ан ман.
Аст 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Кам та пулин вилӗме тивӗҫлӗ усал ӗҫ тусассӑн, ӑна вӗлерсессӗн, эсӗ ӑна йывӑҫран ҫаксассӑн, 23. унӑн ӳчӗ йывӑҫ ҫинче ҫӗр каҫмалла мар, ӑна ҫав кунах пытар, мӗншӗн тесессӗн [йывӑҫ ҫинче] ҫакӑнса тӑракан [кирек кам та] Турӑ умӗнче ылханлӑ, Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна еткерлӗхе паракан ҫӗре ан ирсӗрлет.
Аст 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Турру санӑн аллуна паракан ҫӗр ҫинче пӗр-пӗр хирте выртакан виле тупӑнсассӑн, ӑна кам вӗлерни паллӑ мар пулсассӑн, 2. санӑн аслӑ ҫыннусемпе тӳрӳсем тухчӑр та виле выртакан тӗлпе таврари хуласен хушшисене виҫсе тухчӑр; 3. вара вилерен чи ҫывӑхра ларакан хулан аслӑ ҫыннисем ӗҫе кӳлмен, сӳсмен [те] тӑхӑнтартса курман пӑру илччӗр те 4. ӑна сухаламан-акман айлӑма ҫавӑтса кайччӑр, пӑрӑва ҫавӑнта, айлӑмра, пусчӑр; 5. унтан священниксем, Левий ывӑлӗсем, пыччӑр, [мӗншӗн тесессӗн санӑн Ҫӳлхуҫа Турру вӗсене Хӑйне ӗҫлесе тӑма, Ҫӳлхуҫа ячӗпе пиллеме суйласа илнӗ, пур тавлӑ ыйтӑва та, сиен кӳнӗ пур ӗҫе те вӗсен сӑмахӗпе татса памалла,] 6. виле ҫывӑхӗнчи хулан пур аслӑ ҫынни те айлӑмра пуснӑ пӑру [пуҫӗ] тӗлӗнче аллине ҫутӑр, 7. вара ҫапла каласа пӗлтерччӗр: ҫак юна пирӗн аллӑмӑр тӑкман, куҫӑмӑр та курман; 8. эй Ҫӳлхуҫамӑр, [Египет ҫӗрӗнчен] ҫӑлса кӑларнӑ Хӑвӑн халӑхна, Израиле, тасатсам, Хӑвӑн халӑхна, Израиле, айӑпсӑр юншӑн айӑпа ан хӑварсам, теччӗр.
Аст 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.