Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл ҫилӗллӗн: эпӗ ун пек пули-пулми сӑмахсене ӗненместӗп, пурнӑҫа куркаланӑ ӗнтӗ, ҫыннӑн ӑс-тӑнӗ, кӑмӑлӗ ӑҫта туртнине пӑхма, эпӗ ун пек тунипе ҫынсем: нумай йӑнӑш тунине те курнӑ, ҫитменнине тата вунҫичӗ ҫулхи хӗр кӑмӑлӗ хыҫҫӑн кайни пушшех те кулӑшларах пулӗччӗ, тенӗ.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Практикӑра ӗҫлекен пысӑк тухтӑрсем: Полозовӑн ӗмӗтленме, шухӑша кайма юратнине тата ҫынна ывӑнтармалли пурнӑҫпа пурӑннине кура аталанса кайнӑ atrofia nervorum тесе йышӑннӑ пулсан, Кирсановӑн вара, чирлӗ ҫыннӑн вӑйӗ-халӗ пурнӑҫри темле сӑлтава пула пӗтсе килнине пӗлес тесе, ӑна нумай тӗпчемелле те пулман.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫав вӑхӑтра вара, — хӑй профессора тухсан ҫулталӑкран тата Вера Павловнӑпа венчете кӗриччен пӗр ҫул маларах, Петербургри пысӑк тухтӑрсем ӑна консилиумсене питӗ нумай чӗнме пуҫланӑ.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӗр-тусӗсем унӑн нумай пулман, ҫывӑххисем ик-виҫ хӗр ҫеҫ, качча илес текенсен вара шучӗ те пулман: Полозовӑн пӗртен-пӗр хӗрӗ вӗт-ха, калама та хӑрамалла: тӑватӑ миллион!
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Е, урӑхла каласан, хӑйӗн нумай пулмасть кӑна пулнӑ пурнӑҫӗпе танлаштарсан, ыйткалакан ӗнтӗ; анчах ҫапах та, ӗлӗкхипе танлаштарсан, лайӑх пурӑннӑ-ха: унӑн темле стеарин заводӗнче пай пулнӑ, вӑл вара, ытла кулянса ӳкмесӗр, лайӑх шалупа ҫав завода управляющие кӗнӗ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Унӑн сутса ямалли пир-авӑр-и, апат-ҫимӗҫ-и, атӑ-пушмак ҫӗлемелли тавар-и, — аванах пӗлместӗп, — питӗ нумай пулнӑ, вӑл вара, ватӑлнипе те, ӗҫӗсем яланах ӑнса пынипе те, хӑйне ҫынсем ытларах та ытларах хисеплеме пуҫланипе те ҫулсеренех ӳпремленсе, чӑркӑшланса килекенскер, пӗр кирлӗ ҫынпа хирӗҫсе кайнӑ, ытла хӗрсе кайнӑскер, ӑна ятласа пӗтернӗ те пӗр ырӑ мар ӗҫ сиксе тухнӑ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах та, унӑн хӗрӗ Вера Павловнӑпа паллашиччен пӗр ҫул-и, ҫул ҫурӑ-и маларах ун суту-илӗвӗ, хӑй шучӗпе нумай енчен уйрӑм пулин те, откупран нимпех те уйрӑлса тӑманни питӗ лайӑх палӑрнӑ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ӗҫсене илсе пырас енӗпе вӗсен хушшинче уйрӑмлӑх та нумай, мӗншӗн тесен пур япала та таврари пурнӑҫа кура тӑвӑнать».В подробностях устройства между ними много разницы, потому что все применяется к обстоятельствам».
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Нумай япалара ҫапла, кашни япалара тенӗ пекех.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫумӑртан сыхланмалли сӳнчӑк пулмасан, кӗпене эптертен кӑларса нумай тӑкак курма пулать.Если не иметь дождевого зонтика, это значит много терять от порчи платья дождем.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Унсӑр пуҫне тата чылай тӑкаксем е нумай чакаҫҫӗ, е пачах та кирлӗ мар пулаҫҫӗ.Кроме того, многие расходы или чрезвычайно уменьшаются, или становятся вовсе ненужны.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пур япалана та вӗсем нумай, курттӑмӑн туянаҫҫӗ, укҫине ҫийӗнчех тӳлеҫҫӗ, ҫавӑнпа та япаласем вӗсене парӑмла илнинчен е вакӑн-вакӑн туяннинчен йӳнӗрехе лараҫҫӗ; япаласене лайӑх пӑхса, ӑнланса, ыйтса-пӗлсе илеҫҫӗ, ҫавӑнпа та япаласем йӳнӗ кӑна мар, лайӑхрах та пулаҫҫӗ; чухӑн ҫынсем вӗсене апла туянаймаҫҫӗ.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ыттисем, мастерскоя ытла нумай пулмасть пынисем, вӗсенчен сахалтарах пӗлеҫҫӗ, анчах ҫапах та вӗсенчен кашнинпех ӗнтӗ пӑртак вӗреннӗ хӗрпе калаҫнӑ пек калаҫма пулать.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпир хӗрсем пурӑнакан 6 е 7 пӳлӗмре пултӑмӑр (эпӗ ҫаплах хам пӗрремӗш хут кайсан курнине калатӑп-ха); сӗтел-пукансем ку пӳлӗмсенче те питӗ чипер, хӗрлӗ йывӑҫран е мӑйӑр йывӑҫӗнчен тунӑ; хӑшӗнче ураллӑ тӗкӗрсем, хӑшӗнче — питӗ лайӑх трюмосем пур; чаплӑ креслӑсемпе дивансем нумай.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Савнӑ Полина, мана пӗр япала, пачах ҫӗнӗ япала питӗ килӗшрӗ, ун ҫинчен эпӗ нумай пулмасть кӑна пӗлтӗм-ха, халӗ унпа хам та тӑрӑшсах аппаланатӑп та — ун ҫинчен сана ҫырса пӗлтерес тетӗп.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Мастерской вара ҫаплипех ӗҫлесе тӑчӗ, паллах, аслӑланса, аталанса каймарӗ ӗнтӗ вӑл, май килнӗ таран пӗчӗкленсех пычӗ, анчах ҫапах та ӗҫлесех тӑчӗ, эппин нумай вӗреннӗ ҫынсем ырӑ сунни ӑна та аван пулчӗ, ӑна тӗрлӗрен инкек-синкекрен упраса тӑчӗ.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫапла вара вӑхӑт-вӑхӑт ун патне чирлӗ ҫынсене шыв памасӑр сиплекен медик кӗркелесе тухать, ӑна хӑй хисепленине пӗлтерсе, лӑпкӑ, асӑрхануллӑ пулма канаш парать; ҫакна вӗсем чирлӗ ҫынсене шыв памасӑр сиплекен медик та, питӗ нумай вӗреннӗ арҫынсем те питӗ кӑмӑллӑн, ҫепӗҫҫӗн тӑваҫҫӗ; вӗсем чӑнах та нумай вӗреннӗ, ырӑ кӑмӑллӑ, никама нихҫан усал сунман, тӑвӑрламан ҫынсем ҫав ӗнтӗ.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Нумай вӗреннӗ арҫынпа вӑл хисеплекен ученӑй пӗр-пӗрне кӑмӑллӑн алӑ пачӗҫ.Просвещенный муж и ученый, им уважаемый, с чувством пожали друг другу руки.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Эпӗ сиртен пурӗ те темиҫе минут ҫеҫ ыйтрӑм, — питӗ тарӑн шухӑшлӑн каларӗ нумай вӗреннӗ арҫын, — ҫав темиҫе минут вара мана чӑнах та кирлӗ.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Нумай вӗреннӗ арҫын шухӑша кайрӗ.