Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑчӗ (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗлӗтрен ҫумӑр ӳккелесех тӑчӗ пулин те, саланма васкамарӗ халӑх.

Куҫарса пулӑш

Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

Вӑл пирӗн тӑван чӗлхене патшалӑхӑмӑрта право тӗлӗшӗпе йӗркелес тӗллевпе йышӑннӑ саккун шайӗнчи нормативлӑ малтанхи акт пулса тӑчӗ.

Он стал первым законным нормативным актом принятым с целью регулирования государственного права нашего родного языка.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

Зал варрине артист пек тухса тӑчӗ те, пуҫларӗ чӑвашла янӑраттарма!

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Акӑ Настьӑн сӑвӑ калас пултарулӑхне ҫирӗплетекен хута пӑхса ӑмсанса лараттӑм кӑна — уҫӑ кӑмӑллӑ хӗр пӗрчи хӑюлӑх ҫитерсе ума пырса тӑчӗ те: «Пӗр сӑвӑ каласа парам-и анне ҫинчен?» — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Хаҫат пачах тӑкаксӑр пулса тӑчӗ.

Газета стала совершенно неубыточным.

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Строительство министрӗн заместителӗ Сергей Безруков ялсенче инженери инфратытӑмӗ хывасси ҫинче чарӑнса тӑчӗ.

Заместитель министра строительства Сергей Безруков остановился на вопросах строительства инженерной инфраструктуры села.

Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Вӑл ҫавӑн пекех «Хыпар» Издательство ҫурчӗ тӑван литературӑна халӑхра сарас тӗлӗшпе пурнӑҫлакан ӗҫсем /«Хыпарта» ҫеҫ — «Кӗнеке ҫӳлӗкӗ», «Пурӑнать ялта писатель», «Культура», «Литература», «Чӑваш тӗнчи» страницӑсем тухса тӑраҫҫӗ/ ҫинчен те чарӑнса тӑчӗ.

Она также отметила работу Издательского дома "Хыпар" по пропоганде родной литературы среди народа (только в "Хыпар" выходят такие страницы как "Книжная полка", "Живет в деревне писатель", "Культура", "Литература", "Чувашский мир").

Кӗнеке ячӗпе - пысӑк уяв // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Часах участковӑй ҫитсе тӑчӗ.

Скоро прибыл участковый.

Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

ЧР Гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру ӗҫӗсен патшалӑх комитечӗн председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Павлов республикӑра шыва кӗмелли сезон тапхӑрӗнче шыв объекчӗсенче ҫынсене хӑрушсӑрлӑх енӗпе тивӗҫтересси пирки чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп вырӑнта - экзамен, хутшӑну, хӑрушсӑрлӑх // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Тӑххӑрмӗш тата вунпӗрмӗш классенче вӗренекенсен экзамен тытмалли тапхӑр ҫитсе тӑчӗ те.

Наступила пора экзаменов учащихся девятых и одиннадцатых классов.

Тӗп вырӑнта - экзамен, хутшӑну, хӑрушсӑрлӑх // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Пӗлтӗр Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ ятпа телекурав вӑрҫӑ фильмӗсене кӑтартсах тӑчӗ.

В прошлом году в честь 70-летия Великой Победы телевидение частенько показывало военные фильмы.

Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

М.Игнатьев коллектива «Трактор завочӗсем» концернӑн Шупашкарти предприятийӗсен умӗнчи йывӑрлӑхсем ҫинче те чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Малаллах талпӑнаҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫакӑ маншӑн пурнӑҫ йӗрки пулса тӑчӗ», — чунне уҫать Николай Владимирович ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшнӑ ашшӗ-амӑшне ӗҫе тивӗҫлипе хаклама вӗрентнӗшӗн тав тунӑ май.

Куҫарса пулӑш

Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Вӑл Чӑваш Республикинчи ентешлӗхсен ертӳҫисен канашӗн председателӗ пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Иртнӗ ҫул Шупашкарта Индустри паркӗн инфратытӑмӗн объекчӗсен строительствине вӗҫлени паллӑ пулӑм пулса тӑчӗ.

Важным событием прошлого года стало завершение строительства объектов инфраструктуры Индустриального парка в Чебоксарах.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Тӗнчери ҫирӗм тӑхӑр ҫӗршыври вырӑс чӗлхиллӗ ҫӗр ҫирӗм ытла ҫынна пӗрлештернӗ «Нарспие» вулатпӑр» пӗтӗм тӗнчери проект чи паллӑ пуҫарусенчен пӗри пулса тӑчӗ.

Одним из самых ярких стал международный проект «Читаем «Нарспи», объединивший более 120 русскоязычных участников из 29 стран мира.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

2015 ҫулта кӑна 64 спортсмен Раҫҫей спорт мастерӗ пулса тӑчӗ.

Только в 2015 году 64 спортсмена стали мастерами спорта России.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Ҫакӑ палӑртуллӑ: Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗнче Чӑваш Ен Раҫҫей Федерацийӗн Вӗренӳ министерстви тата пӗтӗм тӗнчери Ворлдскиллс пирӗншӗн питех те пӗлтерӗшлӗ электротехника енӗпе регионсен хушшинчи вӗренӳ центрне тумалли правӑна ҫӗнсе илме ирттернӗ конкурсӑн 6 ҫӗнтерӳҫинчен пӗри пулса тӑчӗ.

Символично, что Чувашия в Год человека труда стала одним из шести победителей конкурса Министерства образования Российской Федерации и международной организации Ворлдскиллс на право создать межрегиональный центр учебных компетенций в перспективном для нас электротехническом направлении.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Сӑвӑ-юрӑ сасси янраса тӑчӗ палӑк умӗнче.

Куҫарса пулӑш

Тавах сире, мухтавлӑ паттӑрсем // В.КИРИЛЛОВА, З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Кӗнеке чылайӗшӗшӗн ӗҫме-ҫиме пекех, сывлӑш пекех пурнӑҫра кирлӗ япала пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех