Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫнӗ (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн стариксем — ман упӑшкапа Зина мӑшӑрӗ — кӑшт сыпсанах ҫак юрра юрлатчӗҫ, — терӗ Анна Ивановна, стаканри сӑрине тутанса ӗҫнӗ май.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Чей ӗҫнӗ хушӑра профессор Эльгеев ӗҫӗ-хӗлӗсем ҫинчен ыйтса интересленчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Сухарипе чей ӗҫнӗ май Ваня пуҫ мими муляжне уҫса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хутӑштарнӑ спирт ӗҫнӗ хыҫҫӑн чӗлхисем уҫӑлчӗҫ хӑнасен.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Такам сӗннӗ ӑна тӳрех ураран ӳкерекен сим пыл, темле майпа ун пекех шалтти ӗҫнӗ Яхуте ҫав япалана.

Куҫарса пулӑш

14. Яхуте шӑпи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукайӑн хӑна-вӗрле пуҫтарма тӗл килсен вӑл ял ҫыннисенчен чи малтан алманчӑна чӗнтернӗ, алманчӑ ӗҫкӗ ӗҫнӗ чухне ун кӗрекинче чи хисеплӗ вырӑнта мӑрсапа ун арӑмӗ сарӑлса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ӗҫме юрать, Тукай куназ, — терӗ вӑл пӗр-ик курка ӗҫнӗ хыҫҫӑнах, — пуҫа ҫухатма юрамасть.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Наркӑмӑш ӗҫнӗ терӗҫ…

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫитменнине тата, аптекӑран илсе килнӗ эмел те ашшӗ ӗҫнӗ эмел пекех таса тикӗт шаршиллӗ!

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗр стакан ҫӑра чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн тин сиксе тӑчӗ:

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Старикпе курнӑҫса калаҫнӑ пекех туйӑнать, — чей ӗҫнӗ май сӑмахларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫитменнине тата, тутанса ҫеҫ пӑхас вырӑнне вокалри шампанские шыв ӗҫнӗ пек пӗтӗмпех ӗҫсе янӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Павлуш кун пек чей ӗҫсе курнӑ, анчах Прохор пуҫласа ӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тӑванӗпе тӑванӗ сӑра ӗҫнӗ чух Ҫичӗ ютсем пӑхса (та), ай, тӗлӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ман ачасемпе пӗрле вылӗҫ ваттисен ӗҫкӗ ӗҫнӗ чух.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Анчах арҫынсен ушкӑнӗнче ик черкке коньяк ӗҫнӗ хыҫҫӑн унӑн ташлас та, хӑйӗн туйӑмӗ ҫинчен Соньӑна каласа парас та килнӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ӑсса кӗчӗҫ пӗр лакӑм сӑра та, ӗҫнӗ май юмаха ячӗҫ.

Начерпали лагун и, попивая, принялись за беседу.

II // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.

«Шӑппӑн-шӑппӑн лармашкӑн, шӑпчӑк чӗппи мар эпир» — мӗн чухлӗ юрламан пулӗ ку юрра Чӗнерти хӑнасем Кутемере пырсассӑн: пӗрле ӗҫнӗ, пӗрле юрланӑ — курка тӗпӗ курӑниччен пыллӑ сӑра ӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ытлашши ӗҫнӗ, тӑна кӗрӗр! — черккине каялла лартса, Гурий атте ӑна чарма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пайтах пыллӑ сӑра та пӗрле ӗҫнӗ — «виличчен пӗрле, ай, пулар» — тесе те, пӗрне-пӗри алран тытса, сахал мар юрланӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех