Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗплӗн сăмах пирĕн базăра пур.
тӗплӗн (тĕпĕ: тӗплӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл, тискер кайӑка вӑрттӑн пытанса сыхлакан сунарҫӑ пек, пурне те тӗплӗн шутласа, виҫсе-танлаштарса пӑхса, майлӑ саманта кӗтрӗ.

Он, как зверобой в засаде, ждал момента расчетливо и выверенно.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кизек шӑтӑкӗнче тискер кайӑк пек пытанса пурӑннӑ тата тултан илтӗнекен кашни сасса асӑрханса тӑнланӑ асаплӑ кунсенче пурин пирки те ӗнтӗ тӗплӗн виҫсе шухӑшласа хунӑ.

Все было решено и взвешено в томительные дни, когда зверем скрывался он в кизячном логове и по-звериному сторожил каждый звук и голос снаружи.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лаҫра каҫхи апат хатӗрленӗ хушӑра вал Аксинья кӗтмен хыпара илтсе хӑраса кайни, ун пирки тӗплӗн ыйта-ыйта пӗлни, анчах Степан патне тем парсан та таврӑнма килӗшменни ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Собирая вечерять в летней стряпке, рассказывала, что Аксинья испугалась нежданной вести, много расспрашивала о нем, но вернуться отказалась наотрез.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑй авланасси, унтан кӗҫех арӑмӗпе пӗрле Ягоднӑя пырса ҫитесси ҫинчен ашшӗне вӑл тӗплӗн ҫырса пӗлтерчӗ.

Он известил отца подробным письмом о том, что женится и вскоре приедет с женой в Ягодное.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Канаш — Донӑн ирӗкӗпе шухӑш-кӑмӑлне тӗплӗн палӑртса тӑракан аслӑ пуху — хӑвна шанса тӑнине пӗлсен тата большевиксен чӑрсӑрлӑхӗпе анархийӗ вырӑнне ҫирӗп йӗркесем туса хурсан ҫеҫ калӗ хӑюллӑн, ху пурнӑҫлакан тивӗҫе чунтан-чӗререн парӑнса, тулли кӑмӑлпа ӗҫлеме майӗ пур.

С уверенностью и отрадным сознанием исполняешь долг, когда знаешь, что Круг — верховный выразитель воли Дона — тебе доверяет, когда, в противовес большевистской распущенности и анархии, будут установлены твердые правовые нормы.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Краснов тӗплӗн шухӑшласа питӗ ӑста хатӗрленӗ хӗрӳллӗ сӑмах калать.

Краснов выступил с блестящей, мастерски построенной речью.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӑҫта ҫухалса ҫӳренине вара никам та тӗплӗн пӗлмен.

А где он скитался, толком никто не знал.

Хусах // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Ҫаксем пурте тепӗр хут тӗплӗн те хӑвӑрт аса килнипе Бунчукӑн асапӗ халӗ пушшех йывӑрланса ҫитрӗ.

И от этой живости воссоздания муки его удесятерялись.

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук ӑна Новочеркасска илни ҫинчен тата Зверевӑпа Каменски патӗнчи ҫапӑҫусем ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗ: Анна хӑйсем Луганскпа Таганрог хулисенче мӗн-мӗн туни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Бунчук рассказывал подробности взятия Новочеркасска, боев под Зверевом и Каменской: Анна делилась впечатлениями о работе в Луганске и Таганроге.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫавна кура, Ҫар канашӗн членӗ Карев сӗннӗ тӑрӑх, влаҫ пирки тӑракан ыйтӑва тӗплӗн татса пама тесе, Новочеркасска Ҫарпа революци комитечӗн делегацине яма йышӑнаҫҫӗ.

В связи с этим было принято предложение члена Войскового круга Карева о приезде в Новочеркасск делегации от Военно-революционного комитета для окончательного вырешения вопросов о власти.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Абрамсон ҫырӑва тӗплӗн вуласа тухрӗ, именчӗклӗн кулкаласа (хӑй сиввӗн кӑшкӑрса тӑкнӑшӑн аванмарланчӗ вӑл), пӑртак кӗтме хушрӗ:

Абрамсон внимательно перечитал письмо, хмуро улыбнувшись (ему неловко было за свой резкий окрик), попросил:

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл пуҫӗнчи пӑтранчӑк шухӑшсен вӗҫне-хӗрне тупса ҫитерме, тем пирки тӗплӗн шухӑшласа пӑхса татӑклӑ шут тытма тӗрмешрӗ.

Мучительно старался разобраться в сумятице мыслей, продумать что-то, решить.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл, малашнехи ирӗклӗ пурнӑҫӑн хитре картинисене ӳкерсе кӑтартнӑ май, пуҫ тавра тӗплӗн шухӑшласа калаҫнипе казаксен чунӗсене витерсе илӗртрӗ, анатри казаксем хӑйсен чӗрисенче темиҫе ӗмӗр хушши вӑрттӑн эпеклесе пурӑннӑ хӗлӗхӗсене пырса сӗртӗнчӗ.

Он импонировал казакам своими рассуждениями, вычерчивая картины будущей независимой жизни, — трогал наиболее сокровенное, лелеемое большей частью зажиточного низового казачества.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эпӗ вулатӑп, вулатӑп, вӗренетӗп, вӗренетӗп, ӑнланатӑп та пек, анчах тӗплӗн пӗлсех ҫитерейместӗп.

Но я читаю, читаю, зубрю, зубрю, будто все и понятно, а полностью уяснить себе не могу.

XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӗсем пӗр хӗрӗх минут калчана апат парасси ҫинчен, ҫумласси ҫинчен, уй-хирти бригадӑсенче ӗҫе йӗркелесси ҫинчен питӗ тӗплӗн, ӗҫе пӗлсе, аван ҫырса пынӑ лекци вуланӑ пек, калаҫса ларчӗҫ.

Они говорили минут сорок — и о подкормке колосовых, и о прополке, и об организации труда в полеводческих бригадах, — говорили с такими подробностями и с таким знанием дела, что их суждения были похожи на хорошо продуманные записи лекций.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫак каҫ курсантсем «Пысӑк тата пӗчӗк напряжениллӗ электричество линийӗсене тӑвасси» ятлӑ тема вӗренчӗҫ, ку тема, паллах, питӗ кирлӗ ӗнтӗ, анчах эпир заняти мӗнле иртни ҫинчен тӗплӗн ҫырса тӑмӑпӑр, ҫакна ҫеҫ асӑнса хӑварӑпӑр: Виктор пысӑк напряжениллӗ электричествӑна мӗнле майсемпе инҫете яни ҫинчен, ялхуҫалӑхӗнче электричествӑпа усӑ курма линисене мӗнле туни ҫинчен, юпасем мӗн ҫӳллӗш пулни ҫинчен, ахаль ҫӗрте тата ҫул юписенче пралуксене ҫӗртен мӗн ҫӳллӗшӗнче ҫакса тухни ҫинчен питӗ ӑнланмалла каласа пачӗ.

В этот вечер курсанты изучали «Устройство сетей высокого и низкого напряжения» — тема, безусловно, важная, но мы не станем подробно излагать весь ход занятий, а скажем лишь о том, что Виктор очень понятно объяснял, какие бывают виды электропередач высокого напряжения; как устанавливаются линии специально сельскохозяйственного назначения; что собой представляют линии электропередач низкого напряжения, какой должна быть высота столбов и какое допускается расстояние между проводами и поверхностью земли в обычных местах и при пересечении дорог…

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Шӗпӗнлӗ карчӑкпа унӑн кӳрши — тӗксӗм, шурӑ сухаллӑ казак, — Сергей сӑмахӗсене ырласа, пуҫӗсене сулчӗҫ, Сергей унтан каллех хӑйӗн станици ҫинчен калама пуҫларӗ, Усть-Невинскин пилӗк ҫуллӑх планӗ ҫинчен, тума пуҫланӑ электростанци ҫинчен, пӗтӗм района электрификацилес план ҫинчен пултарнӑ таранах тӗплӗн каласа пачӗ.

Старушка и ее сосед — угрюмый, с белой бородой казак — одобрительно кивнули головами, а Сергей уже снова вернулся к своей станице и рассказал о пятилетке Усть-Невинской, о начатом строительстве электростанции и о планах электрификации района.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей вӑрҫӑ ҫинчен тӗплӗн каларӗ, анчах хӑй ҫинчен мар, дивизи ҫинчен, генерал ҫинчен, танк экипажӗ ҫинчен каларӗ.

Сергей подробно рассказал про войну, говорил не столько о себе, сколько о своей дивизии, о генерале, о своем танковом экипаже.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Иван Слюсарев Сергее пӗчӗкрен пӗлсе тӑнӑ пек питӗ тӗплӗн каланӑ, хӑй те вӑрҫӑра танкист пулнӑскер, пулас депутатӑн танк ҫӳретес пултарулӑхне пысӑк хак панӑ.

Иван Слюсарев изложил так, как будто бы Сергея знал очень подробно, будто с самого детства, и сам, будучи танкистом на войне, высоко оценил способности будущего депутата по вождению танкам.

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл калаҫу ӗнтӗ пӗр уйӑх маларах, Мальцева колхоз председательне суйлас умӗн пулнӑ, ҫавах та Никита ҫав тери хумханса, ҫав тери тӗплӗн каласа кӑтартнӑ, вӑл Кондратьев патӗнчен ӗнер анчах килнӗ тейӗн…

И хотя этот разговор был уже месяц тому назад, перед тем как Мальцева избрали председателем колхоза, но он передавал свою беседу с секретарем райкома с такими подробностями, как будто бы он приехал от Кондратьева только вчера…

XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех