Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Унсӑрӑн (тĕпĕ: ун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл лаша ман алӑра хӗрӗх ҫул ӗҫлерӗ, сан аллунта тата ҫавӑн чухлӗ ӗҫлӗ, анчах эсӗ ӑна эрнере пӗрре кӑна ҫитер, унсӑрӑн ӗрӗхсе кайӗ!..

Это лошадка мне сорок лет служила и тебе еще столько же послужит, только корми ее раз в неделю, а то сбесится!..

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Эсӗ туршӑн та, сиксех ан лар-ха, унсӑрӑн эпӗ санран нимӗр туса хурӑп!

— Ты не наскакивай, ей-богу, я из тебя пороховню выбью!

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унсӑрӑн ҫапла пулса тухать ӗҫ: пӑрахатӑп эпӗ сана.

Иначе, выходит дело, брошу я тебя.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Пире халех ҫӗр касса парӑр, унсӑрӑн хамӑрӑн кивӗ анасене сухалама пуҫлатпӑр! — тесе тапӑнаҫҫӗ Давыдова колхозран тухнисем.

— Либо зараз же нарезайте нам землю, либо начнем свои старые наделы пахать! — приступали к Давыдову выходцы.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унсӑрӑн пирӗн санпа калаҫни шурӑ вӑкӑр ҫинчен калакан юмахри майлах пулса тухать: «Эпир санпа пӗрле пытӑмӑр-и?» —

А то у нас с тобой получается, как в сказке про белого бычка: «Мы с тобой шли?» —

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Эсӗ мана ан тӗкӗннӗ пултӑр, унсӑрӑн эпӗ те сана пырса тӗкӗнме пултаратӑп…

— Ты меня не трожь, а то я тоже могу тронуть…

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ рядовой боец, ҫавӑнпа та строя тытса пыр, унсӑрӑн эпир сана часах ҫӑварлӑхлама пултаратпӑр!

Ты рядовой боец и ты строй соблюдай, а то мы тебе прикорот сделаем!

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Эсӗ Лушкуна тӳрӗ ҫул ҫине кӑларма тӑрӑш-ха, унсӑрӑн вӑл хӳрине ҫавӑрса ҫыртӗ те ӗрӗхсе кайӗ!

— Ты бы Лукерью на путь наставил, она теперь — хвост в зубы и пойдет рвать!

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Ӑна мӗнле те пулин ӗҫе вырнаҫтарас пулать, унсӑрӑн ку хӗрарӑм тӗрӗс ҫул-йӗртен пӑрӑнса кайӗ.

«Надо ее как-нибудь к работе пристроить, а то собьется бабочка с правильных путей.

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кала хӑвӑртрах, унсӑрӑн персе анатӑн!

Гутарь скорее, а то упадешь!

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсир те, ытти граждансем, хирте пурте ҫакӑн пекех ударлӑ ӗҫлеме тивӗҫ, ҫавӑн пек ӗҫлесен анчах эпир хамӑр колхоз ятне тӳрре кӑларӑпӑр, унсӑрӑн пирӗн пӗтӗм Совет Союзӗ умӗнче намӑс курма тивет, факт!

И вы, остальные граждане, должны так же ударно работать в поле, только тогда мы оправдаем название своего колхоза, иначе нам предстоит предание позору и стыду на глазах всего Советского Союза, факт!

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унсӑрӑн, калаҫса кайса, ахаль те вӑхӑта нумай ирттертӗмӗр…

А то мы тут у вас и так заговорились…

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кала ӑна, пире парӑнтӑр вӑл, унсӑрӑн вӗлеретпӗр те какайне йытӑсене кӑларса паратпӑр!» — теҫҫӗ.

Да скажи ему, чтобы покорился, а то убьем и мясо собакам выкинем!»

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав пушӑ пӳлӗмрен вак буржуйсене кӑларса яр-ха, тыррисене паянах турттарса килччӗр, унсӑрӑн пит-куҫа ҫуса килсен каллех хупа-хупа лартатӑп вӗсене.

Выпусти из порожней комнаты мелких буржуев, да чтобы хлеб они нынче же отвезли, а то вот умоюсь да возвернусь и обратно их посажаю.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унсӑрӑн нумайӑшӗ кайран ӳпкелешеҫҫӗ, тырра ҫисе ятӑмӑр, упраймарӑмӑр, теҫҫӗ.

А то многие жалуются, что не соблюли, поели.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Эсӗ тырруна турттарса кил, унсӑрӑн япӑх пулать.

— Ты вези хлеб, а то плохо тебе будет!

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Калаҫса тӑмасӑрах турттарса килсе панӑ пултӑр, унсӑрӑн халех колхозран кӑларса ҫапатпӑр!

Вези без разговору, а то из колхоза вышибем в два счета!

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унсӑрӑн эпӗ ӗмӗрне те ҫакнашкал ҫылӑхлӑ ӗҫпе ҫыхланас ҫукчӗ!

Я бы ни в жизню не пошел на такой грех!

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унтан тата Лятьевский подпоручике Половцев: «Часах пуҫлатпӑр!» тесе шантарсах каланине аса илчӗ те — усаллӑн савӑнса, хӑй ҫине тарӑхса: «Хӑвӑртрах пуҫлантӑрччӗ. Унсӑрӑн эпӗ, вӗсемпе колхоз хушшинче тӑрса, яка пӑр ҫинчи вӑкӑр урисем пек чаркаланса ҫурмаран ҫурӑлса кайӑп!» — тесе шухӑшларӗ.

А потом вспомнил подпоручика Лятьевского и уверенные слова Половцева: «Скоро начнем!» — и со злорадством, со злостью на себя подумал: «Скорее бы! А то я промеж ними и колхозом раздерусь, как бык на сколизи!»

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Чӑнах та таса пулать, унсӑрӑн кунта тислӗк те шӑршӑ кӑна, вӑкӑрсем чир-чӗр ертме пултараҫҫӗ.

Действительно будет чистота, а то навоз и вонь тут, как раз еще волы могут заразиться.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех