Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫӗр сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫӗр (тĕпĕ: ҫӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Шалый юлташ паянхи кун тӗлне ремонт ӗҫне ҫӗр проценчӗпех туса пӗтерчӗ, — факт, граждансем!

— Товарищ Шалый к сегодняшнему дню на сто процентов закончил ремонт — факт, граждане!

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫӗр тӗмисем ҫинче ӑшӑ ҫуратнӑ ӑрша йӑрӑмӑн-йӑрӑмӑн юхса вӗлтӗртетсе вылять; чечен курӑк ҫулҫин шӗп-шӗвӗркке ешӗл сӑнни, иртнӗ ҫулхи хӑрнӑ курӑк тунисене сире-сире, хӗвел патнелле кармашса туртӑнать.

Над курганами, рожденное теплом, дрожит, струится марево; острое зеленое жало травяного листка, отталкивая прошлогодний отживший стебелек, стремится к солнцу.

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тепӗр виҫӗ кунтан ҫил ҫитсе ҫапӑнакан ҫӗр тӗмисем пурте ҫаралса юлчӗҫ, тӑпри тухичченех ҫуса тасатнӑ тӑвайккисем нӳрӗ тумӗсене кӑтартма пуҫларӗҫ, сӑртсем ҫинчен, хир тӳписенчен шавласа юхса анакан шыв пӑтранса кайрӗ, вара, хӑйӗн сиксе вӗрекен кӑтра хумӗсем ҫине кӑпӑк капланчӑкӗсен сарӑ ҫӗлӗкӗсене ларта-ларта, тырӑсен ҫуса тасатнӑ хӑмӑлӗ-тымарӗсене, сухаланӑ уйсенчен тӑпӑлтарса пухса килнӗ типӗ хытхура юлашкисене тата тӗмӗн-тӗмӗн ӳсекен жабрей курӑкӗн шыв татса ӳкернӗ тӗркисене айӗн-ҫийӗн ҫавӑрттарса, анаталла ыткӑнчӗ.

Дня через три уже оголились доступные всем ветрам бугры, промытые до земли склоны засияли влажной глиной, нагорная вода помутилась и понесла на своих вскипающих кучерявых волнах желтые шапки пышно взбитой пены, вымытые хлебные корневища, сухие выволочки с пашен и срезанный водою кустистый жабрей.

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Урайӗ ҫӗр вырӑнӗнче пулнӑ, маччи — тӳпе, вӗсене пӗр-пӗринпе, кӗреш йывӑҫсен вуллисем евӗр, ҫаврака тата нумай кӗтеслӗ колоннӑсем ҫыхса, пӗрлештерсе тӑнӑ.

Пол был землею, потолок — небом, а их соединяли, точно могучие древесные стволы, круглые и многогранные колонны.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Кӗлӗҫсен ҫӗр айӗнчи гипостиллӑ залине вара унран та вӑйлӑрах капӑрлатнӑ.

Еще пышнее была устроена внутренняя подземная гипостильная зала для молящихся.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Тул енчен ун патне ҫӗр айӗнчи тӑвӑр хушӑк ертсе кӗнӗ.

Узкий подземный коридор вел к нему снаружи.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Унтан вӑл, питсене тимлӗн тинкерсе пахса та паянхи ҫӗр ҫакӑнта кӗме ирӗк паракан вӑрттӑн сӑмахсемпе ыйтса, юлнисене тӗплӗн тӗрӗслесе тухнӑ.

Затем он внимательно обошел всех оставшихся, всматриваясь им в лица и опрашивая их таинственными словами, составлявшими пропуск нынешней ночи.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Тупӑка вӑл йывӑҫ варринчен кӑларать, ӑна хӑйпе пӗрле йӑтса каять те хула стени патне ҫӗр айне пытарса хурать.

Она освобождает гроб из середины дерева, несет его с собой и прячет в землю у городской стены.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Тунсӑхлӑн тилмӗрсе те куҫҫулӗ тӑкса, пӗтӗм ҫӗр тӑрӑх шыраса ҫӳрет Изида, халь ҫеҫ Гора ҫуратнӑскер, хӑй упӑшкин ӳтне, вӑрахчен тупаймасть.

Изида, только что родившая Гора, в тоске и слезах разыскивает по всей земле тело своего мужа и долго не находит его.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Вӑл — Курӑнманскер, Ҫӗр пурлӑхне параканскер, Пытарӑнчӑкскер, турӑсен Амӑшӗ, Аппӑш-Йӑмӑкӗ тата Арӑмӗ.

Она, Невидимая, Подающая плодородие, Таинственная, Мать, Сестра и Жена богов.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Пӗр хутӗнче, аякри паллӑ мар ҫӗршывра, ӑҫта та пулин ӗҫлеме тара илмӗҫ-и тесе, пасарта тӑнӑ вӑл, ун патне патша апатне хатӗрлекен пынӑ та: — Ют ҫӗр ҫынни, ҫак пулӑ карҫинккине кермене йӑтса ҫитерме пулӑш мана, — тенӗ.

Он рассказал ей о том, как в отдаленной неизвестной стране, когда он стоял на рынке в ожидании, что его наймут куда-нибудь работать, к нему подошел царский повар и сказал: — Чужестранец, помоги мне донести эту корзину с рыбами во дворец.

IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Ҫӗр ҫинче халиччен пурӑннӑ мӗнпур хӗрарӑмран ӑслӑрах та хитререх пулнӑ, теҫҫӗ ӑна.

Говорят, она была мудрее и прекраснее всех женщин, когда-либо бывших на земле.

IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

— Шутсӑр нумай арӑмпа хӗре пӗлнӗ эсӗ, ман савниҫӗм, пурте вӗсем ҫӗр ҫинче чи хитре хӗрарӑмсем пулнӑ.

— Ты знал, мой возлюбленный, жен и девиц без числа, и все они были самые красивые женщины на земле.

IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

— Чӗрӗллех тир сӗвекенсем те пур иккен, ҫӗр ҫӑтасшӗсем!

— Вот, будь ты проклят, какие живодеры есть!

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ара эпӗ сана ҫав Банник — хамӑр ҫынах, теместӗп-ҫке-ха, ҫӗр ҫӑттӑрччӗ ӑна!

— Да я же не говорю, что этот Банник — свой человек, прах его возьми!

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кил хуҫи арӑмӗ, Давыдов валли кӑнтӑрлахи апат хатӗрленӗ хушӑра, ӑна Нагульнов Григорий Банника хӗнесе тӑкни ҫинчен тата виҫӗ колхознике ял Советӗнче хупса ҫӗр каҫарни ҫинчен каласа пачӗ.

Хозяйка, собирая Давыдову обедать, рассказала о том, что в его отсутствие Нагульнов избил Григория Банника и ночь продержал в сельсовете трех колхозников.

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӗсем урайне сарса хунӑ кивӗ хаҫатсен комплекчӗсем ҫинче чип-чиперех ҫывӑрса ҫӗр каҫнӑ.

Они благополучно переночевали на разостланных на полу комплектах старых газет.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тырӑ хатӗрлев йӗркипе ҫӗр те вунултӑ пӑт шӑнкӑртах турттарса кайса патӑм!

Сто шешнадцать пудиков по хлебозаготовке вывез!

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нагульнов список ҫине пӑхрӗ: Банник хушаматне хирӗҫ «1930 ҫулта ҫуртырри акма палӑртнӑ ҫӗр талкӑшӗ» тенӗ графара «6» цифра тӑрать.

Нагульнов заглянул в список: против фамилии Банника в графе «предполагаемая площадь ярового посева в 1930 году» стояла цифра «6».

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ну, ҫӗр вӑтӑр…

— Ну, сто тридцать.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех