Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑшра (тĕпĕ: ӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Пулать те иленкӗллӗ япала, — шутларӗ вӑл ӑшра.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑшра кулянса илчӗ: калас пеккине калаймарӗ пулас вӑл, воеводӑсене ним чухлӗ те ӳкӗте кӗртеймерӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Пулас пекки пулчӗ, — терӗ Ахмедзян ӑшра, — халь тытса чарчӗ тӗк, кайран, ҫырӑва вуланӑ хыҫҫӑн, кӑларса ямастех ӗнтӗ».

Куҫарса пулӑш

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Халиччен пӗлменччӗ, ав мӗнле ырӑ сунатӑн иккен эсӗ мана! — терӗ каччӑ ӑшра.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ахтупай ӑна ӑшра тав туса илчӗ: сотник аллинчен кунашкал час вӗҫерӗнсен лайӑх вара, ун пек пуҫлӑха ырӑ ҫын тесе шутла!

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл ӑшра: «Кучакпа вӑрҫса кайса вӑхӑтлӑха тарса килнӗ княҫсене ҫӗнӗ хула тунӑ ҫӗрте хӑварса тӗрӗс тӑватӑп-и эпӗ?» — тесе шутласа илчӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Анчах Ту енчи ҫӗр-шыв нихҫан та сирӗн пулмасть, нухай мӑрсисем! — терӗ ӑшра Сафа-Гирей.

Куҫарса пулӑш

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халӑх вӗсене аякранах ҫул парать, пилӗк таран пуҫ тайса, ӑшра турра кӗл туса ӑсатать.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ятламас ӑшра вырӑссене Хусана хирӗҫ начар ҫапӑҫнӑшӑн вӑрҫать.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл вырӑссене вӑрҫнинчен ытларах ӑшра хӑйне ятларӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйне ӑшра вӑрҫса илчӗ — ҫамрӑксене пулӑшма нимӗн те илсе тухаймарӗ вӑл Ахтупайсем патӗнчен.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Мухтан, мухтан, — терӗм эпӗ хам ӑшра.

Куҫарса пулӑш

Каппайчӑк Хӗлимун // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 74–76 с.

Эпӗ, вӗсем манран кулчӗҫ пулин те, пачах кӳренмерӗм, хам ӑшра: «Кайӑрах, мухтанакан хӑйӗн килӗнче те алӑк тупайман, теҫҫӗ», — терӗм.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫкӗнсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 21–22 с.

Ан тав, малтанах пулнӑ эс, эп ун чухне сан чӗрӳне те, сан кӑмӑлна та пӗлмен, ҫавӑнпах хам ӑшра вырӑн панӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӑрпа пӗрлешнӗ ҫыран // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 134–135 с.

Курни-илтнине ӑшра тытма хӗн.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Халь Улюкӑн хитрелӗхӗ ӑшра вӗчӗрхенӳ ҫуратать.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Борис ҫук чух ӑш вӑркать, вӑл пур чух вӑтантарать, ӑшра савӑнӑҫпа телей ҫуралать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Куншӑн ӑшра хама хам вӑрҫатӑп-ха: ытлӑ та килӗшӳсӗр ку танлаштару.

Куҫарса пулӑш

Тӳме // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 85 с.

Хам ӑшра ҫеҫ эпӗ: библири ҫветтуйсем мар, ҫӗр ҫинчи Толстой пек «ҫветтуйсем» ытларах пулинччӗ ҫынсен килӗсенче, тесе шухӑшларӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Пӗтрӗм, тетӗп хам ӑшра.

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех